Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ. Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ялӗнче 104 ҫулти кинемей пурӑнать. Вӑл - Гликерия Романова. Кинемей 104-мӗш ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗнче паллӑ тунӑ. Вӑл ҫак ҫулта та хӑйне пӑхма пултарать. Ӑс-тӑнӗ кӑна кӑштах хавшанӑ: ӗлӗкхине астӑвать, темиҫе минут каяллахине манма пултарать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Гликерия Романова вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ, колхозра ӗҫленӗ. Йывӑр килнӗ, анчах вӑл нӑйкӑшман, хӑйне ҫирӗп тытма сӑмах панӑ. Унӑн ҫирӗплӗхӗнчен, хаваслӑхӗнчен ыттисем тӗлӗннӗ. Гликерия граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗне, сусӑра, пӑхнӑ. Ӑна каччӑсем ҫураҫма пынӑ, анчах ашшӗ хӗрне качча паман. Ашшӗ вилсен Гликерия Романова аппӑшӗпе тата унӑн ачисемпе пурӑннӑ. Халӗ ӑна пӗртӑванӗн ачисем пулӑшаҫҫӗ. Гликерия Романова шӑпана нихӑҫан та ӳпкелемен, ҫынпа вӑрҫӑнман, нумай ӗҫленӗ. Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ҫук. «Турӑ мӗн чухлӗ панӑ, ҫавӑн чухлӗ пурӑнмалла», - тет вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» романне вуланӑ май) Улькка Эльмен (31.8.1961) - чӑваш профессионал писательсен союзӗн председателӗ. Виҫӗ кӗнекеллӗ «Упраймарӑм сана» романпа палӑрнӑ прозаик. Нумай калавсемпе повеҫсен авторӗ.
Пултаруллӑ та хастар ҫыравҫӑ Улькка Эльмен (Ольга Васильева-Куликова) «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» роман ҫырса пӗтерни ҫинчен виҫӗмҫул журнал тӑрӑх («Ылхансӑр куҫҫуль» калавӗ умӗнче каланинчен) пӗлтӗм. «Унта паянхи пурнӑҫра тӗл пулакан пӑтӑрмахсем, ыйтусем, юратупа курайманлӑх, ӑмсанупа кӗвӗҫӳ» тенӗччӗ. Ҫӗнӗ романпа 2022 ҫулхи «Тӑван Атӑл» журналӑн 7-10-мӗш кӑларӑмӗнче кӑштах паллашрӑм, халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ тулли кӑларӑма вуласа тухрӑм. Хам пӗлекен ҫыравҫӑсен хайлавӗсене тишкерес йӑла пур манӑн. Эппин, вуланӑ роман ҫинчен (романа эпӗ чӑвашла «сӑскан» теттӗмччӗ) ватӑ пуҫри шухӑшсене калама хӑюлӑх ҫитеретӗп.
Улькка Эльмен XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗче чӑваш литературине «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм» (2001) кӗнекипе вирхӗнсе кӗчӗ те кӗҫех малти рете тухрӗ. |
Хулара
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн Шупашкарти 80 ҫулти ватӑ хӗрарӑм чутах ултавҫӑсен аллине ҫакланман. Юрать-ха, ӑна банк ӗҫченӗсем ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫак хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн укҫи-тенки хӑрушлӑхра пулни пирки пӗлтернӗ, нухрата «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Анчах кун пирки никама та каламалла мар-мӗн. Хайхи хӗрарӑм банка кайса укҫине илнӗ, ӑна палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарма тӑнӑ. Юрать-ха, банк ӗҫченӗсем ӑна ултавҫӑсем пирки вӑхӑтра ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫӑлкуҫ: infox.ru Марокко ШӖМ-ӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр чӗтренӗвне пула вилнисен шучӗ хальхи вӑхӑтра 632 ҫынпа танлашать. 7 баллӑ магнитудӑпа ҫӗр чӗтренни Мароккон темиҫе провинцине пырса тивнӗ. Эпицентр 10 ҫх тарӑнӑшӗнче, Марракеш хулинчен кӑнтӑр-анӑҫалла 77 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулнӑ. Вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗр чӗтренӗвӗ вырӑнти вӑхӑтпа эрнекун, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, 23:00 сехетре пуҫланнӑ, вӑл темиҫе минута тӑсӑлнӑ. Хӑрушӑ пӑтӑрмах лаптӑкӗ Мароккори чылай провинцине сарӑлнӑ: Эль-Хауз, Марракеш, Уарзазат, Азиляль, Шишауа тата Тарудант. Пӗрремӗш асӑннӑ провинцинче хальхи вӑхӑтра чи нумай ҫын вилнӗ — 290 ҫын. Тарудантра 190 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, Шишауара 89 ҫын вилнӗ, Уарзазатра 30 ҫын вилнине палӑртнӑ. Марракешра ҫак трагеди 13 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ҫӗр чӗтреннине пула пурнӑҫран уйрӑлнисемсӗр пуҫне шар куракансем те пур. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен шучӗ 300 яхӑн ҫын шутланать. Марракешӑн историллӗ пайӗ кӑштах сиенленнӗ. Раҫҫей дипмиссийӗн элчисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисемпе вилнисен хушшинче РФ гражданӗсем ҫук. Вырӑнти МИХсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр чӗтренни кӳршӗри Алжирта та палӑрнӑ, анчах та унта ҫакӑ нимӗнле сиен те кӳмен, вырӑнти ҫынсене амантман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Британири GABA Labs лаборатори синтезласа хатӗрленӗ Alcarelle ятлӑ алкоголь хатӗрлессипе ӗҫлет. Вӑл чуна кантарать, анчах ҫав вӑхӑтрах мухмӑрпа тата ытти енӗпе аптӑратмасть. Алькареллӗн тути ҫук, ӑна ытти шӗвексене ӳсӗртессине вӑйлӑлатас тӗллевпе, анчах ҫав хушӑрах ҫынна мухмӑрпа тата ытти япӑх эффектсенчен хӑтармашкӑн, хушма пулать. «Эрех-сӑра пуҫ мимине лайӑх енчен те япӑх енчен те витӗм кӳнине эпир пит аван пӗлетпӗр. Ҫак пулӑмсене хӑш рецепторсем хутшӑнни те пире паллӑ. Эсир пуҫ миминчи кирлӗ пайӗсене ҫеҫ витӗм кӳрсен япӑх эффектсем пулмӗҫ», — каласа панӑ Дэвид Натт доктор. Синтезланӑ алкоголе хатӗрлекенсем вӑл сутлӑха 2026 ҫул тӗлне лекессе шанаҫҫӗ. Тӗрӗссипе ку шӗвеке хатӗрлеме тахҫанах пуҫӑннӑ, анчах тӗрӗслекен органсем чарса тӑнӑран ӑна ырласси хӑвӑрт пымасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Степанов архивӗнчи сӑн Шупашарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Марсович Степанов ҫӗнӗ сарӑм шутласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе чӑваш чӗлхине вӗренме пулать. Ку сарӑм - пуҫламӑш классем валли. Александр Марсович ӑна вӗренӳ ӗҫӗнче хута ярасшӑн. Ку проектпа вӑл «Сквозные Образовательные Траектории» (СОТ) грантсен конкурсне хутшӑнать. Унӑн ӗҫӗ пӗрремӗш турта ҫӗнтернӗ, конкурса малалла хутшӑнать. Иккӗмӗш тура тухнӑ ӗҫсене общество сӳтсе явать. Александр Степановӑн проектне СОТ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ, уншӑн сасӑлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк ӑмӑр, уҫӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыранах республикӑра уяртать, сывлӑш 20 градус таран ӑшӑнать. Вырсарникун кунӗпех уяр пулӗ, термометр 18-23 градус кӑтартӗ. Ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил кӑна кӑштах уҫӑрах пек туйӑнӗ. Тунтикун вӑл лӑпланӗ, анчах тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ. Ытларикун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче уяртӗ, кӑнтӑрла 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 10-12 градус. Ҫитес эрнере канмали кунсем тӗлне каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Унтан каллех ӑшӑтӗ, анчах авӑнӑн юлашки декадинче каллех сивӗтӗ, тӑм ӳкме пултарӗ. Анчах ку – малтанлӑха палӑртнӑ прогноз кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Ку вырсарникун Шупашкарти тӑватӑ вырӑнта «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ уҫӑлӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кашни канмалли кун ӗҫлӗ. Унта ҫынсем пахча ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗпе туянма пултараҫҫӗ. Суту-илӳ точкисем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер тата Франко урамӗсенчи суту-илӳ речӗсенче ӗҫлӗҫ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ кун халӑха Эльгер урамӗнче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнче концертпа савӑнтарӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канурисене ҫимӗҫсене киле ҫити леҫсе парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ «Наци кросӗ» иртӗ. Шӑматкун спорта юратакансем старта тухӗҫ. Вӗсем 1-12 ҫухрӑм чупӗҫ. Спортсменсене Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче кӗтеҫҫӗ. «Наци кросне» хутшӑнас тесен А.Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн электронлӑ почтине заявка ямалла: csp101@mail.ru.Е авӑн уйӑхӗн 11-16-мӗшӗсенче Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче заявка хӑвармалла. Кун пек мелпе унччен заявка йышӑнман, ку - ҫӗнӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |