Ҫул-йӗр
![]() Пӑрачкав районӗнче прокуратура ҫине тӑнипе ҫула юсанӑ. Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула прокуратурӑпа патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫул япӑхи ҫинчен вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырнине вуласа пӗлнӗ. Сӑмах «Шупашкар – Сурское» ҫул пирки пырать. Муниципалитет территорийӗнчи ҫул, чӑн та, япӑхса кайнӑ иккен. Шӑтӑк-путӑклӑскер норматива тивӗҫтермен. Ҫула тытса тӑма тивӗҫ «Дортех» организацие административлӑ майпа явап тыттарса 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ун хыҫҫӑн ҫула юсанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com/cheb121 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри колонисенчен пӗринче айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсем пушмак ҫӗлеҫҫӗ. Берцы ятлӑ ура тӑхӑнмали япалана 9-мӗш колонире ҫӗлеҫҫӗ. Пушмака арҫынсем икӗ цехра хатӗрлеҫҫӗ. Пӗринче ӗҫлекен бригада кирлӗ пайсене касса кӑларса ҫӗлесе хатӗрлет, тепринче пушмака кирлӗ формӑпа хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Чӑваш Енри тӗрмесенче ларакансем, сӑмах май каласан, сӗтел-пукан та туса кӑлараҫҫӗ, ял хуҫалӑх продукцине туса илсе тирпейлеҫҫӗ, ттимӗр-тӑмӑр, йывӑҫ-чус, ҫӗвӗ производствинче ӗҫлеҫҫӗ. вашской колонии шьют берцы Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Денис Спиринӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн Паян Шупашкар хула администрацийӗнче хулан хисеплӗ ҫыннине Николай Емельянова чысланӑ. Ӑна хула администрацине халӗ ертсе пыракан Денис Спирин, хула мэрӗ Евгений Кадышев саламланӑ. Вӗсем ҫак ята тивӗҫнӗ Николай Емельянова тӗп хуламӑра хӑтлӑлатнӑшӑн, аталантарнӑшӑн тав тунӑ. Аса илтерер: кӑҫал хулан хисеплӗ ҫыннине тивӗҫессишӗн 7 кандидатура тупӑшнӑ. «Уҫӑ хула» порталта ирттернӗ сасӑлавра Николай Емельянов ҫӗнтернӗ. Палӑртмалла: вӑл Шупашкара 2002-2010 ҫулсенче ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти шкул ачисен комплекслӑ апатланӑвӗн хакӗ 68 тенкӗ пулӗ. Унччен ку 65 тенкӗпе танлашнӑ. Кӗҫӗн классен комплекслӑ ирхи апачӗ унчченхи пекех пулӗ: 25 тенкӗ. 2021 ҫулта вӑл 21 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр ирхи апатшӑн 25 тенкӗ пулнӑ, кӑнтӑрлахишӗн – 65 тенкӗ. 5-11-мӗш классен ирхи апатшӑн – 30 тенкӗ, кӑнтӑрлахишӗн 72 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ok.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Атӑл ҫинче рейд ирттернӗ вӑхӑтра арҫын тетелпе пулӑ тытнине асӑрханӑ. Ку Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. 1988 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна Звенигово хулинчи юханшыв портӗнче тытса чарнӑ. Унран пӗтӗм пулла тата тетеле туртса илнӗ. Вӑл тетелпе 41 пулӑ тытнӑ. Арҫын патшалӑха 250 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнине палӑртнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Луиза Бардеева. cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Раҫҫейри чи лайӑх таксист» конкурс финалӗ иртнӗ. Аса илтерер: пӗрремӗш вырӑна тухакана машина парнелесси пирки пӗлтернӗччӗ. «Лада Вестӑна» Тутарстанри Луиза Бадреева тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна 150 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Иккӗмӗш вырӑна Калуга облаҫӗнчи Николай Карпечепнко йышӑннӑ, вӑл 100 пин тенкӗлӗх сертификата илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – пирӗн ентеш Артур Михайлов. Вӑл 50 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/tatiana280873 сӑнӳкерчӗкӗсем Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче вырӑнти хастарсем Этнографи музейӗ уҫнӑ. Вӑл унччен фельдшерпа акушер пункчӗ пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Этнографи музейне 2020 ҫулта ялти икӗ хӗрарӑм уҫнӑ. Юлия Леонидова тата Апполинария Иванова тӑван ялта авалхи документсене, сӑнӳкерчӗксене, ял историйӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене тирпейлӗн пухса пӗр вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Янмурҫин ялӗнче ФАП-ӑн ҫӗнӗ ҫуртне 2014 ҫулӑн вӗҫӗнче уҫнӑ. Кунти фельдшерпа акушер пункчӗ ҫавӑн пекех Кӗрекаҫ тата Пайсупин халӑхне йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Августа Агеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна саламлама депутатсемпе тӳре-шара килнӗ. Кинемее Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин саламласа открытка янӑ. Хӑнасем юбиляра парнесемпе савӑнтарнӑ. Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 3-мӗш шкулти ачасем вара юрласа кӑмӑла ҫӗкленӗ. Августа Агеева Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чапаев савутӗнче тӑрӑшнӑ. Мирлӗ пурнӑҫра вара чылай ҫул педиатрта вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 38 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне хӗнесе пурӑннӑ, амӑшӗн тивӗҫне вара йӗркеллӗ пурнӑҫламан. Хӗрарӑм тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Эгер бульварӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗччен 16 ҫулти хӗрне пӗрмай хӗненӗ: аллипе пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан ҫапнӑ, шӑлавар пиҫиххийӗпе те хӗненӗ. Ҫемьере хӗрарӑмӑн тата тепӗр икӗ ача ӳсет иккен. Вӗсем — 14 тата 15 ҫулсенчи ачасем. Ҫемье ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире учётра тӑнӑ. Тӗпчевҫӗсем профилактика тытӑмӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланипе те кӑсӑкланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сайтри сӑнӳкерчӗк «ВанГоги/VANГОГИ» ҫуллахи шкулта (ун пекки те пур иккен) канакан ачасем ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи лапамра иртнӗ тӗлпулура пӗчӗккисем валли автограф-сесси ирттернӗ. «Читающий август» (чӑв. Вулакан август) программӑпа килӗшӳллӗн ирттернӗ меропрятие Раиса Воробьева, Любовь Петрова, Светлана Гордеева, Лидия Сарине тата Ара Мишши ҫыравҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пурте ачасем валли сӑвӑсем тата калавсем ҫыраҫҫӗ. Ҫыравҫӑсем ачасем мӗнле кӗнекесем вулама юратнипе, чӑваш литературин классикӗсене пӗлнипе кӑсӑкланнӑ. Тупмалли юмахсен хуравӗсене шыранӑ, рифмӑсем шухӑшласа кӑларнӑ. Тӗлпулу пӗрле сӑн ӳкерӗннипе тата ҫыравҫӑсем алӑ пусса кӗнеке парнеленипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |