Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сайтри сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сайтри сӑн

Куславкка муниципалитет округӗнчи Мӗниҫырми ялӗнчи 68 ҫулти арҫын мунчара пурӑннӑ. Виҫӗ ҫул каялла унӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ, ҫавӑнпа унӑн унта кун кунлама тивнӗ.

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара ҫак арҫыннӑн мунчи те ҫунса кайнӑ. Шел те, вӑл хӑй те унтан тухайман. Пушар каҫхи 7 сехетре пулнӑ. Вӑл ҫуннине ҫынсем тӳрех асӑрхаман.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1454 пушар пулнӑ, вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Канмалли кунсенче шартлама сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ. Эрне пуҫламӑшӗнче термометр градусне сахалрах кӑтартма пуҫланӑ. Анчах урамра вара тата сивӗрех пек туйӑнать. Йӑлтах – касса вӗрекен ҫиле пула. Вӑл ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрнӗ.

Ҫил хӑҫан лӑпланӗ? Ыранах туйӑнма пуҫлӗ – ҫеккунтра 4-9 метр хӑвӑртлӑхпа кӑна вӗрӗ. Эрнекун каллех ҫиллӗ пулӗ, ҫавна май 23-26 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Шӑматкун ҫил лӑпланӗ, термометр 6-8 градус сивӗ кӑтартӗ. Вырсарникун каллех сивӗрех пулӗ. Ҫитес тунтикунран пуҫласа сывлӑш температури 10-15 градус сивӗ тӑрӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк ҫиллӗ пулӗ. Юнкунран ӑшӑтма пултарать.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Канашра хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана Виталий Михайлов йышӑннӑ. Вӑл ку тивӗҫӗ ӗнертенпе, раштавӑн 12-мӗшӗнченпе, пурнӑҫлать.

Виталий Михайлов – 47 ҫулта. Вӑл 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Канаш хулин администрацине ертсе пынӑ.

Сӑмах май, кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Шупашкарта конкурс – раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ.

 

Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Хайлавсем ҫырма Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараҫҫӗ мана», — тенӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Исаев. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче унта авторӑн «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекине хӑтланӑ.

«Хайлавсем ҫырма Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараҫҫӗ мана. Хамшӑн кӑсӑклӑ пулӑмсене сӑнарлатса пама тӑрӑшрӑм. Атте сӑнарӗ тӗпре. Вӑл, сӑмахран, «Пан улми», «Пиҫен тӑшманӗ» калавсенче тӗл пулать. Шӳтлӗ япаласем те пур. «Шӑртлӑ сысна хӳри» – хампа пулса иртнӗ истори. Ман геройсем ытларах чухне – арҫынсем. Вӗсен шӑпи, кулянӑвӗ мала тухать. Юрату ҫинчен ҫырма пӗлместӗп эпӗ», – тенӗ Юрий Исаев.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Унта авторӑн 29 хайлавӗ кӗнӗ. Кӗнекере халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсем те тӗл пулаҫҫӗ: мунча такмакӗсем («Ачалӑхӑм»), туй юррисем («Туй чечекӗ»), Сурхури сӑввисем («Шуйттан вӑййи»), салтак юррисем («Асатте ҫырӑвӗсем»).

Константин Малышев – Тутарстанра пурӑнакан чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи, блогерӗ. Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ, 2023 ҫултанпа – Раҫҫейри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
free-png.ru сӑнӳкерчӗкӗ
free-png.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ хӗрпе паллашма ӗмӗтленнӗ. Пурнӑҫ ума мар. Самантлӑха. Темиҫе сехетлӗхе.

Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ та унта кӑтартнӑ телефон номерӗпе ҫыхӑннӑ. Малтан яшран 2 пин тенкӗ тӳлеме ыйтнӑ, унтан — 6 пин тенкӗ страховка. Страховкине кайран тавӑрса пама шантарнӑ. Каччӑ каланине ӗненнӗ, укҫана куҫарса панӑ. Унтан ӑна укҫана тӗрӗс мар счёт ҫине укҫа куҫарса янӑ, ҫавна пула фирма касси ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе каланӑ, ҫавӑншӑн таванӗсене тавӑрассипе хӑратнӑ, укҫа тапӑннӑ.

Студент хӑйӗн мӗнпур укҫине, пурӗ 20 пин тенке, куҫарса панӑ. Апла пулин те ӑна хӑратма пӑрахман. Ҫавӑн хыҫҫӑн каччӑ пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Унта РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пӗр хӗрарӑм следстви изоляторне 6 хутаҫ наркотик илсе пынӑ. Шурӑ порошоклӑ хӗрарӑм пирки изолятортан полици пайне систернӗ.

Вырӑна пырса ҫитнӗ ушкӑн 30 ҫулти хӗрарӑм изолятора наркотик илсе кӗртесшӗн пулнине палӑртнӑ. Маларах унӑн упӑшкине Патшалӑхӑн автоинсекцийӗн ӗҫченӗсем пысӑк парти наркотикпа тытса чарнӑ.

Хальхинче арҫыннӑн 30 ҫулти арӑмӗ следстви изоляторне наркотикпа пырса кӗнӗ. Халӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем Шупашкарти Александр Владимирович Матвеева шыраҫҫӗ. 50 ҫулти арҫын раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ.

Ҫав кун вӑл тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, тӗттӗм спорт шӑлаварӗ, тӗттӗм карттус тӑхӑннӑ. Хӑй 170 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, куҫӗ сӑрӑ-симӗс тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ.

Ҫак арҫын пирки мӗн те пулине пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Елена (Касатка), 89520203557.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче икӗ кун хушши — раштав уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче — «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсем-ҫӑлтӑрсем) IV фестиваль иртнӗ.

Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ, хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан маттур сцена ӑстисем пуҫарӑннӑ.

Мероприятие Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, республикӑн Правительствипе Культура министерстви йӗркеленӗ.

Фестиваль хӑнисем хушшинче Ольга Кузьмина (скрипка), Людмила Фунтикова (виолончель), Михаил Наумов (бас) тата Виктор Иванов (виолончель) пулнӑ. Вӗсемпе пӗрле фестивалӗн пӗрремӗш каҫӗнче сцена ҫине Кирилл Бруховский-Васильев пианист тата Федор Волковпа Тимур Нардинов флейтистсем тухнӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли илемлетнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
klike.net сӑнӳкерчӗкӗ
klike.net сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 10 ҫулти ача хӑйӗн амӑшне укҫасӑр тӑратса хӑварнӑ.

Шӑпӑрлан мобильлӗ вӑйӑсенчен пӗрне выляма юратнӑ. Ачан телефонӗ ҫине вӑйӑ валютине тӳлевсӗр илме пулать тесе ҫыру килнӗ. Ултавҫӑсем ачана амӑшӗн банк карттине ӳкерсе илсе ярса пама тата телефон ҫине ятарлӑ приложени вырнаҫтарма ӳкӗте кӗртнӗ.

Ача итленӗ. Унтан ултавҫӑсем 39 ҫулти хӗрарӑм ячӗпе 300 пине яхӑн тенкӗ кредит илнӗ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 447, 448, 449, 450, 451, 452, 453, 454, 455, 456, [457], 458, 459, 460, 461, 462, 463, 464, 465, 466, 467, ... 3965
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 22

1945
80
Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...