Республикӑра
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкара «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнмалӑх) ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн республикӑра икӗ кун пулӗҫ. Паян хӑнасем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта канашлу ирттернӗ, унтан Правительство ҫуртӗнче канашланӑ. Асӑннӑ фонд тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗрле пулса ваттисене вӑрах вӑхӑт пӑхмалли йӗркене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Пирӗн республикӑшӑн вӑл ҫӗнӗлӗх. Ӑна сӑнамалла мелпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Ҫӗмӗрлепе Канаш муниципаллӑ округӗсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫӗнӗлӗх ватисене пӑхса тӑракан тӑванӗсене те укҫа тӳлесе тӑма май парать. Вӗсем мӗнле ӗҫленине фонд тата халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сайтри сӑн Раҫҫейре экодиктант ҫыраҫҫӗ. Акцие Чӑваш Енре пурӑнакансем те хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна ирттермелли лапамсенчен пӗри ЧР Наци вулавӑшӗ пулнӑ. Унта иртнӗ акцие 35 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем 25 ыйтӑва хуравланӑ. Акци вӗҫленмен-ха. Чӳк уйӑхӗн 13-17-мӗшӗсенче тата чӳкӗн 20-24-мӗшӗсенче Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта экодиктант ҫырӗҫ. Чӳкӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи культура тата вулавӑш ӗҫӗн аталанӑвӗн центрӗнче диктант ҫырма пухӑнӗҫ. Ҫаван пекех акци Шупашкарти «Эткер» центрта, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра, Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче, Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() digitalocean.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине банк карточки ҫинчи 50 пин ытла тенки ҫухалнине асӑрханӑ та тӳрех полицие кайнӑ. Кӑштахран йӑлтах уҫӑмланнӑ: 9 ҫулти мӑнукӗ телефонра вӑйӑ вылянӑ иккен. Ача вӑйӑ валютине тата суперпӑшал илес тесе палламан ҫын мӗн ҫырнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Ҫапла вӑл 52-ри хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Счет ҫинчи укҫа ҫийӗнчех ҫухалнӑ. Ачан амӑшӗ кун пирки пӗлсен телефонри вӑййа тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑни 10 ҫул пулман. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗр вӗҫленсе пырать, хӗл ҫывхарать. Ыран ҫумӑр хушӑран кӑна ҫӑвӗ, хӗвел пӑхкалӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Юнкун тӗтре карса илӗ, ҫумӑрпа пӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫил ҫурҫӗр еннелле куҫӗ, кӑнтӑрла та сивӗ пулӗ. Ҫак кунран метеорологи хӗлӗ пуҫланать. Ҫитес канмалли кунсенче юр 20 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартма пултарать. Анчах хальлӗхе ҫакна ҫирӗплетсе калама ҫук. Ахӑртнех, чӳкӗн 17-мӗшӗнче кӑштах юр ҫӑвӗ, хура ҫӗр шуралӗ. Ҫапла сивӗ те типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ те ҫитес эренере циклон килӗ. Хальхинче - юрпа. Эппин, хӗл хӑйӗн вырӑнне йышӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ пулса тӑраҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ултӑ е унран та ытларах ачаллӑ кашни ҫемьенех юлашки виҫӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ. Кун пирки вӑл Шупашкарти Башмачников урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра хваттерлӗ пулнисене ҫӑра уҫҫи тыттарнӑ чух палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ ҫуртри 91 хваттере кивӗ ҫуртра пӳрӑнакансене панӑ, 16-шне — нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, 9-шне — тӑлӑх ачасене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсен «Коммуникаци ӑсти» уҫӑ конкурсне Раҫҫейӗн 75 регионӗнчи 655 специалист хушӑнать. Вӗсен йышӗнче пирӗн ҫӗршывӑмӑрӑн ҫӗнӗ регионӗсенчи — Донецк тата Луганск халӑх республикисенчен, Запорожье тата Херон облаҫӗсенчен, ҫавӑн пекех Кӑркӑстанри Бишкек хулинчен 11 ҫын хутшӑнать. Конкусра заявка тӑратман 14 регион шутӗнче Ингушети, Калмӑк Республики, Саха (Якути), Тыва, Кабардин-Балкар тата Карачай-Черкесск республикисем, Амур, Кострома, Курск, Магадан, Смоленск облаҫӗсем, Ненецк тата Чукотка автономи округӗсем, Еврей автономи облаҫӗ. Сӑмах май каласан, 20 специалист хӑсйем хӑш регионтан пунине кӑтартман иккен. 392 ҫын конкурса «Предприяти, организаци» категорире хушӑнать, 165-ӗн — «Патшалӑх управленийӗ» енӗпе, 98-ӑн — «Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх» енӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкар муниуципаллӑ округӗнчи сӗт туса илекен фермӑра 30 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет ҫурӑра пулнӑ. Рабочи тимӗр лесана куҫарнӑ чухне электропралука лектернӗ. Ток ҫапнипе вӑл ҫав самантрах вилнӗ. Вырӑнта оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, хӑрушсӑрлӑх техникине мӗнле пӑхӑннине тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 17 сехет те 40 минутра Комсомольскинче шкул автобусӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Автобус салонӗнче 15 ача тата 1 аслӑ ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул автобусӗн рулӗ умӗнче ларнӑ 54 ҫулти арҫын светофор умӗнче чарӑннӑ чухне дистанцие пӑхӑнмасӑр малта пыракан «Тойота» ҫине пырса кӗнӗ. Виҫӗ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем Шупашкартан театрализациленӗ представленирен таврӑннӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӑна прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 12 сехет иртсен Шупашкарти пӗр ҫуртӑн 12-мӗш хутӗнчи чӳречерен банкӑсем, эрех кӗленчисем, ытти ӑпӑр-тапӑр вӗҫме пуҫланӑ. Картишре ларакан темиҫе машина сиенленнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫакна тӑваканӗ - арҫын. Вырӑна полицейскисем, васкавлӑ медпулӑшу часах ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() "Контактри" сӑн Японири Йуто Хиҫияма Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхисене вӗренет. Вӑл чӑваш чӗлхипе те кӑсӑкланать. Вӑл чӑвашла калаҫма та, ҫырма та хӑнӑхнӑ. Ку кӑна мар, пирӗн чӗлхе пирки Японире те каласа кӑтартать. Йуто «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлернӗ тӑрӑх, вӑл ӗнер Японири Киото хулинчи университетра иртнӗ конференцире чӑваш чӗлхи пирки каласа кӑтартнӑ, постер хӑтланӑ. Постера вӑл чӑваш ялавӗн тӗсӗсемпе тата чӑваш орнаменчӗсемпе илемлетнӗ. Сӑмах май, кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Германире иртнӗ конференцире Йуто чӑваш чӗлхин инфинитив формисем ҫинчен тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |