Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Иван Яковлевӑн халалне кун ҫути кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.07.2023 07:43 | 722 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательстви аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевӑн халалне пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Чӑваш халӑхне панӑ халал. Завещание чувашскому народу» ят панӑ. Халала икӗ чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ.

Иван Яковлев хӑйӗн халалне 1921 ҫулта Чӗмпӗрте, Алексей тата Николай ывӑлӗсемпе пӗрле, ҫырнӑ. Халала шӑрҫалама патриарх 1918 ҫултах шухӑшланӑ. Амаланса аталаннӑ шухӑша виҫӗ ҫултан хут ҫине куҫарнӑ.

1955 ҫулччен документ Иван Яковлевсен килӗнчи архивра, СССР наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Алексей Иванович патӗнче упраннӑ. Иван Яковлевӑн мӑнукӗ, истори наукисен кандидачӗ Ольга Алексеевна 1955 ҫулта аслашшӗн архивӗн тӗп пайне В.И. Ленин ячӗллӗ СССР Патшалӑх библиотекин (халӗ вӑл — Раҫҫейӗн патшалӑх библиотеки) алҫырусен пайне панӑ.

#чӑваш чӗлхи, #халал, #чӑвашлӑх, #Кӗнеке издательстви, #алҫырусем, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3974.89.5079
2023.07.12 13:49
Agabazar
Мĕншĕн халал Мускавра упранать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем