Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тусӑм, эсӗ тусна аса ил...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 05.02.2025 09:13 | 259 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

Ярса паман ҫыру

2, нарӑс, 2025

Вӑрмар, Чупай ялӗ, В.Е.Цыфаркина

 

Василий Егорович, хисеплӗ ӑсчахӑм!

Ҫырӑвна тата Валентин Урташа халалланӑ «Тусӑм, эсӗ тусна, тусна аса ил» кӗнекӳне илтӗм, вуларӑм, пӑхса тухрӑм. Кӗтнӗ паха кӗнеке. Чӑваш шӑпчӑкӗн поэзири пултару еткерне, вӑрҫӑри, пурнӑҫри синкерне туллин те тӗрӗс кӑтартакан кӗнеке. Ентешӳ ятне унӑн 100 ҫулӗ тӗлне чыслӑн хакласа палӑртрӑн, яшлӑхри сӑмахна ҫирӗп тытрӑн. Тав сана, мухтав!

Кӗнекере хамӑн ята та куртӑм (Герман Желтухин ҫырнинче), анчах вӗрентӗкре пичетленнӗ тӗрленчӗке пухча кӗртмен. Ахалех! Унта ыттисем каламаннине кӗскен калама пултарнӑ! Вӗренӳ программине ҫӗнӗлле турӑм, вӗрентӗке ӑна санпа пуҫласа кӗртрӗмӗр, ентешӳн «Пурӑнас килет» поэми питӗ вырӑнлӑ пулчӗ. Халӗ Максим Горькие, Александр Фадеева, герой-пионерсене, Урташа вӗренӳрен кӑларса пӑрахнӑ. Чӑваш сӑмахлӑхне кӗҫех шкултан та, пурнӑҫран та сирпӗтес теҫҫӗ тӗнче либералӗсем. Чӑвашра вӗсен вӑртахӗсен В.А.Урташ ҫырнисен тулли пуххине кӑларас шухӑш пачах та ҫук.

Ҫырӑвупа кӗнекӳне илсенех сана ҫапларах ҫыру ҫырса янӑччӗ. Кайран кӗнекӳне тӗплӗн пӑхса тухрӑм та, хушса тепре ҫырса пӑрахрӑм.

Кӗнекене вуласа, Сӑвӑҫӑн юратӑвӗ, кил-йышӗ пирки ытларах пӗлесшӗнччӗ. Студентсем те час-часах ыйтатчӗҫ. Поэтӑн малтанхи арӑмӗ Мария Васильевна учительница ҫинчен (вӑл Элшелӗнчи, Шупашкар ҫумӗнчи Шӑмӑшри шкулсенче вӗрентнӗ) тӗплӗрех пӗлесшӗн пултӑм. Тупаймарӑм. Студентсене эпӗ каласа панӑччӗ «Укӑлча умӗнче шурӑ хурӑн» сӑвва вӑл Шӑмӑшра (Айхи каланӑ тӑрӑх) юратнӑ учительницӑна астуса ҫырнӑ тесе. Мӗншӗн уйрӑлнине те вӑрҫӑ суранӗсем ҫине, сӑвӑҫ пӗринче класа ӳсӗр пырса арӑмне ҫиллентерни ҫине йӑвантарнӑччӗ.

Урташ хӗрӗ Марина Валентиновна педиатрта ӗҫленӗ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ. Хӗрне те, мӑнукӗсене те сӑвӑҫ чунтан юратнӑ-мӗн, анчах шӑпа вирелле ҫапнӑ. Поэтӑн ҫак ӑнман юратӑвӗн йӗрӗ хӑй пӗр тӗрленчӗклӗх тетӗп.

Урташ пирки эрех ӗҫнӗшӗн, чӑтӑмсӑрлӑхӗшӗн, тӳрӗ сӑмахӗсемшӗн, чарусӑрлӑхӗшӗн тапӑнса нумай элек сарчӗҫ. Усал сӗлӗхрен пӑрас тесе сӑвӑҫа Шупашкарти аслӑ ентешӗсем сахал мар тӑрӑшнӑ. Кӗнекере ҫавна уҫҫӑн калайман - ал айӗнче асилӳсем, хутсем пулман ӗнтӗ санӑн Урташа ятланӑ ҫеҫ мар, хӳтӗленӗ те!

Эпӗ Валентин Урташӑн (Уяр калашле «молотилка витӗр тухнӑ кӗлте пекех ҫыннӑн») синкерлӗ чирне хамӑнла ӑнланаттӑм. Вӑхӑчӗ ытла та ҫаплаччӗ, вӑрҫӑ чӑлахӗсем вырӑн тупаймасӑр пасарсем-пуйӑссем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳретчӗҫ, чунӗсене аншарлипе денатурат сӗрӗмӗнче ҫеҫ тупайратчӗҫ. Мӗн ӗҫни тата! Пӑртик шӗвекпех сулӑнса каятчӗҫ ванчӑк «кӗлтесем». Урташа палласа, юратса (тен, юри усал сунса) пӗрле сыпаканӗ сахал марччӗ ҫав. Пӗринче «Атӑл» ресторантан Урташа икӗ милиционер тӑван пиччӗшне пек ҫавӑтса-йӑтса кайнине курнӑччӗ те, ҫынсем (тата камсем!) чӑваш шӑпчӑкне ӳсӗр чухне те шеллесе хисепленинчен тӗлӗннӗччӗ. Республикӑн ун чухне хӑйӗн сайра талантне те хӳтте илмелӗх хӑват пулман ҫав! Кун пирки эпӗ, шӑлйӗренсене хирӗҫлесе, хам шухӑша хытах каланӑччӗ.

Тютти Валин пурнӑҫне тӗрӗс хак пама вӑл эрех сиенӗ ҫинчен ҫырнӑ «Эпӗ чирлӗ, йывӑр манӑн чирӗм!» сӑвва тата ун пирки Николай Аршуткин врач-краевед каланине парсан вырӑнлӑччӗ тесе шутларӑм («Этемрен ҫӳлерех тӑракан вӑй» тата «Тӗрӗслӗхе пытарар мар» хирӗҫчӗксем - Хыпар, 7.01.1995).

Хуплашкари сӑрланӑ ӳкерчӗк мана тивӗҫтереймерӗ, мӗншӗн тесен ку лайӑх фото «Сувар» хаҫатра Алина Селиванова статйипе пӗрле пичетленнӗччӗ (20.12. 2019) тата интернетра та пур.

Эпӗ ал-урапа ултӑ ҫул чӑлах ларатӑп та, виҫ пӳрнеллӗ канӑҫсӑр Валентин Урташа мӗн тери йывӑр пулнине чунпа чӗтресе ӑнланатӑп. Ӑна вилӗм урлӑ каҫса хӑйне тупма пултарнӑ паттӑр ҫынсен ретне лартатӑп, чӑваш литераратуринчи наци сӑнлӑ талант тесе шутлатӑп. Ман лекцисенче Валентин Урташ вырӑссен тӗнче пӗлекен Михаил Исаковский поэт шайӗнче тӑрать.

Каҫар, Василий Егорович, хамӑн шӑрпӑклӑ асӑрхаттарусене ҫырнӑшӑн. Рецензи ҫырас пулсан эпӗ вӑл енне ҫаврӑнса та пӑхман пулӑттӑм. Ман шухӑш мухтас тӗллевлӗ. Ҫапах та, ҫилҫунатҫӑсенчен маттуррисем вӑрҫӑри ентеш-писательсем ҫинчен теҫеткене яхӑн хӑйсен вӑйӗпе шыравлӑ кӗнекесем кӑларчӗҫ: Кӑтра Мишша, Андрей Петтоки, Иван Викторов, Вениамин Туртуш, Василий Усли, Емельян Маден, Николай Чурбай, Илле Думилин, тата унтах Нестер Янкас! Вара манӑн сире мухтамалла мар-и-ха!

Урташ ҫинчен кӑларнӑ кӗнекӳ умӗнчи пичетӳ те, хыҫалта Анатолий Абрамов (Абансера) тав туни те нумай асилӳ хускатрӗ. Хӑвӑр «Ҫилҫуната» тем каласа вӑрҫсан та, университетра теҫетке ҫул чи лайӑх пӗрлешӳ тата сирӗн ушкӑнсем вӗренӳре кӑтартуллӑ пулса курчӗҫ. Ҫавӑнпах сан «Ҫилҫунатна» ректорат 4-мӗш общежитире 300-мӗш пӳлӗме штаб валли уйӑрса пачӗ. Ун пекки чӑвашра урӑх пулмасса курса ларатӑп.!

Ҫилҫунатҫӑсемпе эпӗ чӑваш шӑпине ҫирӗп шансах тапаҫланнӑччӗ. Тӳлевсӗр. Пӗрисен патакӗ айӗн. Эсӗр теҫеткен хастар пулман пулсан, мана «мӗн пархатарӗ?» текен ыйту халиччен вуҫех ватса пӗтернӗ пулӗччӗ. Ҫӗр-ҫӗр ҫилҫунатҫӑран вӗренме хам илнӗ сахал студент (ун чухне эпӗ факультетӑн йышӑну ответсекретарӗ пулнӑччӗ) Антон Салмин, Виталий Родионов тӗпчевҫӗсем, Ульха Эльмен прозаик, Петр Мулюков, Геннадий Васильев-Боцман, Надежда Иванова, Надежда Акчурина (Тенюкова), Людмила Иванова (Федотова), Татьянапа Венера Майоровасем тата темиҫе учитель манӑн 85-ри ватлӑха асӑрхарӗҫ иккен. Шутлатӑп та, хамшӑн тӑрӑшас чухне эпӗ тункӑс ҫурисем умне шӑрҫа сапса аппаланман-ши? тетӗп. Чӑнласа тӑрӑшупа пулӑшнӑ студентсемех, патшалӑх хисеп ячӗсене илнӗ хыҫҫӑн, мана сас пама пӑрахрӗҫ. Паллах, хӑй юратса ӳстернӗ, шаннӑ ӑру ачисем манӑҫа хӑварни кирек хӑш ватӑ вӗрентекене те савӑнтараймӗ. Юрӗ ӗнтӗ, капла нӑйкӑшнине ан итле! Эйленет иккен, хӑй Урташ пек ҫирӗп кӑмӑллӑ пулайманине сиссе, пӑтранать ватсупнӑ, тесе шутлӗҫ. Мана критика статйисемшӗн те хытах кӑшлаҫҫӗ пӗр-ик кӑпӑкпа хӑпартнӑ «халӑх писателӗпе» «тава тивӗҫлӗ работник»! Урташран вӗренем хамӑн нушана хамах чӑтса ирттерме!

Валентин Урташ паттӑрлӑхӗ, йывӑра парӑнманлӑхӗ, сывлӑх синкерне ҫутта ҫавӑрма пӗлни, ӗҫри вырӑнне тупма тата тытса пыма пултарни маншӑн яланах ҫирӗп тӗслӗх пулнӑ. Теприсем ун вырӑнӗнче тахҫанах ҫӳппе тухнӑччӗ, тарӑхса хирӗҫекенсем е вӑрттӑн систерекенсем пулса тӑнӑччӗ, теприсем ӗҫсе супнӑччӗ!

Хӑйсене тупма пултарнӑ чӑлах фронтовиксене пайтах курнӑ эпӗ. Валентин Урташ - вӗсенчен пӗри, кӗлетке халӗ ҫук ҫӗртех тӑван халӑха вилӗмсӗр юррисемпе пулӑшма пултарнӑ тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен, чунхаваллӑ ывӑлӗ.

Урташ манпах. Эпӗ хавхаланса, аса илсе статья та, сӑвӑ та пичетленӗччӗ (Урташ асӑмне. Мӗн тери йывӑр туйӑм, Мӗн тери вӗри ҫулӑм, Чӗрене сӑвӑрать халь йӑлтах. Ах, мӗн-ма-ши юратнӑ, Ах, мӗн-ма-ши шӑратнӑ Ҫулӑмри шанчӑкна зс, салтак...- 4, октябрь, 2020.. «Дневник прощальный» кӗнекере).

Валентин Урташ пӗлнӗ ҫынсен асӗнчен нихҫан та тухмӗ, юррисем-сӑввисем халӑх пӗтичченех пурӑнӗҫ.

...Вӑрмар тӑрӑхӗпе Чупай ялӗ ҫинчен ҫырни нумай тухнӑ. Шел, халӗ пырса кураймастӑп, вулавӑша тухса ҫӳрейместӗп. Унтан-кунтан ҫеҫ пӗлкелетӗп. Ҫавах савӑнатӑп - вӑрмарсем (ун чухнехи район администрацийӗ те!) тӑван тавралӑха тӗпчеттерес енӗпе маттур пулчӗҫ. Эсӗ вӗсене самаях вут хурса тӑтӑн, район музейӗ йӗркелесе патӑн. Уншӑн та СЧКа ячӗпе (эпӗ унӑн хисеплӗ председателех-ха) сана тав тӑватӑп. Эсӗ пӗлекен «Чӑваш керемӗнче» тӗл пулайсан сана Чакак Ҫеркейӗ председательпе виҫеллӗ тав тунӑ пулӑттӑмӑр. Анчах ӗнтӗ пирӗн ҫулсем ҫӳлти хӑват аллинче юлчӗҫ пулмалла ҫав!

Санӑн Вӑй-хал та, Пултару та нумай-ха. Пултарнине пурнӑҫла!

 

Виталий Станьял

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#кӗнекесем, #ҫырусем, #Валентин Урташ, #хаклавсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9629.9.0865
2025.02.05 11:17
Agabazar
Çакăнта пĕр тĕлте «Шăмăш» тени курăнчĕ. Çавна «Шамăрш» тенипе пăтраштарссинчен асăрханмалла пек.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем