Пӑтӑрмахсем
catalog-photo.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра водительсене уйрӑмах асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ: ҫул ҫине тӑтӑшах пӑшисем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче М-7 автоҫулӑн 608-мӗш ҫухрӑмӗнче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, ирхи 3 сехетре пӑшие машина ҫапса кайнӑ. Машина водителӗ пӑши ҫине кӗрсе кайнӑ хыҫҫӑн кювета чӑмнӑ та йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель аманнӑ, пӑши вара вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
wikimapia.org сайтри сӑн Улатӑр тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене хӑтлӑх кӗртӗҫ. Ку тӗллевпе республикӑн Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 24 миллион та 900 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫа-тенке Пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑх кӗртмелли чи лайӑх проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем валли уйӑраҫҫӗ. 24,9 миллион тенке Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр пайлӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкара – 4972600 тенкӗ лекӗ, Улатӑра – 20 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
rgo.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Атӑл юханшывӗнче икӗ ҫамрӑк инкеке лекнӗ. Кун пирки Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет. Икӗ каччӑ вӗрсе хӑпартнӑ кимӗпе ярӑннӑ. Тӑрук вӗсене хум пырса ҫапнӑ, кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хайхискерсем ҫывӑхри утрав ҫине хӑйсем тӗллӗн ҫитнӗ те ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем патне хыпар 14 сехет ҫурӑра ҫитнӗ. Вӗсем патне «Беркут» кимӗпе ҫитнӗ. Каччӑсене утрав ҫинчен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Москакассинче ача сачӗ пулӗ. Проект тинех экспертиза витӗр тухнине ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ. Палӑртмалла: проекта ҫулталӑк ытларах хатӗрленӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл икӗ хутчен экспертиза витӗр тухайман. Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗтӗмпе – 7 ушкӑн. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, музыка тата спортзал, медицина блокӗ пулмалла. Ача пахчине хальхи йышши сӗтел-пуканпа, аталанмалли пособисемпе, ача-пӑча инвентарӗпе тивӗҫтерӗҫ. Строительство хӑҫан пуҫланассине пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтерни. Ҫӑлкуҫ: La Nueva Radio YA Никарагуара африкӑланӑ пыл хурчӗсем тапӑннӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫын, ҫав шутра пӗр ача, вилнӗ. Кун пирки вырӑнти La Nueva Radio YA кӑларӑм пӗлтерет. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Сан-Себастьян-де-Яли хулинче 45 ҫын ларса пыракан автобус 50 метрлӑ ҫырмана чӑмнӑ. Унта вара кофе плантацийӗсем тата Африка валли ӗрчетнӗ пыл хурчӗсен вӗллисем пулнӑ. Шар курнӑ пассажирсем автобусран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫине вӗҫекен кӑпшанкӑсем тапӑннӑ. Ҫын вӗлерекен пыл хурчӗсене пула ултӑ ҫын, вӗсен хушшинче 47 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн сакӑр ҫулхи хӗрачан, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернӗ тӑватӑ ҫулхи арҫын ачана госпитализациленӗ, унӑн сывлӑхӗ пит йывӑр. Полицейскисем хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи инкек мӗнле сиксе тухнине тата аварин сӑлтавӗсене палӑртаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл техника юсавсӑрлӑхне пула пулнӑ, ӑна пула 22 ҫулти водитель автобуса итлеттереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта пурӑнакансем ҫӑра тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Унта Иван Яковлев прспектӗнчи 39-мӗш "б" ҫуртра вырнаҫнӑ "Хӗвел" бази ҫуннӑ. Пушар тухни пирки 14 сехет те 25 минутра пӗлнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 100 ҫулти ветерана, Анна Ивановна Январевӑна, Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Ветеран пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Кожевенное ялӗнче ҫуралнӑ. Анна Ивановна 1941 ҫулта фронта кайнӑ, госпитальте ӗҫленӗ. Кайран прожектор полкӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ, Мускава фашистсенчен хӳтӗленӗ. Вӑрҫӑран 1945 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче таврӑннӑ. Следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ветерана парне панӑ, ачасем вара сӑвӑсем вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри хӗрарӑмӑн Мусаври метрона 260 пин ытла тенкӗ тӳлемелле. Йӑлтах - аваришӗн. Вӑл машина рулӗ умӗнче пынӑ чухне трамвайпа ҫапӑннӑ. Айӑпе вара унра. Ҫавна пула 8 рейс тытӑнса тӑнӑ. "Мускаври метрополитен" ҫав вӑхӑтра тӳснӗ тӑкака хӗрарӑмран шыраса илме шутланӑ. Суд вара тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла пирӗн ентешӗн Мускаври метрона 260 пин те 847 тенкӗ тӳлемелле. Кунсӑр пуҫне унӑн 5808 тенкӗ пошлина тӳлесе татмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер кӑна Шупашкарта "Каскад" суту-илӳ ҫывӑхӗнчи стена ҫинчи Нарспи ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Ксения Кокель грант укҫипе ӳкернӗ, ҫитменнине хӑйӗнне хушнӑ. Ҫак стена иртен-ҫӳрене 4 ҫул савӑнтарнӑ. Нумаях пулмасть стенана сӑрласа лартнӑ. Мӗншӗнни паллӑ мар. Ксения Кокель унпа Шупашкар хула администрацийӗ ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Нарспие ҫӗнӗрен ӳкереҫҫӗ иккен. Ксения халь ҫӗнӗ эскиз ӳкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ҫӗрле Шупашкарта тӑм ӳкмен. Хӑш-пӗр районта вара 2,4 градус таран сивӗ пулнӑ, курӑк ҫине тӑм ӳкни палӑрнӑ. Паян та ҫӗрле тӑм ӳкес хӑрушлӑх пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлать. Паян Шупашкарта 10 градус таран ӑшӑ. Ыран 9-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил лӑпланӗ. Юнкун тата ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрне вӗҫнелле 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен 5-10 градус ӑшӑ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |