Хулара
![]() Шупашкарта 14-мӗш троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, ӑна тӑсасшӑн. Хальхи вӑхӑтра 14-мӗш троллейбус И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ патӗнчен "Солнечный" микрорайона ҫӳрет. Пӗлтӗр маршрут ҫине автономлӑ майпа ҫӳрекен транспортсем тухнӑ, ҫавӑнпа микрорайона ҫити кайма тытӑннӑ та троллейбуссем. Ҫитес вӑхӑтра маршрута "Университет" микрорайона ҫити тӑсасшӑн. Тӗрӗслев рейсӗ тунӑ, нимӗнле йывӑрлӑхсем те сиксе тухман. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 14-мӗш троллейбус Миначев урамӗпе сехет йӗппи ҫаврӑннӑ май кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ака уйӑхӗнче те ҫил-тӑман вӗҫтерет. Паян шӑпах ҫакна курса ӗненме тиврӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗ татах тӗлӗнтернӗ. Ҫитес вӑхатра юр хулӑнӑшӗ 6 см пысӑкланмалла. Ыран юр та, ҫумӑр та ҫумӗ, хӗвел пахӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун вара каллех ҫанталӑк пӑсӑлӗ: ҫил вӑйланӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун 10 градус таран ӑшӑтӗ. Шӑматкун кӑшт ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникунпа тунтикун уяртӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче ҫӗрле сивӗтӗ. Каярахпа тата сивӗтме, юр ҫума, шӑнтма та пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх сезонӗ пуҫланать. Ку йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна пурнӑҫлассине Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ сӑнаса тӑрӗ. Документра республикӑра вӑрман пушарӗнчен шар курма пултаракан ялсене палӑртнӑ. Ку списока 14 районти тата Шупашкар хула округӗнчи 119 ял кӗнӗ. Ҫавӑн пекех документра вӑрман пушарӗнчен шар курас хӑрушлӑх пур ытти территорие палӑртнӑ: вӗсем – 12 ача-пӑча уйлӑхӗ тата 15 сад юлташлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӗрлӗ чутайсем ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ пуху Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. «Чавал» пӗрлешӗве йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫитнӗ. Хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансене Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрӳллӗн саламласа тав сӑмахӗ каланӑ. «Ҫак уяв тӑван тӑрӑха, тӑван ҫӗре юратакансене пӗр чӑмӑра пухӑнма хистет, мӗн ачаран ҫуларса ӳснӗ пӗчӗк ҫӗршывӑмӑра хисеплесе пурӑнма вӗрентет», – тенӗ вӑл. Уявра ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Данилов. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорне, педагогика наукисен кандидатне Анатолий Данилова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Ӑна сӑнарлӑ ӳнере аталантарма тата ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чыслама йышӑннӑ. Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн хисеплӗ ҫынни, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх пединститутӗнчи (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Чӑваш Ен арҫыннине пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл тӑванӗсене киле килме тухнӑ тесе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хӑй вара паянхи кун та ҫук. 40 ҫулти Валерий Беспалов Дмитров хулинче ӗҫленӗ. Киле килме тухнӑ кун сарӑ е хӗрлӗ куртка тӑхӑнма палтарнӑ. Арҫын хӑй 185 сантиметр ҫӳллӗш имшеркке кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ ҫутӑ кӑвакрах. Валерий Беспалов пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8 /800/-700-54-52. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Мария Никитична Башкирова ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑл Чӗлепи облаҫӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унтах пурӑннӑ, траншея чавнӑ, вӑрман каснӑ, эвакуаципе килнӗ ачасемпе ӗҫленӗ. Шӑпа Мария Никитичнӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ. 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, вӑл офицерпа паллашнӑ. Ҫак арҫын унӑн упӑшки пулса тӑнӑ. Вӗсем унпа тӗрлӗ тӑрӑха куҫса ҫӳренӗ. Мӑшӑрӗпе 4 хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Упӑшки отставкӑна тухсан Шупашкарта тӗпленнӗ. Халӗ Мария Никитична 5 мӑнукӗпе, вӗсен 8 ачипе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑра кашни кунах ҫынсем кӑшӑлвирусран вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкри статистика вара савӑнтарать: пӗр ҫын та пурнӑҫран уйрӑлман. Кунашкалли икӗ уйӑх ҫурӑ пулман. Иртнӗ талӑкра 63 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, 34-шне пульницӑна вырттарнӑ. Сывалакансем вара нумаййӑн пулнӑ - 506 ҫын. Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 77 пин ытла ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен 4558 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Паянхи куна стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 11 пин те 100 яхӑн ҫын ҫак чиртен сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри кардиологи диспансерӗнче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан оборудованипе тата ытти материалпа ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кардиохирургсем тӑван ҫӗршывра кӑларнӑ чӗре клапанӗсен протезӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. «Паян эпир Раҫҫейре туса кӑларакан чӗре клапанӗсемпе ӗҫлетпӗр. Всем шанчӑклӑ, пысӑк пахалӑхлӑ», — тесе каланӑ кардидиспансерӑн кардиохирурги пайӗн заведующийӗ Андрей Родионов. Кардиодиспансерта чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе ҫыхӑннӑ 3 пин ытла операци ҫулсерен ирттереҫҫӗ, ӗҫре пысӑк шайри технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. 2021 ҫулта чӗре клапанӗсен 65 протезне вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ гастрольпе Пушкӑртстана тухса кайӗ. Унта вӑл ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 13-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн гастролӗсем иртӗҫ. Чӑваш Енӗн Культура министерсвтинче пӗлтернӗ тӑрӑх, концертсене Раҫҫейри халӑхсен культура эткерлӗхӗн тата Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Пултарулӑх коллективӗ чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культурине, унӑн ӗмӗрхи йӑли-йӗркипе хальхи ҫитӗнӗвӗсене халалланӑ «Тӑван ен кӗввисем» концерт программине хатӗрленӗ. Куракансене вокалпа хореографи композицийӗсемпе тата ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи номерсемпе пуянлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |