Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине Чӑваш наци музейӗ #читаемХузангая (чӑв. Хусанкая вулатпӑр) флешмоб ирттерчӗ. Поэтӑн чӑвашла тата вырӑсла куҫарнӑ сӑввисене 300-е яхӑн ҫын вуланӑ. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче флешмоба поэтӑн ывӑлӗ, публицист тата литература критикӗ Атнер Хузангай уҫнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче вӑл ҫав кун «Малалла-ха пурнӑҫ, малалла…» сӑвва вуланӑ. «Проект Петӗр Хусанкайӑн лирики тӗрлӗ ҫулхисене ҫывӑххине кӑтартса пачӗ. Вӑл сӑвӑ хитре вулакансене, тен, пулас актёрсене, тупса пама пулӑшрӗ. Пирӗншӗн пуринчен те ытла хакли — флешмоба хутшӑнас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ вуншар ача поэтӑн сӑввисен кӗнекисене пуҫласа, тен, уҫса пӑхни», – палӑртса хӑварнӑ наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова. Флешмоба хутшӑннисенчен чылайӑшӗ «Мехел», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Эп – чӑваш ачи», «Эпир Российӑра пурнатпӑр», «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере», «Тӑван ҫӗршыв», «Чӗре юрри», «Ҫӗр пӳртре», «Мунча шӑрши» чӑвӑсене, «Таня» тата «Аптраман тавраш» поэмӑсенчи сыпӑксене вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Хорькова (Шурту). culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш Республикин таа тивӗҫлӗ артистки Елена Хорькова «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ. Юбилей каҫӗнче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Алексей Кизилов, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗн ҫумӗ Зоя Яковлева тата ыттисем пулӗҫ. Елена Хорькова (Шурту) — Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче 30 ытла ҫул вылять. Вӑл 100 ытла тӗрлӗ сӑнара калӑпланӑ. Елена Шурту пушкӑрт чӑвашӗсен халӑх юррисене юрланипе те палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап йышӑнакан полигонра ӗҫлекенсем кӑвак тӗслӗ чӑрӑшсене иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Вӗсем йывӑҫсене, тымарӗпех тӑпӑлтарнӑскерсене, кӳрсе килнӗ ҫӳп-ҫап ӑшӗнче тупнӑ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче унти ӗҫченсем тӑватӑ чӑрӑша асӑрханӑ. Кашни - 1 метр ытла. Полигон ӗҫченӗсем вӗсене хӑйсем патӗнче лартнӑ. Чӑрӑш турачӗсем йӗркеллех,анчах тӑрри хуҫӑлнӑ. Ҫапах вӗсем кайран ӳсӗҫ. Ҫапла полигонра мини-аллея пулнӑ. Полигон ӗҫченӗсем ку таранччӗн чӗрчунсене те ҫӑлнӑ. Ҫав шутра - кушак ҫури, чӗрӗп. Хальхинче ав чӑрӑшсене пӗтме паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Палӑксемпе историлле вырӑнсен кунне тӗнчипех уявласси 1984 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ. Ҫав куна культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ. Кӑҫал тата Раҫҫейре халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ. Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен республикӑри центр «И это все – наследие республики!» (чӑв. Ку вӑл пурте — республика эткерлӗхӗ) ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне ирттерет. Конкурса 7-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Центрӑн директорӗ Александр Ипатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика территорийӗнче культура эткерлӗхӗн палӑкӗ шутланакан пурӗ 686 объект пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() tvoy-bor.ru сайтри сӑн Умра – вӑрӑма тӑсӑлакан канмалли кунсем. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсенче Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртекен Ҫӗнтерӳ парачӗ иртнӗ чухне те эрех-сӑра туянма май пулмӗ. Ку чару мероприяти иртекен вырӑнсене пырса тивет. