Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайтӗнче арҫынпа ҫырӑнма тытӑннӑ. Калаҫсан-калаҫсан лешӗ ӑна инвестицие укҫа хывса тупӑш тума сӗннӗ. Ку килӗшнӗ.
Хӗрарӑм палламан арҫынна шанса телефонӗ ҫине сарӑм вырнаҫтарнӑ та укҫа куҫарма пуҫланӑ, тупӑш мӗнле ӳссе пынине сӑнанӑ. Пӗтӗмпе 90 пин тенкӗ куҫарнӑ вӑл. Ҫурри – кредит картти ҫинчи укҫа.
Хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ та… Ун патне Украина ялавне ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.