Вӗренӳ
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ҫамрӑксем, ҫав шутра чӑвашсем те, IT-специалиста вӗренсе тухсан Мускавра ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пурте мар-ха. Кашни тӑваттӑмӗш. Ыйтӑма шкул ачисем хушшинче ирттернӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пысӑк тупӑш пирки ӗмӗтленет. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан ӳсекен ӑрӑвӑн ҫав енӗпе ыйтӑмӗ 1,5 хут ӳснӗ. Ачасен шухӑшӗпе «Кейсистемс» компани ҫу уйӑхӗнче кӑсӑкланнӑ. Ыйтӑма вӑл Чӑваш Енри 48 шкулти (ҫав шутра Кӳкеҫри, Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсенче) 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче ирттернӗ. Унта 4 пин те 795 шкул ачи хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче тӗлӗнмелле хитре ҫанталӑк тӑрать. Типӗ, ҫумӑр ҫумасть. Кун пекки 2011 ҫултанпа та пулман. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пире тепӗр эрне 30 градуслӑ шӑрӑх кӗтет. Ку – сулхӑнра кӑна-ха. Кӑнтӑрласерен 30-32 градус тӑрӗ, каҫхине – 17-19 градус. Хальлӗхе ҫулла пирӗнпе сыв пуллашасшӑн мар. Синоптиксем уйӑх вӗҫӗнче кӑна сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑша 1970 ҫулсенчех уҫнӑ. 2019 ҫулта тӳре-шара вулавӑшсене оптимизаци тума шутласан вӑл черетри пӗрремӗш пулнӑ. Телее, ӑна хупман. Халӗ ав ҫӗнелнӗ вулавӑш алӑкӗсене уҫнӑ. Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑш Раҫҫей конкурсне хутшӑнса 15,4 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫа ҫурта юсамалли пулнӑ. Вулавӑша чӑваш наци стилӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ. Вулавӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 360tv.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи 20 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫыннӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мешӗнче пӗлӗшӗпе вӑрманта пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер 18 ҫулти пӗлӗшне ҫӗҫӗпе 4 хутчен чикнӗ. Халӗ пӗлӗше пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Типӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн Италире ҫил-тӑвӑл алхасма пуҫланӑ, витререн тӑкнӑ пек ҫумӑр ҫунӑ. Тосканӑра ҫил ҫав тери вӑйлӑ вӗрнӗрен тавралӑха пӑхса ҫаврӑнмалли урапана ҫавӑрса янӑ. Пӑтӑрмаха сӑнлакан видеона НТВ телеканал вырнаҫтарнӑ. Аттракцион Пьомбинон коммунӑра вырнаҫнӑ. Вӑл — Тосканӑн металлурги промышленноҫӗн центрӗ, Ливорнӑпа танлаштарсан иккӗмӗш порт шутланать, кунта 33,5 пин ҫын пурӑнать. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл пуҫлансан итальянсем хӑйсен ҫурчӗсене пытаннӑ, пӑтӑрмаха чӳречесенчен ӳкерсе илнӗ. Видео ҫине тавралӑха пӑхса ҫаврӑнмалли урапа хӑвӑрт ҫаврӑнать, кабинкӑсем пур еннелле те силленеҫҫӗ. Конструкцин пӗр пайӗ татӑлса вӗҫсе кайнӑ, телеканал информацийӗ тӑрӑх, ҫапах та никам та шар курман. Япӑх ҫанталӑк Хӗвеланӑҫ Европа ҫийӗн иртсе кайнӑ. Италире чукун ҫул линине хупма тивнӗ. Тосканӑра йывӑҫ ӳкнӗ, икӗ ҫын вилнӗ, тӑваттӑшӗ аманнӑ. The Associated Press информацийӗ тӑрӑх, ҫил Венецири Сӑваплӑ Марк соборӗн чан ҫапмалли тӑрӑри пӗр пайне вӗҫтерсе кайнӑ. Францири Корсика утравӗ ҫинче ултӑ ҫын вилнӗ, 45 пине яхӑн ҫурт хуҫалӑхӗ электричествӑсӑр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Паян Телеграмри пӗр каналта Сорокино ял клубне кӑтартрӗҫ. Вӑл Псков облаҫӗнчи Дедовичи районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑхӗ кунта нумаях мар, 2010 ҫулта мӗнпурӗ те 132 ҫын пурӑннӑ. 8 ҫул маларах, 2002 ҫулта — 229 шутланнӑ. 2001 ҫулта вара — 275 ҫын. Паянхи кун мӗн чухлӗ халӑх пурӑнни паллӑ мар (Википеди пӗлтермест, хам шырарӑм — тупаймарӑм). Вӑт, хайхи ҫак клуба пӑхнӑ май хамӑн Чӑваш Республикишӗн кӑштах савӑнса илтӗм — пирӗн, вӗт-ха, ял клубӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Усӑр пуҫне ҫӗннисене те хӑпартаҫҫӗ! Кунта вара крыльци тайӑлса кайнӑ. Ҫурчӗ ҫинче ӗлӗкхи лозунгсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ... Сӑмахран, «В земле наши корни» (чӑв. Ҫӗр — пирӗн тымар), «Хлеб — богатство родины» (чӑв. Ҫӑкӑр — ҫӗршыв пуянлӑхӗ). Вӗсем тӗпренсе пӗтнӗ, совет союзӗ арканнӑранпах никам та юсаман, ҫӗнетмен… Телеграмм канал вуласа панӑ пӗлтерӳсем тӑрӑх, клубра ачасем валли дискотекӑсем ирттереҫҫӗ (кашнинчен 30 тенкӗ пухаҫҫӗ), аслисем валли ташӑ каҫӗсем (ыйтсан) йӗркелеҫҫӗ. Дедовичи районӗн кану центрӗн сайтӗнчи сӑнсене пӑхас пулсан культура пурнӑҫӗ кунта, ҫуртне тахҫанах юсаман пулин те, вӗресе тӑрать. |
Политика
![]() Анна Иванова. digital.cap.ru Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн заместителӗ пулма Анна Ивановӑна ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Анна Владимировна айӑплава пурнӑҫа кӗртес тытӑмра 16 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ — юрист, педагог-психолог тата журналист пулма. Вӑл Айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен федерацин службин II тата III степеньлӗ медалӗсене тивӗҫнӗ. Журналист пулнӑ май пултарулӑх конкурсӗсенче темиҫе хутчен ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ хулипе Пӑрачкав ялӗ Пӗтӗм Раҫҫейре хулара хӑтлӑх кӗртес енӗпе хатӗрленӗ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ҫапла вӗсем 70-шер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа Ҫӗрпӳре хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине тата ун ҫывӑхӗнчи урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Пӑрачкавра вара Коопераци урамне илем кӗртӗҫ. Унта культурӑпа архитектура еткерлӗхӗн объекчӗсем нумай. Вӗсен ку ӗҫсене 2023–2024 ҫулсенче тумалла. Палӑртмалла: ытти ҫулсенче ку конкурсра Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем ҫӗнтернӗ. Кӑҫал конкурса 75 регионтан 280 заявка килнӗ. 160 проект ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, кӳршӗ Чулхула облаҫне вӑрманти пысӑк пушара сӳнтерме кайнӑ. Пӗтӗмпе 45 ҫын, 8 техника ҫула тухнӑ. Воротынец районӗнчи пушар ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫуннӑ лаптӑк 3300 гектара ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра 800 гектар ҫунать. Ҫулӑм кӳршӗ Мари Элти вӑрман ҫине те куҫнӑ. Унта 300 гектар вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ҫулӑм ялсене ҫитес хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Михаил Балашников сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑвакхуппи курнӑ. Ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ ҫак пулӑмӗ — пирӗн тӑрӑхшӑн тӗлӗнтермӗш. Кӑвак хуппи Ҫӗрӗн ҫурҫӗр тата кӑнтӑр анлӑхӗсенче тӗл пулать. Пӗлӗт хапхи уҫӑлнине (асӑннӑ пулӑма ҫапла та калаҫҫӗ) Ҫурҫӗр Америкӑра, Аляскӑра тата Раҫҫейӗн ҫурҫӗр районӗсенче пурӑнакансем курма пултараҫҫӗ. Гренландире, Исландире, Норвегире ҫурҫӗр шевли илемлӗ курӑнать. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи ҫӗрле — ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи Куславкка районӗнче асӑрхакан пулнӑ. Михаил Балашников ҫав пулӑма фотоаппаратпа ӳкерсе илнӗ. Унччен ҫавӑн пек пулӑма 2015 ҫулхи пуш уйӑхен 17-мӗшӗнче Шупашкарта асӑрхакансем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |