Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Кӳкеҫри ачасем Комсомольски тӑрӑхӗнчи ашпа наркӑмӑшланма пултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.02.2025 08:51 | 556 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлкуҫ: Следстви комитечӗ
Ҫӑлкуҫ: Следстви комитечӗ

Чӑваш Республикипе ӗҫлекен Россельхознадзор управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «Центр» ТМЯП ӗҫӗнче кӑлтӑксем тупнӑ.

Аса илтеретпӗр, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Кӳкеҫ лицейӗнче ачасем наркӑмӑшланнӑ: пӗрине пульницӑна хунӑ, ултӑ ачан килте сипленме тивнӗ. Лицейри ачасене вӗри апатпа «Центр» ТМЯП тивӗҫтерни паллӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗрӗслев органӗсем хӑйӗн ӗҫне пуҫӑннӑ. Чӑваш Республикипе ӗҫлекен Россельхознадзор управленийӗ «Меркурий» ФГУП урлӑ иртекен электронлӑ хутсене тӗрӗсленӗ те 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшпе 20-мӗшӗнче Кӳкеҫри лицея 177 килограмм аш кӳрсе килнине (ӑна Комсомольски тӑрӑхӗнчи Зарифзянов И.Р. фермер хуҫалӑхӗнче туса илнӗ, Соловьев Н.М. усламҫӑ тирпейленӗ) асӑрханӑ. Ку аша «Proteus йӑхӗнчи бактерисем» кӑтарту тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемен иккен.

Ҫапла май, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен «Апат-ҫимӗҫ продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» техника регламенчӗ ыйтнине пурнӑҫламан. Ҫакӑншӑн айӑплисен явап тытма тивӗ.

#Комсомольски районӗ, #Кӳкеҫ, #Кӳкеҫ лицейӗ, #апат-ҫимӗҫ, #пӑтӑрмахсем, #тӗрӗслевсем, #Россельхознадзор, #Шупашкар районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем