Шупашкарти 24 ҫулти медсестра ултавҫӑсене 2,8 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та сим-карттӑн срокне тӑсмалли пирки каланӑ. Вӑл вӗсене ӗненнӗ, смс-ҫырупа килнӗ парольсене каланӑ. Ҫапла вӑл «Госуслуги» портала кӗрейми пулнӑ.
Кайран ун патне татах шӑнкӑравланӑ. Хальхинче унӑн ячӗпе такамсем кредит илме, пухнӑ укҫине вӑрлама пултарнине каланӑ. Ӑна хайне кредит илсе пӗтӗм укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла вӑл 2,8 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.