Чӑваш эстрада юрӑҫи Ольга Осипова пӗтӗм тӗнчери «Музыка караванӗ» хит-парадра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн «Пӗлӗт, пӗлӗт» юрри 500 юрӑран чи лайӑххи пулнӑ.
Ольга хӑйех юрӑсем ҫырать. Вӑл ултӑ чӗлхепе юрлать. Кунсӑр пуҫне «Юхха» фильмра ӳкерӗннӗ, унти трюксене хӑйех пурнӑҫланӑ.
Палӑртмалла: Ольга Элӗк тӑрӑхӗнчи Атмалкассинче ҫуралнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ.
Agabazar // 9621.0.5189
2025.03.14 10:34 | |
![]() |
Е паллă-ши?
Чăн малтан сцена çине кăлараканни К. Евруков текенскер пулнă пулмалла. Анчах та вăл «ку ман юрă» тесе çÿренине курман.