Шупашкар хулинче пӗр ӳсӗр арҫын палламан хӗрарӑма вӗлернӗ.
Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. Ӳсӗр этем хӗрарӑма тапӑннӑ, ӑна тапса та ҫапса пӗтернӗ. Хӗнекен ҫын хӗрхенсе ҫапмасть ҫав ӗнтӗ. Хӗрарӑма вилмеллех хӗненӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Усал арҫын вилене Граждан урамӗнчи гаражсем патӗнче пӑрахса хӑварнӑ.
Хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗ тесе шухӑшлакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӑштахран тупса палӑртнӑ, ӑна вӗсем тытса чарнӑ.
Ҫынна вӗлернӗ тӗслӗхпе пуҫарнӑ тӗпчев халӗ малалла пырать.