Паян ирхине Шупашкар округӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче пушар пулнӑ. «Хӗрлӗ автан» ташланине ирхи 5 сехетре асӑрханӑ.
Пушар 71 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче алхаснӑ. Малтан хуралтӑ таврашӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм пӳрт тӳрри ҫине хӑвӑртах куҫнӑ. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ урама тухса ӗлкӗреймен.
Пушар 128 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ӑна сӳнтерме 13 ҫӑлавҫӑ тата 4 техника хутшӑннӑ.