Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
towntravel.ru сӑнӳкерчӗкӗ
towntravel.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Вырӑс драма театрӗн юбилейне хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев 131-мӗш номерлӗ хушӑва алӑ пуснӑ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, театр 2022 ҫулта 100 ҫул тултарнӑ тата вӑл професси театр ӳнерне йӗркеленме тата аталанма тӳпе хывнине кура килес ҫул тӗрлӗ уяв мероприятийӗ ирттермелле. ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн валли ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркелеме тивӗҫ. Тӗп мероприятисен планне те ҫирӗплетмелле.

Театр юбилейӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑнассипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисене те хастар пулма сӗннӗ.

 

Раҫҫейре
rod-storonatar.ru сайтри сӑн
rod-storonatar.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул Раҫҫейре амашӗн капиталӗн виҫи ӳсӗ-и? РФ Ӗҫлев министерстви ку ыйтӑва хуравланӑ. Ведомство ертӳҫи Антон Котяков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул амӑшӗн капиталӗн виҫи нумайрах пулӗ.

2022 ҫулта пӗрремӗш ача ҫуралнӑшӑн 503 пин те 237 тенкӗ парӗҫ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан пӗтӗмӗшле сумма 665 пин те 9 тенкӗпе танлашӗ. Ҫемье пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗшӗ кун ҫути курсан 161 пин те 772 тенкӗ парӗҫ.

Сӑмах май, кӑҫал амӑшӗн капиталӗ пӗрремӗш ачашӑн 483800 тенкӗпе танлашнӑ. Иккӗмӗш ачашӑн халӗ 639400 тенкӗ параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74114
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна икӗ арҫын чаплӑ телефон туянма сӗннӗ. Телефона хӗрарӑм 35 пин тенкӗпе илнӗ. Киле ҫитсен уҫса пӑхать те — паллӑ брендӑн копийӗ иккен.

Пӑтӑрмах пирки хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Тавара сутаканӗсем Самар облаҫӗнчи Жигулевск хулинчи 27 ҫулти каччӑпа Тольяттинчи 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӗсене халӗ тытса чарнӑ.

Йӳнӗ телефонсене вӗсем Мускавра пурӗ 17 штук туяннӑ. Пӗриншӗн 4 пин тенкӗ тӳленӗ. Шупашкарта 35 пиншер тенкӗпе 3 телефон сутнӑ.

Самар тӑрӑхӗнчи ҫынсем тӗлӗшпе ҫынна улталанӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра

Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗнче пулӑсем вилеҫҫӗ. Кӗҫех шапасем те юлмасран кулянаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакансем.

Мӗн пулса иртет унта? Ҫынсем ҫакна вырӑнти сыр пӗҫерекен савутпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, предприяти лайӑх мар шыва Таяпа юханшывне ярать, лешӗ вара Кӗҫӗн Пӑлана юхса кӗрет. Савут директорӗ те тунмасть: тасатмалли сооруженисем юрӑхсӑра тухнӑ, ҫӗннисене вара туянса ӗлкӗреймен.

Унччен юханшывра шыв таса пулнӑ, ҫынсем шыва кӗнӗ. Халӗ вара ӑна хурсем те ӗҫесшӗн мар. Валерий Орлов кашни кун юханшыв хӗррине кайса вилнӗ пулӑсене пуҫтарать, шыва тасатать, унсӑрӑн ялта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлӗ.

Район прокуратури административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне Росприроднадзор савута штраф ҫырса панӑ. Ҫапах ним те улшӑнман, пулӑсем ҫаплах вилеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74111
 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ ҫын йӗркене хӑй пӑснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккун арҫынна 4 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май парать.

41 ҫулти оперативлӑ дежурнӑй тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи прокуратура ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ этем Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ пайри дежурство пайӗнче оперативлӑ дежурнӑй пулса ӗҫленӗ вӑхӑтра ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ҫав ҫын талӑкри дежурствӑра тӑнӑ чухне ӗҫри топливо карттине хӑйӗн паллаканӗсене панӑ тата унпа хӑйӗн транспорчӗ валли усӑ курнӑ. Ҫапла вӑл 10 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак тунӑ.

