Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти ҫынсен мессенджерӗсене аферистсем «ҫӗмӗрнӗ» тӗслӗх нумайланнӑ. Кун пирки йӗрке хуралӗ пӗлтерет. «Манӑн пӗлӗшшӗн сасӑла» текен каҫӑ килет те ҫын унта пусать. Кун хыҫҫӑ вӑл хӑйӗн мессенджерне кӗреймест, унпа аферист хуҫаланма тытӑнать. 67 ҫулти хӗрарӑм та ун патне пӗлӗшӗ ҫырать тесе шутланӑ. Лешӗ 50 пин тенкӗ кивҫен пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним япӑххи пирки те шутламан, пӗлӗшне пулӑшма тесе 50 пин куҫарса панӑ. Чӑннипе вара ҫав ҫын ултавҫӑ пулнӑ. Вӑл пӗлӗшӗн мессенджерӗпе хуҫаланнӑ. Пӗлӗшӗ вара кӑшт маларах ача ӳкерчӗкӗшӗн сасӑлама ыйтса янӑ каҫӑ ҫине пуснӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнчи 67 ҫулти хӗрарӑмӑн иккӗмӗш хут инфаркт пулнӑ. Ӑна пӗр тӑхатамасӑр операци кирлӗ пулнӑ. Юрать, пациента санавиаципе Шупашкара илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑм авӑнӑн 13-мӗшӗнче кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Анчах выртсан иртсе кайнӑ та эмел ӗҫмен, тухтӑрсене чӗнмен. Кайран вӑйлӑрах ыратма пуҫланӑ. Кун хыҫҫӑн мӑнукӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Санавиаципе ӑна Республикӑри клиника пульницин юн тымарӗсен центрне илсе ҫитернӗ, ҫийӗнчех операци тунӑ. Ҫапла тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Халӗ хӗрарӑм хӑйне лайӑхах туять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче тракторист сарӑмсӑр вилнӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн тракторӗ айне пулнӑ. Ҫав кун «Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче 15 сехетре 34 ҫулти арҫын удобрени пушатнӑ чухне хӑйӗн тракторӗн кустӑрми айне пулнӑ. Вӑл ҫавӑн чухнех сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ. Ку ӗҫе Ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсене те явӑҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗкре пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 58 ҫулти арҫын пӗве хӗррине пулӑ тытма кайнӑ. Анчах вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнман - путса вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сӑмах май, ун пек инкек унччен Вӑрнар районӗнче те пулнӑ. Унта та арҫын пулла кайсан путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ливин Хӗрлӗ Ҫурма Уйӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче ҫил-тӑвӑл алхаснӑ хыҫҫӑн 11 000 яхӑн ҫын вилнӗ, тепӗр 20 пине яхӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Асар-писер ҫанталӑк пӗвесене аркатнӑ, ҫыран хӗррине тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Даниэль ятлӑ шторм Африкӑн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ ҫӗршыва вырсарникун ҫӗрле хупӑрласа илнӗ, темиҫе сехет иртсен Вади Дерна юханшыв ҫинчи икӗ пӗве ҫутҫанталӑк вӑйне чӑтайман, ишӗлнӗ. Пуринчен ытла Дерна ятлӑ портлӑ хула сиенленнӗ, унта 90 000 яхӑн ҫын пурӑнать. 11 000 вилнӗ ҫынсӑр пуҫне темиҫе пин ҫынна тинӗселле юхтарса кайни ҫинчен те пӗлтереҫҫӗ, вӗсен шӑпи паллӑ мар. Аль-Байда медицина центрӗн директорӗ The Guardian хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑк пулӑмӗ мӗнпурӗ 20 пин ҫын пурнӑҫне татма пултарнӑ. ПНО тӗп секретарӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра ҫутҫанталӑк инкек кӑларса тӑратма пултарасси пирки вӑхӑтлӑ систерме пултаракан системӑсем пулнӑ пулсан инкек масштабӗ пӗчӗкрех пулӗччӗ. Ливи парламенчӗн председателӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вара правительство катастрофӑна сирсе ярас тӗлӗшпе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Дерна тата Бенгази хулисене юсаса ҫӗнетме патшалӑх 2 млрд динар (412 миллион АПШ долларӗ) уйӑрма палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актёр ӑсталӑхӗпе режиссура факультечӗ театр пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ паллӑ датӑсене халалласа пӗрмаях ҫавра сӗтелсем йӗркелет. Кун пирки асӑннӑ учрежденире пӗлтереҫҫӗ. Хальхине, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнине, чӑвашсен профессилле театрне йӗркелесе янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавра сӗтелте паллӑ драматургӑн, тӑлмачӑн, актёрӑн, режиссёрӑн РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, СССР Писательсен союзӗн пайташӗн сумлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхне тарӑннӑн тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Саранскра спектакль кӑтартнӑ. Мордва Республикинчи наци драма театрӗнче Раҫҫейри наци театрӗсен «Театральная осень» (чӑв. Театр кӗркунни) фестивалӗ пырать. Чӑваш артисчӗсем Юхма Мишши ҫыравҫӑн повеҫӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Бориса Манджиев лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кӑтартнӑ. Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль тӳрисем чӑвашсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Сценографипе хореографи тивӗҫлӗ», - тенӗ театр критикӗ Армине Оганесян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ Китай тухтӑрӗсем ачасене пулӑшӗҫ. Асӑннӑ ҫӗршыври делегаципе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова тӗл пулнӑ. Китайри тухтӑрсем сывлӑх енчен хавшак ачасене реабилитаци тухма пулӑшасшӑн. Аякри специалистсене республика Правительствипе Раҫҫейӗн ача-пӑча фончӗ алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫланӑ май йыхравланӑ. Ачасен реабилитаци центрӗнче сипленекенсене Ли Шенкунь профессор тата ытти специалист тӗрӗслӗҫ. Сывлӑхне кура хӑш-пӗр ачана Китайра сиплеме направлени парӗҫ. Унта кайса килме хӑтланса ҫул ҫинче тӑкакланнине Раҫҫейӗн ача-пӑча фончӗ саплаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Муниципалитетсенче пурӑнакансемпе танлаштарсан шупашкарсем тӳре-шара патне ҫырма питех те хастар. Регион управленийӗн статистики кӑтартса панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла Шупашкар ҫыннисем халӑх тетелӗ урлӑ тӗрлӗ ҫитменлӗх пирки 4,5 пине яхӑн хутчен систернӗ. Шупашкарсем хыҫҫӑн хастарлӑхпа ҫӗнӗ шупашкарсем, канашсем тата улатӑрсем палӑрса тӑраҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансем урамсене, парксене, ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнсене хӑтлӑх кӗртме ыйтаҫҫӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, общество транспорчӗпе тата суциаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те ҫынсене канӑҫсӑрлантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Тепӗр майлӑ каласан республикӑри тата муниципаитетри спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Республикӑн Спорт министерствинче билетсемпе вырӑнсене малтанах йышӑнса хума сӗнеҫҫӗ. . Республикӑра пурӑнакансем бассейнсемпе, спорт лапамӗсемпе, тренажерсемпе тата фитнес-залсемпе, катоксемпе тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ . | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
| Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Шупашкар керамики» савута хута янӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ. | ||
| Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |