«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» пабликра «Халал пирӗн асӑмра» акци пуҫарнӑ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, акцие «аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевӑн ырӑ сӑнарӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлне уҫса парас, «Чӑваш халӑхне» панӑ халал сӑмахӗсене ӑша хывма, ӑнланма, яланах асра тытма пулӑшас тӗллевпе» йӗркеленӗ. «Ан сӳнтӗр Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр халалӗ!» — теҫҫӗ акцие пуҫарса янисем.
Халала пӗччен, ушкӑнпа е ҫемьепе вуламалла. Тӗрлӗ ролик туса, ӑсталӑх класӗсем кӑтартса, эссе, сӑвӑсем ҫырса #Халалпирӗнасӑмра хэштегпа палӑртса маларах асӑннӑ ушкӑна сӗнме пулать.