Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗнчи Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управление ертсе пыма шаннӑ ҫын виҫӗ эрне хыҫҫӑн ӗҫрен кайнӑ. Федор Андреева асӑннӑ управленин ертӳҫи пулма ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ӑна Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма лартсан ҫав ҫыннӑн тӗп тивӗҫӗсен шутӗнче хулари программӑсене пурнӑҫласси тата Граждан урамне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлесси тесе Денис Спирин сити-менеджер палӑртса хӑварнӑ. Тилхепене тыттарнӑранпа уйӑх ҫитиччен Федор Андреев ятне маларах эпир асӑннӑ управлени сайтӗнчи структурӑран кӑларса ҫапнӑ. Вӑл текех пуҫлӑх маррине управленин пресс-службинче те халӗ журналистсене ҫирӗплетсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Auto_NiNo пабликри сӑн Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкара килме тухнӑ микроавтобус Чулхула облаҫӗнчи Кстово ҫывӑхӗнче аварие лекнӗ. «Рено» Мускавран ҫула тухнӑ пулнӑ. Облаҫри сывлӑх сыхлавӗн министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл рейс автобусӗ пулнӑ. ТАСС каланӑ тӑрӑх, транспорт организаци ӗҫченӗсене турттарнӑ. Аварире 8 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен улттӑшне Чулхула облаҫӗнчи пульницӑна илсе кайнӑ. Иккӗшне вырӑнтах медпулӑшу кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/ChuvashiaDream/4933 сӑнӳкерчӗкӗ Крепостла пусмӑра тӳсейменнипе Чӑваш тӑрӑхӗнче 180 ҫул каялла, ҫу уйӑхӗнче, пӑлхав пулса иртнӗ. 1842 ҫулта Раҫҫей империйӗнче хресченсем туса илекен тупӑшӑн пӗр пайне патша ҫемйи валли пухма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне хресченсем тыр-пул туса илекен ҫӗр лаптӑкӗсене пӗчӗклетме тытӑннӑ, промыслапа ӗҫлессинче тата ытти енӗпе хӑш-пӗр чару вӑя кӗнӗ. Ахаль те юрлӑ пурӑнакан хресченсем пӑлхава тухнӑ. Вӑл юхӑм Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне уесӗсене, хальхи вӑхӑтри Мари Элпа Тутарстанӑн хӑш-пӗр территорине ярса илнӗ. Ҫавасемпе тата ытти ӗҫ хатӗрпе пӑлхава ҫӗкленнӗ 5 пинлӗ хресченрен тӑракан йыша Тӑван ҫӗршывӑн 1812 ҫулхи вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем ертсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Шурча патӗнче пӑлхавҫӑсем правительство ҫарӗсемпе тӗл пулнӑ. 36 ҫынна вӗлернӗ, 250 ытла ҫын аманнӑ. Пин ытла чӑваш тата ҫармӑс хресченӗсене Ҫӗпӗре каторгӑна ӑсатнӑ. Пӑлхава лӑплантарнӑ пулин те хресченсем хӑйсен ҫӗрӗсене упраса хӑварнӑ, тухӑҫӑн пӗр пайне парассине пӑрахӑҫланӑ. Шурча патӗнчи пӑтӑрмах Хӗветӗр Уярӑн романӗнче сӑнланнӑ. Шурчара вара историлле ҫав пулӑма асра тытса палӑк лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tver.mk.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫынсен ӳтне сӑвӑс кӗрсе ларнӑ 26 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 12,6 хут сахалрах. Сӑмах май, пӗлтӗр те, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗх сахалланнӑ. Роспотребнадзор ҫу уйӑхӗн 16-27-мӗшӗсенче энцефалит профилактики ыйтӑвӗсемпе тата ӳте сӑвӑс кӗрсе ларнӑ тӗлӗшпе хӗрӳ лини ирттерет. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: (8352) 58-67-74, 58-25-88. Хӗрӳ лини 9-16 сехетсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗршыври тата регионсем хушшинчи пултарулӑх конкурсӗсен лауреачӗн, бардӑн, Эльвира Соловьеван юбилей каҫӗ иртнӗ. Программӑна хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзийӗн антологине кӗртнӗ темелле. Концертра Михаил Юхма, Валентина Пугачева, Любовь Петрова, Валентина Белова, Александр Шувалов, Галина Белгалис, Наталья Шмелева, Татьяна Медведева, Анна Пулина, Наталья Антропова тата ытти поэт сӑмахӗсене кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ. Авторсенчен чылайӑшӗ ҫав каҫ залра пулнӑ. Вӗсем сцена хӑпарнӑ, алла микрофон тытса хӑйсен сӑввисене вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын ҫыннӑн велосипедне вӑрласа кайнӑ. 35 пин тенкӗ тӑракан икӗ урапаллӑ транспорт ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 45 ҫулти хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче евитленӗ. Шар курни пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипеда хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Лукин урамӗнчи ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тӑратса хӑварнӑ. Йӗрке хуралҫисем ют велосипеда килсӗр-ҫуртсӑр ҫын вӑрласа кайнине палӑртнӑ. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫавӑн пек ытти преступление те туман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Карты сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсем ӳсӗр ҫынна пулӑшу кӳрес вырӑнне урамра хӑварнӑ. Лешӗ вилнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче васкавлӑ медпулӑшӑва пӗр картишре ӳсӗр ҫын выртни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Икӗ фельдшер вырӑна ҫитнӗ. Хайхискерсем пациента лартнӑ та пульницӑна мар, гараж ҫывӑхне илсе кайса антарса хӑварнӑ. Арҫын ҫавӑнтах кӑштахран вилнӗ. Вӑл шӑнса кӳтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫулла, ӑҫта эсӗ? Урамри ҫанталӑка пӑхса ҫапла калас килмест-и? Паян ӑшӑ-ха, анчах синоптиксен прогнозӗ савӑнтармасть: ҫулла ҫывхарнӑҫемӗн сивӗтсех пырать. Иртнӗ ҫул ку вӑхӑтра 30 градус шӑрӑх тӑнӑ. Кӑҫал вара эпир курткӑсене те хывма ӗлкӗреймерӗмӗр. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Ҫу уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ. Кӑнтӑрла та 10 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Хушӑран ҫумӑр вырӑнне юр та ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче кӑштах ӑшӑтӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ. Ун чухне 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хулин администрацийӗнче 26 ҫулти специалиста пай пуҫлӑхне лартнӑ. Анна Страхова ҫамрӑксен пайне ертсе пырӗ. Унчен ҫав должноҫа Станислав Трофимов йышӑннӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пукан виҫӗ уйӑх пушӑ ларнӑ. Ҫӗнӗ яваплӑха Анна Андреевна паянтан пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унччен вӑл хула администрацийӗн Мускав районӗнчи администрацийӗнче общество пӗрлешӗвӗсемпе тата организацийӗсемпе ӗҫлекен пайра ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тӗп специалистра 2018 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов видиоконференци мелӗпе Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин ӗҫченӗсене ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ. Вӑл – Анджела Александровна Спиридонова, 2004 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне пӗтернӗскер. Анджела Александровна «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫе алла илнӗ. Унччен вӑл Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин тухтӑрӗн ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |