Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 26 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Халӗ те таврӑнман. Андрей Сергеевич Артемьева «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Вӑл 172 сантиметр ҫӳллӗш, ҫырӑ ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ. Килтен кайнӑ чухне вӑл хура куртка, сӑрӑ кофта, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак арҫынна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» инфоргӗ: Наталия (Симба), 89196666680. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Патӑрьелти культура еткерлӗхӗн объектне, унччен район администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫурта, юсаса ҫӗнетӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вара унта «Ҫӑкӑр» историпе этнографи музейӗ вырнаҫнӑ. Проекта хатӗрлеме тендер ирттереҫҫӗ. Унта заявкӑсене авӑнӑн 19-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2,9 миллион тенкӗ. Проекта ҫулталӑк вӗҫлениччен хатӗрлесе пӗтермелле. Палӑртмалла: Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ музей ҫурте 1950 ҫулсенче тунӑ. Ӑна район администрацийӗ валли хӑпартнӑ. Музей унта 1994 ҫулта уҫӑлнӑ. Унта чӑвашсен, тутарсен этнографийӗпе, ҫӗрпе ӗҫлемелли хатӗрсемпе, паллӑ ҫынсемпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суд приставӗсен службин архивӗнчи сӑн Суд приставӗсен службинче ертӳҫӗ пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Унпа паян ЧР Элтеперне Олег Николаева официаллӑ майпа паллаштарнӑ. Суд приставӗсен Чӑваш Енри службине Сергей Резник ертсе пырӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе ҫак ведомство пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Унччен вара ку пукана Денис Борисов йышӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЯР Элтеперӗ Олег Николаев Павел Данилова ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Тӗрӗссипе, вӑл унччен те ку должноҫре пулнӑ. Кунсӑр пуҫне строительство министрӗ пулнӑ. Халӗ вара Павел Данилов вице-премьер должноҫӗнче кӑна юлнӑ. ЧР Строительство министерствине кам ертсе пырӗ-ха? Ку вырӑна унччен Павел Даниловӑн ҫумӗ пулнӑ Михаил Коледа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bestlj.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тӳрех амӑшӗпе хӗрӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 2 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм патне хӑйӗнпе «финанс специалисчӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, хаклӑ хутсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хайхискер темӗн те пӗр шантарнӑ, ҫав шутра – хваттер те. Палламан ҫын пӗчӗккинчен пуҫлама сӗннӗ – 10 пин тенкӗ хывмалла. Анчах кайран виҫе пысӑклансах пынӑ. Ҫапла хӗрарӑм «брокер счечӗ» ҫине хӑйӗн 715 пин тенкине куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 655 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна та лешӗ каланӑ счет ҫине хывнӑ. Кайран хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ, анчах сарӑм «йӑнӑш» тесе кӑтартнӑ. Хӗрарӑм хӗрӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ «финансистпа» ҫыхӑннӑ. Палламан ҫын мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ: кредит илмелле те ӑна ятарлӑ счет ҫине куҫармалла. Ҫапла хӗрӗ тепӗр 435 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ҫак икӗ хӗрарӑм полицие авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Канаш хулинче банкомат ҫаратма пуҫланӑ. Камуфляж тумӗ тӑхӑннӑ темле арҫын ун патне пынӑ та отверткӑпа чакалама тытӑннӑ. Ӗҫне вӗҫне ҫитереймен - громкоговорительпе ӑна асӑрхаттарнӑ. Ҫакна илтсенех арҫын тарса ҫухалнӑ. Вӑл камера умӗнче питне кӑтартман. Ҫапах ку ӗҫе кам тума пуҫланине часах тупса палӑртнӑ. Вӑл - унччен те судпа айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫын, Канашрах пурӑнаканскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ. Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ялӗнче 104 ҫулти кинемей пурӑнать. Вӑл - Гликерия Романова. Кинемей 104-мӗш ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗнче паллӑ тунӑ. Вӑл ҫак ҫулта та хӑйне пӑхма пултарать. Ӑс-тӑнӗ кӑна кӑштах хавшанӑ: ӗлӗкхине астӑвать, темиҫе минут каяллахине манма пултарать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Гликерия Романова вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ, колхозра ӗҫленӗ. Йывӑр килнӗ, анчах вӑл нӑйкӑшман, хӑйне ҫирӗп тытма сӑмах панӑ. Унӑн ҫирӗплӗхӗнчен, хаваслӑхӗнчен ыттисем тӗлӗннӗ. Гликерия граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗне, сусӑра, пӑхнӑ. Ӑна каччӑсем ҫураҫма пынӑ, анчах ашшӗ хӗрне качча паман. Ашшӗ вилсен Гликерия Романова аппӑшӗпе тата унӑн ачисемпе пурӑннӑ. Халӗ ӑна пӗртӑванӗн ачисем пулӑшаҫҫӗ. Гликерия Романова шӑпана нихӑҫан та ӳпкелемен, ҫынпа вӑрҫӑнман, нумай ӗҫленӗ. Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ҫук. «Турӑ мӗн чухлӗ панӑ, ҫавӑн чухлӗ пурӑнмалла», - тет вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» романне вуланӑ май) Улькка Эльмен (31.8.1961) - чӑваш профессионал писательсен союзӗн председателӗ. Виҫӗ кӗнекеллӗ «Упраймарӑм сана» романпа палӑрнӑ прозаик. Нумай калавсемпе повеҫсен авторӗ.
Пултаруллӑ та хастар ҫыравҫӑ Улькка Эльмен (Ольга Васильева-Куликова) «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» роман ҫырса пӗтерни ҫинчен виҫӗмҫул журнал тӑрӑх («Ылхансӑр куҫҫуль» калавӗ умӗнче каланинчен) пӗлтӗм. «Унта паянхи пурнӑҫра тӗл пулакан пӑтӑрмахсем, ыйтусем, юратупа курайманлӑх, ӑмсанупа кӗвӗҫӳ» тенӗччӗ. Ҫӗнӗ романпа 2022 ҫулхи «Тӑван Атӑл» журналӑн 7-10-мӗш кӑларӑмӗнче кӑштах паллашрӑм, халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ тулли кӑларӑма вуласа тухрӑм. Хам пӗлекен ҫыравҫӑсен хайлавӗсене тишкерес йӑла пур манӑн. Эппин, вуланӑ роман ҫинчен (романа эпӗ чӑвашла «сӑскан» теттӗмччӗ) ватӑ пуҫри шухӑшсене калама хӑюлӑх ҫитеретӗп.
Улькка Эльмен XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗче чӑваш литературине «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм» (2001) кӗнекипе вирхӗнсе кӗчӗ те кӗҫех малти рете тухрӗ. |
Хулара
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн Шупашкарти 80 ҫулти ватӑ хӗрарӑм чутах ултавҫӑсен аллине ҫакланман. Юрать-ха, ӑна банк ӗҫченӗсем ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫак хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн укҫи-тенки хӑрушлӑхра пулни пирки пӗлтернӗ, нухрата «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Анчах кун пирки никама та каламалла мар-мӗн. Хайхи хӗрарӑм банка кайса укҫине илнӗ, ӑна палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарма тӑнӑ. Юрать-ха, банк ӗҫченӗсем ӑна ултавҫӑсем пирки вӑхӑтра ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |