Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗнӗ ҫулти каникулта пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 31-мӗшӗнче 4-5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать.

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче 0 градус пулӗ, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче ҫӗрле каллех юр ҫуса лартӗ. Кайран каникул вӗҫлениччен юрсӑр сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче кӑна кӑштах юр ҫӑвӗ. Ҫав кунах пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче 19 градус таран сивӗтӗ.

Кӑрлачри канмалли кунсенче республикӑра пӗрремӗш хут 30 градус сивӗ пулма пултарать.

 

Культура
culture.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре композиторсен конкурсӗ иртӗ. Кун пирки республика Правительствин раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи ларӑвӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.

Музыка хайлавӗсен республикӑри конкурсне композиторсене хавхалантарас тата профессиллӗ пултарулӑх коллективӗсен репертуарне хальхи вӑхӑтри кӗвӗ-ҫемӗпе пуянлатас тӗллевпе йӗркелеме йышӑннӑ.

Конкурса виҫӗ ҫулта пӗр хутчен ирттерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ номинацире палӑртӗҫ: «Инструмент сочинененийӗ», «Вокалпа хор жанрӗ», «Пысӑк музыка форми».

Ҫӗнтерӳҫӗсене 100-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Вӗсен хайлавӗсене патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсенче усӑ курма сӗнӗҫ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗнер пысӑк кинозал уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑм ячӗпе театра республикӑ культура министрӗн ҫумӗ Надежда Павлова та пырса ҫитнӗ.

«Ҫеҫпӗл» кинозал валли оборудовани туянма кӑҫал 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана Тӑван ҫӗршыври кинематографие аталанма пулӑшакан федераци фондӗнчен уйӑрнӑ.

Курав залӗнче 472 ҫын вырнаҫаять. Унта цифра кинооборудованийӗ, сасӑ аппаратури, ҫӗнӗ киноэкран, 3D форматлӑ кино кӑтартмалли хатӗр вырнаҫтарнӑ.

Министр ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Культура» нацпроект пулӑшнипе Чӑваш Енре 22 кинозал уҫнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Икӗ ҫул каярах пирӗн республикӑра Республика управленийӗн центрӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Ун пек центрсене ҫӗршывӑн мӗнпур органӗнче уҫма ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хушнӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра вӑл ҫав ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫлесе кайрӗ.

Чӑваш Енри Республика управленийӗн центрӗн тӗнче тетелӗнчи ушкӑнне ӗнер Тайман Эрем ятлӑ ҫамрӑк чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйту ӑсатнӑ. Вӑл центр ертӳҫисем чӑваш чӗлхипе патшалӑх чӗлхи евӗр хӑҫан усӑ курма пуҫлӗҫ тесе кӑсӑкланнӑ май республикӑра пурӑнакансемпе диалога чӑвашла йӗркелесе ярасси пирки пӗлесшӗн пулнӑ.

Регион управленийӗн центрӗ республикӑра пурӑнакансем чӑвашла ыйтса ҫырнисене те сӑнаса пынине, вӗсене влаҫ органӗсене ярса панине пӗлтернӗ.

 

Ҫул-йӗр
foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ишлей проездне юсаса ҫӗнетме прокуратура хистенӗ.

Асӑннӑ проезд Лапсар проезчӗн малалли пайӗ шутланать. Ҫул ванса пӗтнӗ, шӑтӑк-путӑклӑ.

Ҫавна кура хулари Ленин районӗнчи прокуратура Ленин районӗнчи суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑл Ленин районӗн администрацине ҫула юсама хистеме ыйтса ҫырнӑ.

Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ. Халӗ хулари тӳре-шаран суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртесси юлать.

 

Политика
ilgrande.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ilgrande.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти сывлӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗрне кӗнӗ ҫӗрте тухтӑр кӳлепине вырнаҫтарса хунӑ. Хулари Чечек урамӗнче вырнаҫнӑ медицина центрӗ ҫапла майпа хӑйсен организацийӗ умне илем кӳрес тенӗ.

Кӗҫех тухтӑр кӳлепине куҫ хывакан та тупӑннӑ. Кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче ҫавна пӗҫертсе кайнӑ.

6 пин тенкӗ тӑракан кӳлепене вӑрланӑ ҫын тӗлӗшпе хулари йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тухтӑр кӳлепине ӳсӗр арҫын килне йӑтса кайнӑ иккен.

 

Сывлӑх

Шупашкарта 4 ҫулти ача чирлесе ӳксен хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, лайӑх анман. Унтан ӳслӗк пуҫланнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ.

Тухтӑрсем унӑн ӳпки икӗ енчен те шыҫнине палӑртнӑ. Анализсем ачан «сысна грипӗ» пулнине те ҫирӗплетнӗ. Пульницӑна вырттарсан та унӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Компьютер томографийӗ ӳпкин 75 проценчӗ шыҫӑннине кӑтартнӑ.

Хӗрачана реанимацие вырттарнӑ. Унта вӑл 13 кун выртнӑ. Кайран ӑна педиатри уйрӑмне куҫарнӑ, тепӗр 6 кунран киле кӑларнӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнчи Пилешкассинче пӗр кил умӗ чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Ҫурт гирляндӑсемпе ҫуталса кӑна тӑрать.

Унта Хӗл Мучи те, куҫа йӑмӑхтаракан тӗспе йӑлтӑртатакан пӑлан та пур. Кил хуҫисем юртан кӳлепесем те ӑсталанӑ. Чӑрӑшсене те капӑрлатнӑ.

Пӗр сӑмахпа каласан, кил хуҫисем ку илеме хӑйсем валли кӑна мар, иртен-ҫӳрен валли те тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа Пилешкассине кӗрсен юмаха лекнӗнех туйӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84083
 

Культура
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа эрнекун каҫсерен кӑтартакан «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоуна хутшӑннӑ. Телекӑларӑмра ӳкерӗннӗ ҫын —

Лариса Пасхина юрӑҫ. Передачӑна вӑл раштав уйӑхӗн варринче хутшӑннӑ.

Юрӑҫа ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ хӑнана чӗннӗ. Лариса Пасхина «Ир пулсан» телекӑларӑмра тӳрӗ эфирта пулӗ. Кӑларӑм раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 7 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Сӑмах май каласан, чӑваш хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ телешоуна эфира раштавӑн 30-мӗшӗнче 19 сехет те 45 минутра кӑларӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/enteshsem/2962
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳренӗ автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл гаражра тӑнӑ.

Автобус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, гаражра тӑракан трактора ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

Автобус 2015 ҫулта кӑларнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл электрохатӗр юсавсӑр пулнипе ҫунма пуҫланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 435, 436, 437, 438, 439, 440, 441, 442, 443, 444, [445], 446, 447, 448, 449, 450, 451, 452, 453, 454, 455, ... 3671
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑ
Сурӑх: Ку эрнере ертÿлĕхпе хутшăннă чухне ăнăçу сирĕн енче пулĕ. Е карьера картлашкипе хăпаратăр, е шалу ÿсĕ. Официаллă учрежденисенчен пулашу ыйма лайăх вăхăт. Ĕçтешсемпе ăнланманлăх сиксе тухнă тăк халĕ шăпах мирлешме лайăх эрне.

Утӑ, 08

1911
113
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...