Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Чӑваш Енре ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртӗ? «Агро-Инноваци» сайтӗнче ҫакна палӑртнӑ. Регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2024» курав ҫитес ҫул нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пуҫланӗ те пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫӗленӗ. Ҫав вӑхӑтра ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ те иртӗ. Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелсем йӗркелӗҫ, хамӑр патра тата ют ҫӗршывсенче туса илнӗ сортсен экспозицийӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе тутанма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш скульпторӗн Николай Кондрашкинӑн «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) проектне Чӑваш Енӗн патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Автор ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе наци культурипе ӳнерне аталантарас, пӑлхар чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тӑратнӑ. Аса илтерер, асӑннӑ проекта скульптор Шӑмӑршӑра пурнӑҫа кӗртет. Пӗлтӗр унта Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтракӑн палӑкне лартнӑ. Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ. Хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан пирӗн несӗлсем вӑл ерсте пынипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫарса янӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта ҫамрӑк водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл руле итлеттереймен. Инкек авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Улатӑрти Тельман урамӗнче пулнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 24 ҫулти каччӑ руле итлеттереймен - йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель вӑйлах аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл унта сывлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 13 сехетре Евгений Семенов тусӗсемпе Мари Эл вӑрманне кӑмпана кайнӑ. Юлташӗсем киле таврӑннӑ, вӑл вара - ҫук. 64 ҫулти арҫынна юлашки хут Мари Элти Хура Кӳлӗ поселокӗ ҫывӑхӗнче курнӑ. Ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ унччен те кӑмпана ҫӳренӗ, анчах ҫухалса кайнӑ тӗслӗх пулман. Евгений Семенов кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 88007005452 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() artembolnica2.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Тивӗш ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Ку - тилле пула. Унта урнӑ чирпе аптӑранӑ ҫак тискер чӗрчуна тупнӑ. Ҫакна лабораторире те ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак ялта карантин пулни пирки хушу алӑ пуснӑ. Халӗ 1000 метр радиуслӑ территори урнӑ чир тӗлӗшпе ӑнӑҫсӑр шутланать. Карантин Элтепер йышӑну тӑвиччен вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pravmir.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре хӗрлӗхенпе (корь) чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 53 ҫын чирленине шута илнӗ. Вӗсенчен 50-шӗ - Шупашкарта, пӗрер - Комсомольски тата Шупашкар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта. Кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 35 тӗслӗх пулнӑ. Пӗр уйӑхра тепӗр 18 ҫын хӗрлӗхенпе чирленӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе чирленӗ тӗслӗх 2019 ҫултанпа пулман. Хӗрлӗхенрен хӳтӗлекен вакцина чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен килмеллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алиса Лукина страницинчен илнӗ скриншот Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче Шупашкарта хорегорафи ӑсталӑхӗн «ВОЛГА – 2024» (чӑв. Атӑл — 2024) пӗтӗм тӗнчери телевидени фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Конкурсӑн администраторӗ пулма «Сарпике» ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫине Алиса Лукинана шаннӑ. Жюрире педагог тата хореограф, «Art House», и «House of Art» ташӑ ушкӑнӗсене йӗркелекенӗ тата хореограф, «Лёд и пламень», «Танцуй», «Dance Революция», «Танцы на ТНТ», «Ты Супер. Танцы», «Маска», «Маска. Танцы» проектсен хорографӗ Алексей Арапов тата ытти сумлӑ ҫын пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Наци коллективӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Вӑл Ставрополь хулинче иртнӗ. Ларӑва Ю.М. Лермонтов ячӗллӗ Ставропольти академи театрӗнче пуҫтарӑннӑ. Форум кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енрен кӑҫалхине юрӑпа ташӑ ансамблӗн гастрольпе концерт ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе иртекен менеджерӗ Леонид Антонов хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, пултарулӑх коллективӗ «Мы – Россия» (чӑв. Эпир — Раҫҫей) проекта хутшӑннӑ. «Хамӑр тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланатпӑр» концерт программипе ушкӑн Ижевск, Ҫыранҫи Чаллӑ, Киров тата Чистополь хулисен сценисем ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chgtrk.ru сайтран илнӗ скриншот Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Синкӗл районӗнчи Ялавӑрта Петр Маркин ҫыравҫа халалласа палӑк уҫнӑ. Унӑн авторӗ — Чӗмпӗр чӑвашӗ, Николай Кондрашкин скульптор. Тимӗрпе бетонран тунӑ палӑка Пётр Маркин ячӗпе хисепленекен вулавӑш умӗнче лартнӑ. Ялавӑр — Чӗмпӗртен иртсен Самар еннелле кайнӑ енче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ялта ҫавӑн пекех СССР халӑх артисчӗ Алексей Ургалкин ҫуралнӑ. Пётр Маркин пӗр вӑхӑт Хусанта, унтан Шупашкарти «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ, чӑваш телевиденийӗнче 22 ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ӳнер музейӗнче Исаак Левитанӑн оригинал-ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Вӗсене пирӗн патӑмӑрта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кайса курма май килӗ. Тӗнче шедеврӗн оригиналӗсем Третьяков галерейинче упранаҫҫӗ. Шупашкара мӗнле ӗҫсене илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах вӗсем пӗр темӑпа — Атӑл юханшывӗпе — ҫыхӑннӑ. Курав Шупашкарти Консантин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ . | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
| Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Шупашкар керамики» савута хута янӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ. | ||
| Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |