Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.9 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх
Пӗрремӗш канал видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Пӗрремӗш канал видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пӗрремӗш каналпа каллех чӑвашсене кӑтартнӑ. Хальхинче — ентешӗмӗрсем пӗтӗм халӑх хушшинчи «Раҫҫей» курав-форума епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Асӑннӑ форум чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, Мускаври ВДНХра уҫӑлӗ. Унта ҫӗршыври мӗнпур 89 субъект хутшӑнӗ.

Чӑваш Енре хатӗрленӗ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттии» мероприятин визит карточки пулассине пӗлтереҫҫӗ. Унӑн цифра копине асӑннӑ ҫурта кӗнӗ ҫӗре вырнаҫтарса хурӗҫ.

Куравра чӑваш йӑли-йӗркиллӗ туйпа паллаштарӗҫ. Пулас мӑшӑрсем, Максим тата Анастасия, туя ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/1888
 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ачасем кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче те уйлӑхсенче канӗҫ. Унта пурне те ямӗҫ. Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче ӳсекенсене ҫеҫ.

Ачасене талӑкӗпе пурӑнтармалли уйлӑхсене республикӑра виҫӗ ҫӗрте уҫӗҫ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.

Заявленисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсенче паянтан йышӑнма пуҫланӑ.

 

Республикӑра
sdelanounas.ru сайтри сӑн
sdelanounas.ru сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнче 3 арҫын ача рельссем ҫине чулсем хурса алхаснӑ. Ҫакна «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен машинист асӑрханӑ та кун пирки Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗн дежурнӑйне пӗлтернӗ. Лешӗ ку хыпара транспорт полицине ҫитернӗ.

Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, ҫак ӗҫе тунӑ арҫын ачасене тупнӑ. Вӗсем 18 ҫул тултарманнине кура ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Етӗрне районӗнчи Кӑташ ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пушар пулнӑ. 19 сехетре йывӑҫ ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ.

«Хӗрлӗ автан» ҫурта питӗ хӑвӑрт ҫавӑрса илнӗ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем пушара кӳршисем патне куҫма паман. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 63 ҫултискер, пушартан тухайман. Ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.

Шӑматкун Улатӑр районӗнчи Соловьевский поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта 50 ҫулти арҫын ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр хулинче пурӑнакан ӗҫсӗр программист графика дизайнерне вӗренет. Ӑсталӑха алла илме «Работа России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) кадр центрӗ май парать. Шӑпах асӑннӑ центр Никита Дементьева ҫӗнӗ профессие суйласа илме пулӑшнӑ.

«Хушма пӗлӳ илни мана хамшӑн ӗҫлеме май парӗ, программӑлас ӗҫе тарӑнрах ӑнланма пултарӑп. Сайтсем, веб-программӑсем хатӗрлесе укҫа ӗҫлесе илесси мана питех те хавхалантарать. Анимаци роликӗсем те ӑсталама юрататӑп», – хавхаланса каласа кӑтартнӑ каччӑ.

Ҫӗнӗ профессие Никита ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне вӗренсе пӗтермелле.

 

Культура
Людмила Петрован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Людмила Петрован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне муниципаллӑ округӗнче «Семейные традиции — основа крепкой семьи» (чӑв. Ҫемье йӑли-йӗрки — ҫирӗп ҫемье никӗсӗ) фестиваль иртнӗ. Ӑна XlX ӗмӗрти чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗнче йӗркеленӗ.

Унта ҫамрӑк ҫемьесем хутшӑннӑ. Вӗсем валли тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ. Музейри ӑсталӑх класӗсем урлӑ ҫемьери йӑла-йӗркене тытса пыма, ҫитӗнекен ӑрӑва унпа паллаштарма тӗллев лартнӑ.

Программӑра виҫӗ ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫленӗ: «Хуран кукли», «Уяв», «Чуччу».

Фестивале пухӑннисем чӑвашла тумланнӑ. Ӑсталӑх лаҫҫисене вырӑнти «Ачак ен» фольклор ансамблӗ чӑваш юррисемпе пуянлатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/feed?w=wall181662107_647
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кӑнтӑрла 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара 0 таранах ҫитӗ. Чи сивӗ кун юнкун пулӗ. Ун чухне пӗлӗтсен шайӗнчи сывлӑш 8 градус сивӗ пулӗ.

Ку эрнере йӗпе юр, кӗрпе ҫума пултарать. Ҫапах юр сийӗ пулмӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫӑвӗ, унтан ӑшӑтма пуҫлӗ. Эрне вӗҫӗнче сывлӑш температури 11-16 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫил вӑйланӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ку уйӑхра тек ӑшӑ пулмӗ. Ҫавӑнпа ҫитес канмалли кунсенче водительсене кустӑрмасене хӗллехипе улӑштарма сӗнеҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Маклашки ялӗнче пурӑнакансене ҫул ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Вӗсем ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ирттернӗ тӳрӗ линие те ку ыйтӑва янӑ.

Ыйтӑва айккине сирсе хӑварман. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗ ҫак ҫула 2024 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче юсассине пӗлтернӗ. Проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫул 1,6 ҫухрӑм тӑршшӗ.

Сӑмах май, тӳрӗ линие сӗнтӗрвӑррисенчен 55 ыйту килнӗ. Вӗсенчен 30 ытларахӑшӗ Маклашки ҫулӗпе ҫыхӑннӑ.

 

Хӗсмет
"Республика" хаҫат сайтӗнчи сӑн
"Республика" хаҫат сайтӗнчи сӑн

Раҫҫейре юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланнӑ. Вӑл рашавӑн 31-мӗшӗччен пырӗ.

Чӑваш Енри ҫар комиссарӗ Бахтиёр Холиков пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑран 1 пинрен кӑшт ытларах«» ҫамрӑк салтака кайӗ. Ҫуркуннехи призывпа танлаштарсан, самай сахалрах. Ун чухне 1400 яхӑн каччӑна ҫара илнӗ.

Служба срокӗ унчченхи пекех - 1 ҫул. Призывпа кайнисене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнтармӗҫ. Служба срокӗ вӗҫленсен вӗсене киле ярӗҫ.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Раҫҫейри паллӑ блогер Чистомэн Шупашкара килнӗ. Вӑл Ботаника садӗнче 1 сехетре 100 литр кӗрекен 10 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.

Чистомэн кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, парк хитре, анчах тирпейсӗр. Ӑна шывра ҫӳп-ҫап нумай выртни тӗлӗнтернӗ. Унта вӑл 5 ҫул каялла туса кӑларнӑ банка та тупнӑ.

Чистомэн михӗсене контейнера пересшӗн пулнӑ - анчах вӗсем Ботаника садӗнче ҫук. Ҫавӑнпа вӑл шупашкарсене михӗсене ҫӳп-ҫап контейнерӗ патне илсе ҫитермешкӗн пулӑшу ыйтнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 431, 432, 433, 434, 435, 436, 437, 438, 439, 440, [441], 442, 443, 444, 445, 446, 447, 448, 449, 450, 451, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 18

1987
38
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...