Сӗнтӗрвӑрри хулинчи «Коновалово» микрорайонӗнчи шкула туса пӗтерме республикӑн резерв хыснинчен тепӗр 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ку укҫа-тенкӗпе шкула электричество сечӗсемпе сыпӑнтарнӑ чухне усӑ курӗҫ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере те ку пӗлӳ ҫурчӗ валли укҫа уйӑрнӑ – 86 миллион тенкӗ.
Палӑртмалла: шкула «Старатель» строительство компанийӗ тӑвать. Икӗ ен 306,7 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ. Планпа килӗшӳллӗн, ӑна утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ. Шкулта 375 ача валли вырӑн пулӗ.