 

Сывлӑх
veved.ru сайтри сӑн
veved.ru сайтри сӑн

Республикӑра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Кашни кун ҫак чире пула ҫынсем вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 9 ҫын сывалайманнине палӑртнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енри 2031 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Эппин, чирленисен 6,4 проценчӗ сывалайман.

Паянхи кун тӗлне 31840 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28894-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 77 ҫын чирленӗ. 71 ҫын вара сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 915 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Палӑртмалла: чирлекенсем нумайланнӑран ковид-стационарсем ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче лиственницӑн йӗкелне пуҫтарма тытӑннӑ. Ку ӗҫе спициалистсем ҫеҫ мар, районти Карӑклӑ шкулӗнче вӗренекен ачасем те хутшӑнаҫҫӗ.

Йӗкел пухса хунав хатӗрлемешкӗн вӑрӑ хатӗрлӗҫ. Хунавсене питомникре ҫитӗнтереҫҫӗ, кайран вӗсене вӑрмана кайса лартаҫҫӗ.

Хальлӗхе специалистсемпе шкул ачисем 900 килограмм йӗкел пухнӑ. Питомник валли 1300 килограмм хатӗрлеме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ку ӗҫ малалла пырать.

 

Хулара

Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушӑран халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерет. Ҫитес «тӳрӗ лини» авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ.

Алексей Ладыкова ыйту парас килет-и? Ҫак кун 10 сехет ҫурӑран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе шӑнкӑравламалла.

Администрацири ытти тӳре-шара та халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӗсем ӗҫ кунӗсенче 13 сехетрен пулӗҫ. Йышӑнӑва 23-50-34 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.

 

Экономика
transphoto.org сӑнӳкерчӗкӗ
transphoto.org сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Шупашкарти троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннӑ тавӑҫ ҫитсе выртнӑ. Чӑвашэнергосбыт компанийӗ троллейбус управленийӗнчен 13,272 миллион тенкӗ парӑма шыраса илесшӗн.

Тавӑҫа ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, регистрациленӗ. Чӑвашэнергосбыт Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗпе те судлашас кӑмӑллӑ. Асӑннӑ хулари управлени парӑмӗ — 3,569 миллион тенкӗ иккен.

Шупашкарти троллейбус управленийӗ Чӑвашэнергосбыт умӗнче унччен те парӑма кӗрсе кайнӑ. Ун чухне сӑмах 60 миллион ытла тенкӗ парӑм пирки пынӑ. Енсем тавлашӑва ҫураҫтарма пултарнӑ. Асӑннӑ парӑма транспорт предприятийӗн 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхччен тӳлесе татмалла.

 

Культура
Улькка Эльмен
Улькка Эльмен

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Улькка Эльменӗн (Ольги Куликован), пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн юбилейне ҫапла майпа уявлӗ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта 14 сехетре пуҫланӗ.

Улькка Эльменне вулакансем поэт тата прозаик евӗр пӗлеҫҫӗ. Унӑн пирвайхи сӑввисене район хаҫатӗнче Ольга Куликова шкулта вӗреннӗ чухнех пичетлеме тытӑннӑ. Каярах калавӗсем пӗри хыҫҫӑн тепри республикӑри «Ҫилҫунат», «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсенче кун ҫути курнӑ.

Паян Улькка Эльмен — темиҫе кӗнеке авторӗ. Вӗсем — «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана», «Сарӑ кӗпе». Шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсен «Кушак» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Вӑл ӗҫ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен республикӑри конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ.

Улькка Эльмен 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван районӗнчи Нурӑсри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. Пӗр вӑхӑт районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 920, 921, 922, 923, 924, 925, 926, 927, 928, 929, [930], 931, 932, 933, 934, 935, 936, 937, 938, 939, 940, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.