Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет. Ӗнер Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче артистсем, аслӑ шкулсен проректорӗсем, преподавательсем, студентсем ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннӑ. Вера Кузьмина ҫинчен асӑннӑ институтӑн профессорӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Николай Григорьев аса илсе каласа кӑтартнӑ. «Ун ҫинчен кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, фильмсем ӳкереҫҫӗ, ӑна мероприятисем, конкурссем, фестивальсем халаллаҫҫӗ. Вӑл пирӗншӗн, пултарулӑх ҫыннисемшӗн, тӗслӗх пулса тӑрать. Эпир ун пекрех пулма тӑрӑшатпӑр. Эпир унӑн ырӑ ятне асра тытатпӑр», — ӑшшӑн палӑртса хӑварнӑ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 70 ҫулти арҫынна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ӑна округри пульницӑна ӗнер каҫхине илсе ҫитернӗ. Вӑл кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ. Ӑна кардиологсем, анестезиолог-реаниматологсем пӑхнӑ, сывлӑхӗ йывӑрланнине палӑртса пульницӑна вырттарнӑ. Паян ирхине арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Ӑна часрах Шупашкара куҫарма йышӑннӑ. Санавиаци вертолечӗпе илсе кайнӑ чухне унӑн сывлӑхӗ йывӑрах пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗҫех метеорологи хӗлӗ пуҫланасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку виҫмене пулӗ. Ун чухне юрпа ҫумӑр хутӑш ҫума тытӑнӗ. Ҫитес эрнере Шупашкарта 26 мм юр ӳкме пултарать. Ӑнланма: Норвеги шутлав моделӗпе 1 мм пирӗн 1 сантиметрпа танлашать. Чӳкӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ене Хура тинӗс енчен кӑнтӑр циклонӗ килет. Ҫапла сахалтан та икӗ кун юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Сывлӑш температури «минус» пулӗ. Ҫак прогнозчен тепӗр эрне-ха. Ҫавӑнпа юр нумай ҫуса лартасси пирки ҫирӗплетсех калама ҫук. Ҫапах 26 сантиметртан ҫурри таран ҫуса лартсан та ку нумай шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов страницинчи сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче ку тӑрӑхра пурӑнакансене упасем пирки асӑрхаттарнӑ. Нумаях пулмасть утамансене Апаш ҫывӑхӗнче курнӑ. «Ҫитес вӑхӑтра вӑрман ҫывӑхне ан кайӑр, ачӑрсене унта уҫӑлма ан ярӑр», - тесе ҫырнӑ пуҫлӑх. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, тунтикунранпа вырӑнти влаҫсем тата хастар ҫынсем упасем ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Шупашкар округӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ Апаш тӑрӑхӗнче икӗ упа ҫӳренине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан палӑкне уҫнӑ. Ҫав ятпа ирттернӗ меропритие культура министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский, артистка ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, сцени ӑстин ҫемйи пырса ҫитнӗ. Светлана Каликова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, чӑваш халӑхне Вера Кузьмина пулнишӗн питӗ ӑннӑ. Чӑн та, Вера Кузьмина калӑпланӑ сӑнарсем халӑх асӗнче юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗнче Вера Кузьмина актриса ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Архивра халӑх юратнӑ артисткӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Театр – пурнӑҫ ӳнерӗ» курав ӗҫленӗ. Экспозицисене Вера Кузьминан архивӗнчи документсенчен (вӗсем архивра упранаҫҫӗ) йӗркеленӗ. Вӗсен шутӗнче — рольсен тексчӗсем, спектакль репертуарӗсен программисем, артистка ҫинчен хаҫат-журналта пичетленсе тухнӑ материалсем, сӑнӳкерчӗксем... Архива пухӑннисем «Герои эпохи» фильма пӑхнӑ. Астӑвӑм каҫне артисткӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай та хутшӑннӑ. Вӑл — филолог, литература критикӗ, публицист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑхӗн музыка инструменчӗсем ҫинчен «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑн халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче иртнӗ семинарта сӳтсе явнӑ. Пуян музыка культуриллӗ чӑвашсем тӗрлӗ музыка инструментне ӑсталанӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр паллӑ инструментсемех манӑҫа тухса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, кӗсле, сӗрме купӑс, шӑпӑр. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культуришӗн пӑшӑрхакансем авалхи чӑваш инструменчӗсемпе калас йӑла-йӗркене чӗртсе тӑратасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ, ҫавӑншӑн чунне ыраттараҫҫӗ. Семинара Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шупашкар муниципаллӑ округсенчи, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи клубпа кану учрежденийӗсенче, ача-пӑча музыка шулӗсенче ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Пикшик ялӗнчи «Деревенский дворик» тата Китайри Хэйлунцзян компанисем импорт тата экспорт тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пӗтӗмпе - 200 миллион тенкӗлӗх. Шупашкар округӗнчи компани Китая качака тата ӗне сӗтне ӑсатма палӑртнӑ. Вӗсене экологи тӗлӗшӗнчен таса кӗленчесене тултарса ярӗҫ. Ҫапла Чӑваш Енри сӗте Раҫҫейре кӑна мар, Китайра та сутӗҫ. Сӑмах май, «Деревенский дворик» Мускавра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра «Магнит» суту-илӳ сечӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла компани туса илнӗ качака тата ӗне сӗтне Мускавра тата ун ҫывӑхӗнче сутма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() o76.pskovedu.ru сайтри сӑн Кӑҫал 10 уйӑхра республикӑри ҫул-йӗр ҫинче 739 авари пулнӑ. Вӗсенче 112 ҫын вилнӗ, 952-ӗн суранланнӑ. Статистика савӑнтармасть. Ку ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклес тесе республикӑра «Чӗрӗ юл» хӑрушсӑрлӑх эрни иртет. Ӑна ҫул-йӗр ҫинче вилнӗ ҫынсене асӑнмалли куна халалланӑ. Юлашки 5 ҫулта Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи аварире 602 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен 20-шӗ - ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ыран, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбома хӑтлӗҫ. СССР халӑх артисткин, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннин, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауеачӗ, «Ылтӑн маска» Пӗтӗм Раҫҫейри театр премийӗн лауреачӗ Вера Кузьмина (16.11.1923 – 22.10.2021) ҫинчен хатӗрленӗ ӗҫе Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартнӑ. Пултаруллӑ артистка Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ. Вера Кузьминана темиҫе хутчен орденпа чысланӑ. Ҫав шутра – «Халӑхсен туслӑхӗ», «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденсем, Хисеп орденӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |