Муркаш районӗнчи пӗр ялти ҫемье кантӑк кӗленчерен пӳрт туса лартнӑ. Ҫурт Опрыскъял ялӗнче вырнаҫнӑ.
Тӑрӑшса хӑпартнӑ пӳрт пӑхма питех те хитре. Ку пӳрт ҫинчен халӑх тетелӗнчи темиҫе пабликра хыпарланӑ. Анчах ҫурт камсенне палӑртман. Комментарисенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл пӳрт Павловсен иккен.
Хыпара вуланисенчен хӑшӗсем ялӗпех эрех ӗҫнӗ тесе тӑрӑхласшӑн, теприсем камӑн мӗн пур — ҫавӑнтан тӑваҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫисем пушӑ кӗленчесене пухнӑ.