Культура
![]() "На связи" форумри сӑн Ӗнер правительствӑра иртнӗ ларура Чӑвашкинона Хальхи истори патшалӑх архивӗпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Чӑвашкинон хӑш-пӗр пайне культура учрежденийӗсен хушшинче пайланӑ. Тӗслӗхрен, Чӑваш наци телекуравӗ кинематографа аталантарассине, кинофильмсем кӑларассине хӑйӗн ҫине илет. Нарӑс уйӑхӗнче телекурава Чӑваш киновӗн хӑш-пӗр пӳлӗмне, куҫакан пурлӑхне панӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксен театрӗ кинотеатрсене аталантарас енӗпе ӗҫлӗ. Сӑмах май, Чӑвашкинона пӗтересси пирки пӗлтӗр кӗркуннех калаҫма пуҫланӑччӗ. Ку ыйтӑва акӑ халӗ ҫапла татса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑш ӗҫре тӑрӑшсан 40 пине яхӑн илме май пуррине пӗлтернӗ. Автоусламра ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 52 пин те 100 тенкӗ илеҫҫӗ иккен. Шалу виҫипе ҫӳлтен иккӗмӗш йӗркере — аслӑ менеджментра тӑрӑшакансем. Шалу виҫипе виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш вырӑнсенче — медицинӑпа фармацевт сферинче (47 пин те 500 тенкӗ) тата чӗртавар хатӗрлекен отрасльте (47 000 тенкӗ) тӑрӑшакансем. Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи ӗҫлесе илекенсем фитнес тата илем сферинче тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен уйӑхри вӑтам тупӑшӗ 28 пин те 800 тенкӗ. Юристсем уйӑхсерен 33-шер пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() avatars.mds.yandex.net сайтри сӑн Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пӗр ялта урнӑ чире пула карантин пулнине ҫирӗплетсе йышӑну тунӑ. Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗнчи пӗр территорире ӗнертенпе карантин. Мӗншӗнни паллӑ: Янташ ялӗнче тилӗ ами ҫынна тапӑннӑ. Каярахпа чӗрчун виллине тупнӑ. Хальхи вӑхӑтра тилӗрен шар курнӑ ҫын антираби терапийӗ витӗр тухать. Карантин пулнӑ вӑхӑтра ялтан чӗрчунсене илсе тухма, зоопарк валли тытма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Правительстви Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрӗпе тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе килӗштересси ҫинчен виҫӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, «Артек» пахалӑх стандарчӗсемпе ӗҫлекен «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» йӗркелесшӗн. «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» Чӑваш Республикин «Белые камни» (чӑв. Шурӑ чулсем) физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центр никӗсӗ ҫинче пулӗ. Республикӑн спорт министрӗ Василий Петров каланӑ тӑрӑх, «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» кӑҫалах ӗҫлеме тытӑнӗ. Асӑннӑ центрта ҫулталӑкӗпех ӗҫлемелли 4 корпус, столовӑй, клуб, кану тата медицина корпусӗ, спорт тата вӑйӑ лапамӗсем, футбол вылямалли уйсем пур. Сӑмах май каласан, «Артек» ача-пӑча центрӗ «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» проекта 2018 ҫултанпа пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() sports.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури хоккей матчӗ вӑхӑтӗнче спортсмен вилнӗ тӗслӗхпе тӗпчев пуҫарнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче хоккей вӑййи иртнӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ, кӑштахран вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Прокуратура тӗпчевҫисем вӑйӑҫ мӗн сӑлтавпа вилнине палӑртӗҫ, спорт объектӗнче вӑййа хутшӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ парассине епле йӗркеленине тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Васильев. Журналистӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Соетская Чувашия» хаҫат редакторне Владимир Васильева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа нумаях пулмасть 105 ҫул ҫитрӗ. Владимир Львович пирки каласан, хаҫатра ӗҫлеме тытӑниччен вӑл пресс-службӑра тӑрӑшнӑ. Унӑн ашшӗ те журналисчӗ. Лев Васильева республикӑра нумайӑшӗ пӗлнӗ. Анчах вӑл пурнӑҫран ир уйрӑлса кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ сӑн Халӑха канмалли кунсенче ярмӑрккӑсем йӗркелени питӗ килӗшнӗ. Ҫавна май суту-илӳ точкисене те нумайлатӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанах виҫӗ вырӑнта фермер продукцине сутнӑ. Малашне вӗсем пилӗк вырӑнта пулӗҫ. Ҫакна ярмӑрккӑна халӑх йышлӑн ҫӳренипе тума йышӑннӑ. Ҫынсем хӑйсем те суту-илӳ вырӑнӗсене нумайлатма ыйтнӑ. Унччен ярмӑрккӑ «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» универмаг патӗнче тата «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗнче ӗҫленӗ. Малашне фермер продукцине «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче тата «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑра («Шупашкар» пасар) туянма пулать. Ярмӑрккӑра апат-ҫимӗҫе лавккаринчен йӳнӗрехпе туянма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() «Чӑваш халӑх сайчӗ» Телеграм мессенджер валли ҫӗнӗ стикерсем кӑларнӑ. Вӗсемпе усӑ курас тесен ҫак каҫӑпа каҫма пулать: t.me/addstickers/ChuvashOrg Хальлӗхе стикерсен йышӗ пысӑках мар. Унта пурӗ те ҫиччӗ кӑна. Ҫавах ҫывӑх вӑхӑтра вӗсен йышӗ ӳсӗ. Ытларах енӗпе час-часах усӑ курма кирлӗ смайликсем валли хатӗрлӗпӗр. Аса илтеретпӗр: Телеграм валли хастар ҫынсем чӑвашла стикерсем унччен те хатӗрленӗччӗ. Вӗсенчен чи паллисем: Chuvash (пысӑк пакет; кунта тем тӗрлӗ чӑвашла саламсем те пур), chuvashia (илемлӗ стикерсем), Хамӑр ял (чӑваш эрешӗсемпе тунӑ стикерсем), Хавалики («Хавал» ӑсталанисем), Chuvashi (кунта пурӗ те 4 стикер кӑна, апла пулин те ку пакет чи малтанхи чӑвашла стикерсен йышне кӗрет). Телеграм валли стикерсем хатӗрлеме йывӑрах мар. Ку ӗҫе @Stickers ботпа усӑ курса тума пулать. Ӳкерчӗксем (чи пысӑк калӑпӑшӗ: 512х512) хатӗрлемелле те ҫак ботпа усӑ курса пӗр-пӗр смайлик ҫумне ҫыпӑҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫынна суд тӑвӗҫ. Мӗншӗн? 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Шӑмӑршӑра пурӑнмалли мар пӳлӗме тара илнӗ, компьютер техники туяннӑ та вӗсем ҫине астармӑш вӑйӑсем вылямалли программӑсем лартнӑ. Салонра ӗҫлеме администратор-кассирсене чӗннӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, салон юпа уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хуҫи 167 пин тенкӗрен кая мар ӗҫлесе илнӗ. Юпа уйӑхӗнче салона полицейскисем кӗрсе тӑнӑ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе кӗҫех Патӑрьел районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bashinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре эвакуаци комиссийӗ туса хунӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушура каланӑ тӑрӑх, эвакуаци комиссине Граждан оборони ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Комисси халӑха эвакуацилеме, пурлӑх тата культура пуянлӑхне хӑрушсӑр вырӑна куҫарассипе ӗҫлӗ. Хушу ӗнерех вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |