Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 12 сехет те 15 минутра Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 2-мӗш ҫурт патӗнче ача «зебра» патӗнче ҫур урлӑ каҫма тӑнӑ та машина айне лекнӗ. Ку инкек 10 ҫулти хӗрачапа пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫине кроссовер, «Киа» машина, пырса кӗнӗ. Ведомство аслисене ачасемпе ку ыйтупа калаҫма ҫине тӑрсах ыйтать. «Хӑвӑр та тимлӗ пулӑр!» - асӑрхаттарнӑ ШӖМ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
rg.ru сайтри сӑн Типӗ ҫанталӑк тӑнӑран, ҫӗр типсе кайнӑран Вӑрмар районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра комисси йӗркелӗҫ. Вӑл типӗ ҫанталӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине тишкерӗ. Кун хыҫҫӑн укҫан мӗнле пулӑшма май пуррипе паллаштарӗҫ. Палӑртмалла: кӑҫал ҫулла ҫумӑр сахал ҫунӑ. Ҫӗртме уйӑхӗ типӗ килчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр темиҫе хут вӑйлӑ ҫумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yur-gazeta.ru сайтри сӑн Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ виҫӗ ҫыншӑн ӗҫленӗ пек укҫа илсе тӑнӑ. Ҫапла ҫулталӑк ҫурӑ пулнӑ. 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗччен вӑл делопроизводитель тата хуралҫӑ вырӑнне ача пахчинче унччен ӗҫленӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Лешсем вара ӗҫлемен. Заведующи табеле ӗҫ кунӗсене ҫырса пынӑ. Ҫав икӗ ҫыннӑн пенси стажӗ пынӑ, вӗсемшӗн паракан укҫапа вара заведующи хӑй усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
2023 ҫулта Элӗк, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсен культура тата кану учрежденийӗсем автоклубсем туяннӑ. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ автоклубпа ҫула тухнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе вырӑнтисене паллаштарнӑ. Чӑн та, пур ялта та клубсем ҫук, тепӗр ҫӗрте пулсан та вӗсем йӗркеллӗ ӗҫлемеҫҫӗ. Автоклубсемпе концертсемпе район тӑрӑх ним мар ҫӳреме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Ядринмолоко» предприятире ҫӗнӗ производство линийӗ хута янӑ. Кӑҫал предприяти ҫӗнӗ технологи оборудованийӗ туяннӑ. Тӑпӑрчӑна хутаҫа тултаракан участокра талӑкра 5 тоннӑна тултарса ӗлкӗрме пулать. Автомат лини услам ҫӑва пӗр минутра 70 хутаҫа тултарса хума май парать. Унсӑр пуҫне предприятире шыва сивӗтмелли хатӗр те пур. «Ядринмолоко» предприяти производствӑна ҫӗнӗ оборудованипе пӗрмай пуянлатса тӑрать. Унта тӑрӑшакансене те ӗҫ укҫине аван тӳлесе тӑраҫҫӗ. Етӗрнери сӗт заводне Сергей Токубаев ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑмла туса илессине ӳстересшӗн. Асӑннӑ культура лаптӑкне 10 хут пысӑклатасшӑн. Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Етӗрне районӗнче пулнӑ май унти «Русхмель» обществӑри хӑмла тирпейлекен цехпа паллашнӑ. Предприяти хӑмла татмалли комбайн туяннӑ кӑҫал. Вӑл сехетре 500 килограмм татайрать иккен. «Эпир хӑмла туса илме вӗрентекен центр турӑмӑр. Пирӗн тӗллев — хӑмла туса илес текенсене вӗрентесси тата производствӑн мӗнпур тапхӑрӗнче кирлӗ инфраструктурӑна йӗркелесси», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Шӑрӑхра нумай ҫын шыва кӗрсе уҫӑлать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын путса вилнӗ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Инкек паян 17 сехет тӗлнелле пулнӑ. Арҫын виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫленӗ. Халӑх кореспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 45 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Про Горд" хаҫатран илнӗ сӑн Муркаш районӗнче паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, уй-хирте ҫавра ҫил алхаснӑ. Ҫакна ҫынсем видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫавра ҫил 5 минутра ҫур километртан кая мар вӗҫтернӗ. «Аякранах курӑнатчӗ. Самай ҫӳлелле кармашрӗ», - ҫапла пӗлтернӗ хаҫата халӑх корреспонденчӗсем. Сӑмах май, ку эрнере синоптиксем типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрасси пирки калаҫҫӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Атӑлта ҫамрӑк ГЭС ҫывӑхӗнче карапсем ҫӳремелли вырӑна ишсе ҫитнӗ. Анчах хайхискер каяла ишеймен – унӑн вӑйӗ пӗтнӗ. Кун пирки ҫынсем ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ун патне часах ҫитнӗ, кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланнӑ ҫамрӑкпа тӗплӗ калаҫу ирттернӗ, хӑрушлӑх пирки ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене туристсем йышлӑн килсе ҫӳреҫҫӗ. Пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче пирӗн пата туристсем килесси 45 процент нумайланнӑ, 147 пин ҫынпа танлашнӑ. Юлашки икӗ ҫулта пирӗн тӑрӑха туристсем килнин йышӗ 2,5 хут ӳснӗ, пӗтӗмӗшле цифрӑна илсен пирӗн тӑрӑхпа 546 пин турист паллашнӑ. Круиз турисчӗсен йышӗ 23 пин ҫын чухлӗ нумайланнӑ. Ҫак тата ытти цифрӑна республикӑра туризма аталантарассипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗнче асӑнса хаварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |