Сӑра сакки сарлака ҫав. Ӑна пула мӗн чухлӗ инкек пулса иртмест-ши?! Ӳсӗр чухне этем паттӑрланса каять пулмалла, уншӑн ҫынна хӗнесе пӗтересси те ним те мар-тӑр.
Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм та эрехе пулах пӑтӑрмаха ҫакланнӑ теме юрать. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта кил хуҫи хӗрарӑмӗпе пурӑнакан арҫын та пулнӑ. Кӑштахран тем пайлама тытӑнса кайнӑ-ҫке — хӑнана кайнӑ хӗрарӑм арҫынна пуҫӗнчен мӑлатукпа ҫапса пӗтернӗ. Арҫын реанимаци уйрӑмӗнче кӑштахран вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.