Сывлӑх
![]() Республикӑра 700 грамм ҫуралнӑ ачан чӗрине операци тунӑ. Ҫут тӗнчене килсенех пӗчӗкскере Президент пепкелӗх центрӗн тухтӑрӗсем пилӗк кун пӑхнӑ. Ача кӑшт вӑй илсенех ӑна Республикӑри ача-пӑча пульницин хирургӗсем операци тунӑ. Кӗтме вӑхӑт пулман. Ачан чӗри питӗ пӗчӗк. Ҫавӑнпа операци тунӑ чухне 3,5 хут пысӑклатакан куҫлӑх кирлӗ пулнӑ. Операци темиҫе минут тӑсӑлнӑ. Палӑртмалла: Президент перинаталь центрӗн тухтӑрӗсем ҫулсерен 500 ытла ачана пӑхаҫҫӗ. Вӗсен 80 поценчӗ – вӑхӑтсӑр ҫуралнисем. Пепкесене кувеза вырнаҫтараҫҫӗ, унта вӑй иличчен тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ку – рекорд. Юлашки талӑкра республикӑра 1258 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайт пӗлтерет. Сывалакансем те нумаййӑн пулнӑ: 647 ҫын. 188 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 12 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Кун пек хисеп тахҫантанпах пулман. Ку таранччен 62164 ҫын ҫак вируспа инфекциленнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 47479-шӗ сывалнӑ. Ку 76,3 процентпа танлашать. Пӗтӗмпе 42969 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Ку – чирленисен 6,8 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хореографи ӑсталӑхӗн кафедрине уҫӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва коллективпа Чӑваш Республикин культура тата ӳнер институчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Проект тӗллевӗ — аслӑ шкулӑн студенчӗсене професси ӑсталӑхне практиксем патӗнче хатӗрлесси. Ҫапла майпа вӗсен професси шайӗ ҫӳллӗрех пулӗ. Вӗренекенсем валли Раҫҫейри пысӑк квалифицкациллӗ специалистсене явӑҫтарса ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме палӑртаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ача-пӑчан вокалпа хореографи студине уҫнӑ. «Хореографи ӑсталӑхӗн кафедри ӗҫлеттерсе яни студентсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗн артистсемшӗн те усӑллӑ пуласса шанатпӑр», – тесе палӑртнӑ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансмблӗн директорӗ Сергей Кузнецов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Гузовский урамӗнчи ҫуртра пушар пулнӑ. Пушарнӑйсем унта шкул ачине ҫӑлнӑ. Ҫак урамри 36-мӗш ҫурта 1973 ҫулта хута янӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, 4-мӗш хутри хваттерте розеткӑран ҫулӑм тухнӑ. Килте вара 11 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Ача розетка ҫунма тытӑннине курсан ҫухалса кайман, кухньӑри алӑка /пушар унта пулнӑ/ хупнӑ та пӳлӗме кайнӑ, унта чӳречене уҫса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Иртсе пыракан хӗрарӑм пушарнӑйсен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем 4 минутран ҫитнӗ. Вӗсем тимӗр алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ, хваттерте ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Алексей Емельянов аслӑ прапорщик ачана хваттертен илсе тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ. Пушара вӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Общество палатин федераци шайӗнчи пайташӗ Елена Кузьмина пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн Общество палатин ларӑвӗнче. Уншӑн альтернативлӑ майпа вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ. Маларах ҫав тивӗҫе Николай Паштаев пурнӑҫланӑ, халӗ вӑл ку енӗпе ӗҫлемест. Елена Кузьмина Чӑваш Енӗн Адвокат палатине нумай ҫул ертсе пырать. Пуҫиле тата граждан ӗҫӗсемпе хӗрарӑм 20 ҫул ытла тӑрӑшать. «Маншӑн ку вӑл — ҫӗнӗ ӗҫ. Ҫавӑ маншӑн кӑсӑклӑ пуласса ҫеҫ мар, республикӑшӑн та усӑллӑ пуласса шанатӑп», — тенӗ Чӑваш Енӗн Адвокат палатин президенчӗ Елена Кузьмина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Пушкӑрт АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, художник-сценограф, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Юрий Матросов 75 ҫул тултарнӑ. Юрий Петрович Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Чурачӑкра ҫуралнӑ. 1970 ҫулта вӑл И.Н. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединститутӗнчен (ун чухне вӑл аслӑ шкул институт шутланнӑ), художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Паян вӑл — сумлӑран та сумлӑ ӑста. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Алексей Ладыковӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. «Продэкспо» — Раҫҫейри тата Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пысӑк куравсенчен пӗри. Унта апат-ҫимӗҫпе тата тӗрлӗ сӗткенпе паллаштарнӑ. Пӗтӗм тӗнчери курава тӗнчери 73 ҫӗршыври 2,5 пин ытла предприяти пырса ҫитнӗ. Экспозицие 100 пин ытла тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫтарнӑ. Сумлӑ куравра пирӗн республикӑри предприятисем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса илнӗ) стенд аякранах курӑнса тӑнӑ. Унта Шупашкарти ликерпа водка завочӗн, Етӗрнери сӗт завочӗн, «АККОНДӑн», Етӗрнери спирт завочӗн, «Мелилотус», «Приволжские колбасы», «Деревенский дворик» предприятисен тата ыттисен продукцийӗпе паллаштарнӑ. |
Республикӑра
![]() kprf121.ru сайтри сӑн Кӑҫал Республика кунӗ хӑш районта иртессине палӑртнӑ. Вӑл – Куславкка районӗ. Паллах, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта та уяв пулӗ. Республика кунӗнче 30 ытла мероприяти иртмелле. Ҫав йышра, паллах, фейерверксен «Асамат» фестивалӗ те. Анчах юлашки икӗ ҫулта пандемие пула уяв ячӗпе салют яман. Аса илтерер: 2019 ҫулта Республика кунӗ 2019 ҫулта - Улатӑр районӗнче, 2020 ҫулта – Хӗрле Чутай районӗнче, 2021 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() typical-moscow.ru сайтри сӑн Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Семенов урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра хӗр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Хӗр 7-мӗш хутри чӳречерен ӳкнӗ. Аялта кӗрт пулни ҫеҫ ӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Хӗр тумсӑрах пулнӑ, вӑл ан шӑнтӑр тесе ӑна часрах васкавлӑ медпулӑшу машинине кӗртсе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ватӑ хӗрарӑм хӗрне ҫӑлас тесе ултавҫӑсене чутах 700 пин куҫарса паман. Ку Шупашкарта пулса иртнӗ. 75 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килти телефонӗ ҫине хӗрӗ шӑнкӑравланӑ имӗш, ҫул ҫинче аварие лекни пирки, ыйтӑва татса пама 700 пин кирли ҫинчен каланӑ. Хӗрарӑм хӗрне пулӑшас тесе банка кайнӑ, укҫине илнӗ те ӑна куҫарса пама тӑнӑ. Анчах ун патне хӗрӗ шӑнкӑравланӑ – унпа нимӗн те пулса иртмен иккен. Кун хыҫҫӑн ватӑскер укҫана каялла счет ҫине хунӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. 71 ҫулти хӗрарӑм вара ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хӗрне ҫӑлас тесе вӑл палламан арҫынна хӗрӗн япалисене, пухнӑ пӗтӗм укҫине – 500 тенке – парса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |