Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалист кунӗ шутланать. Ҫав ятпа пресс-секретарьсене республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче саламланӑ.
«Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалистсен: пресс-секретарьсен, маркетологсен, бренд-менеджерсен, социаллӑ сетьсене тытса пыракан специалистсен нумай пин ҫынлӑ пӗрлӗхӗн представителӗсенчен кашниех хаклама май ҫук пысӑк ӗҫ пурнӑҫлать. Информаци калӑпӑшӗ те, ӑна сарассин хӑвӑртлӑхӗ те ӳссе пыраҫҫӗ - паянхи пурнӑҫ сирӗнсӗр пулма пултараймасть.
Эсир общество шухӑш-кӑмӑлне, компанисен, ҫынсен ырӑ сӑнарне йӗркелетӗр, Чӑваш Республики инвестици хывмашкӑн, туристсемшӗн илӗртӳллӗ, пурӑнма лайӑх регион пулнине ӗнентеретӗр, хамӑрӑн продукципе, пулӑшу ӗҫӗсемпе паллаштаратӑр, тӗллевсене палӑртатӑр, ят-сума ҫирӗплететӗр. Чи кирли вара - граждансемпе коммуникаци йӗркелетӗр, чи кӑткӑс пулӑмсемпе процессем ҫинчен те ӗненмелле тата ансат чӗлхепе каласа паратӑр», — пысӑка хурса хакланӑ республика ертӳҫи.