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи уяв Чапаев скверӗнчен пуҫласа Воробьев композиторсен урамӗ таран иртӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче мероприятисем Хӗрлӗ лапамра, Республика лапамӗнче, «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче пулӗҫ. Эрех-сӑрана массӑллӑ мероприяти пуҫланиччен 2 сехет маларах тата ун хыҫҫӑн 1 сехет сутмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Диалог с писателем» (чӑв. Ҫыравҫӑпа калаҫу) тӗлпулусем иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ меропрятие ҫыравҫӑсемпе поэтсем хутшӑннӑ. Вӗсемпе студентсем, шкул ачисем тата шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва Альбина Юрату, Ордем Гали, Раиса Воробьева, Лидия Филиппова, Зоя Сывлӑмпи, Улькка Эльмен, Людмила Сачкова пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем шыраҫҫӗ. Галина Саркисова (Данилова, Кудрявцева) 59 ҫулта. Вӑл килтен ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Тек ӑна никам та курман. Ҫав кун вӑл ҫутӑ плащ, тӗттӗм симӗс шӑлавар, ҫутӑ пушмак тӑхӑннӑ. Полицие унӑн ывӑлӗ пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ӑс-тӑн енчен арпашӑнма пултарать. Ӑна курнӑ тӑк 8 800 700 54 54 е 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Красноармейски районӗнчи ҫулӑн пӗр пайне юсӗҫ. Юсав Ямайкасси ялӗ патӗнчен пуҫласа Анаткас таран пулӗ. Ҫул пайӗсене темиҫе аукциона пайланӑ. Ӗҫе пӗлтӗр пуҫланӑ, кӑҫал малалла тӑсӗҫ. 2023 ҫулта вӗҫлӗҫ. Пӗтӗмпе 12 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетӗҫ. Кивӗ асфальта хӑйпӑтӗҫ, вӗтӗ чула илӗҫ те ҫӗннине сарӗҫ. "Шупашкар - Сӑр" ҫулӑн Ардатов енне каякан пайне те юсаса ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер. «Жизнь в движении» блогер тунӑ сӑн Архангельск облаҫӗнчи Афанасовски ял патӗнче тӳлевлӗ кӗпер вырнаҫнӑ имӗш. Ку тӗлте Онега урлӑ каҫас тесен урӑх нимӗнле май та ҫук, ҫавна май ҫынсен ирӗксӗрех тӳлеме тивет. Хакӗсем те пӗчӗкех мар — тетелте вырнаҫтарнӑ сӑнсене ӗненес пулсан, джип евӗрлӗ машшинпа пӗр енне каҫма 360 тенкӗ тӳлемелле. Каялла каҫма — тепӗр ҫавӑн чухлӗ. Тракторсемпе тиев машинисенчен тата та ытларах илеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юлашки вӑхӑтра хаксене татах та хӑпартнӑ — ҫакна Раҫҫее санкцисем чӑрмавсем кӳнипе сӑлтавланӑ. Кӗпер «Кенозерье» (Кена ятлӑ юханшыв юхса тухакан кӳлӗ) наци паркне каякан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл кунти темиҫе теҫетке ял валли (Аверкиевски, Корякино, Рудниковски, Измайловски, Кузьмински, Враниковски, Самково, Караник, Коровино тата ытти чылай ялпа поселок) «пысӑк ҫӗрпе» ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр каҫмалли вырӑн. Ӑна вырӑнти «Норд-Лес» компани пантонсенчен туса хатӗрленӗ. Кӗпер вӑрӑмӑшӗ — 150 метр. «Жизнь в движении» блогер шутласа кӑларнӑ тӑрӑх 1 ҫухрӑм ҫул хакӗ ҫапла май кунта 2000 тенкӗпе танлашнӑ (вӑл 310 тенкӗ тӳлени пирки каласа панӑ). Кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне пурин те тӳлеме тивет — вырӑнта пурӑнаканскер пулсан та, кунталла канма килекен пулсан та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ пирки пӗлтерет: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсем 1,1 миллиона ҫитрӗҫ. 1 миллиона эпир пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн варринче турӑмӑр пулсан, хальхи 100 пине пухма вӑхӑт самай кирлӗ пулчӗ. Сӑлтавӗ вара хальхи вӑхӑтра лаборатори ҫак ӗҫпе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеменнипе ҫыхӑннӑ. Ытларах халь кулленхи хыпарсенчи мӑшӑрсемпе пуянлататпӑр. Тепӗр май каласан, енчен те малтан эпир XX ӗмӗрти пуплевӗшсене ытларах усӑ курнӑ пулсан, халь паянхи кун усӑ кураканнисене кӗртме тӑрӑшатпӑр. Хӑвӑрах сӑнама пултаратӑр: енчен те ҫӳпҫере пӗлтӗрхи 319 текст пур пулсан, кӑҫалхисен (4 уйӑх иртнӗ пулин кӑна) йышӗ 189 ҫитнӗ те. Эпир ӑсталакан «Атӑл.Тӑлмача» та ҫитес вӑхӑтра ҫӗнетме планланӑ. Ку ӗҫе эпир Александр Гринӑн 5 томлӑ пуххине (ӑна Алексей Леонтьев куҫарнӑ) мӑшӑрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑвасшӑн. Паянхи кун тӗлне 3-мӗш томӑн ҫуррине ытла мӑшӑрланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӑлмача ҫӗнетӗпӗр те. Халь вӑл 673 пин мӑшӑрпа ӗҫлет (апла пулин те нумай пулмасть /пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче/ 1 миллион мӑшӑрпа ҫӗнетнӗ «Яндекс. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |