Спорт
Пирӗн ентеш, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗн йывӑр атлечӗ Полина Андреева, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Беларуҫре иртнӗ тупӑшура икӗ енлӗ кӗрешӳре 165 килограмм йӑтнӑ. Ӑмӑрту Могилев хулинче иртнӗ. Унта йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланакан хӗрарӑмсем тата арҫынсем хутшӑннӑ. Пирӗн Полина Андреева 49 килограмм тайман спортсменсен ушкӑнӗнче чи маттурри пулса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
vladtime.ru сайтри сӑн Шупашкарти ҫынсене ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ кӑна. Кӑҫал 4 уйӑхра полицие унашкал 620 яхӑн заявлени панӑ. Ҫак тапхӑрта Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 170 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шар курнисен йышӗнче – 126 пенсионер, 49 студент, декрет отпускӗнче ларакан 9 хӗрарӑм. Палӑртмалла: 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем палламан ҫынсене 300 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗлтӗр вара – 327 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
"Чеб.ру" сайтри сӑн Кӗҫех Шупашкарти 3 пульницӑна пӗрлештерӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ку улшӑну Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула пульницине, Иккӗмӗш хула пульницине пырса тивет. Вӗсем Хулан 1-мӗш клиника пульниципе пӗрлешӗҫ. Ведомство улшӑнӑвӑн лайӑх енӗсене палӑртнӑ. Пациентсем унччен хӑйсем патӗнче пулман специалистсенчен пулӑшу ыйтма пултарӗҫ. Пульницӑсене пӗрлештересси пирки ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 11-13 сехетсенче халӑх итлевӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пӗр водитель ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли яарлӑ вырӑнта арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫынсене каҫса ҫӳреме уйӑрнӑ вырӑнпа пӗр арҫын ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑна ирттерсе яма машинӑсем чарӑннӑ. Анчах хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи водитель ним пулман пекех малалла вӗҫтернӗ, арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх хакласан, арҫын малтан машина капочӗ ҫине пырса ӳкнӗ, унтан ҫӗре персе аннӑ. Ҫавӑн чухне ҫеҫ машина чарӑнса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Воронежра прокурор пулса тӑрӑшнӑ ҫынна Шупашкара ӗҫлеме куҫарнӑ. Раҫҫейӗн генпрокурорӗн приказӗпе Шупашкар хулинчи Калинин районӗн прокурорӗ пулма юстицин аслӑ советникне Роман Лаща ҫирӗплетнӗ. Роман Сергеевич 1987 ҫулта Карачай-Черкесск Республикинчи Черкесск хулинче ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Волгоградри академийӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн хӑйӗн тӑван республикинчи прокуратура тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ. Кайран вӑл Мускав облаҫӗнчи прокуратурӑра тӗрлӗ должноҫе тӑрӑшнӑ. 2022 ҫултанпа Воронежра прокурорта тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри ҫынсем илнӗ вӑтам шалу виҫипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 5 региона хӑваласа иртсе кайнӑ: Мӑкшӑ Республикине, Пенза облаҫне, Мари Эле, Киров облаҫне Чӗмпӗр облаҫне хыҫа хӑварнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн регионти вӑтам шалу 42870 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан, 21 процент нумайрах. Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пирӗн патри шалу виҫи рекорд лартнӑ: 56 пин ытла тенкӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Марина Тумаланован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Хыпар» хаҫатӑн хыпарсен службин тишкерӳҫинче тӑрӑшакан Марина Тумалановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Хыпар» издательство ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина журналистикӑра 23 ҫул ӗҫлет. Асӑннӑ издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫатсенче корреспондентра тӑрӑшнӑ. Марина Тумаланова Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх, Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен, Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министерствисен Хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mzdrav.rk.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Александровскинчи врач амбулаторине тӗпрен юсассине епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ. Юсав ӗҫӗпе «ПремьеР» суту-илӳпе промышленность компанийӗ кӳлӗнме килӗшнӗ. Унпа ятарлӑ килӗшӳ тунӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах строительсем васкаман. Ҫавна кура прокуратура подряд организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ, унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗ штраф хуса панӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн стройорганизаци ӗҫе хӑвӑртлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
"Чӑваш Ен" НТРК сайтӗнчи видеоран илнӗ скриншот Раҫҫейри халӑхсен ҫуртӗнче ҫӗршыври чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн уйрӑм вырӑн пулӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн нацителекуравӗ пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗн директорӗпе Анна Полежаевӑпа тӗл пулнӑ. Халӑхсен ҫурчӗ Чӑваш Енпе пӗрле тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртать иккен. Анна Полежаева пирӗн республикӑран вӗренмелли чылай тесе палӑртса хӑварнӑ. Ырӑ тӗслӗх шутӗнче вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
afisha.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чувашия» теплоход пӗр сехетлӗх рейссем ирттерме тытӑннӑ. Икӗ палубӑллӑ ҫав теплоход кашни кунах 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗ. Унпа ярӑнма кайиччен ҫапах та расписани пирки Шупашкарти юханшыв портне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма сӗнеҫҫӗ. Аслисен билет хакӗ 300 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 150 тенкӗ, 5 ҫулчченх ачасемшӗн тӳлемелле мар. Ыйтса пӗлмелеи телефон номерӗ 49-44-00. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |