Сывлӑх
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакансене магнит тӑвӑлӗ пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн «K-index 6» класӗллӗ ҫак пулӑмӗ 14 куна тӑсӑлӗ. Геомагнит витӗмӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн сисӗне пуҫлӗ. Электромагнит хумӗсен шкали ҫав вӑхӑтра 2 балтан пуҫӑнса 6 бала (асӑннӑ улшӑнӑва 9 баллӑ шкалапа виҫеҫҫӗ) ҫитӗ. Электромагнит хумӗсем утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫеҫ лӑпланса ҫитӗҫ. Асӑннӑ тапхӑрта тӑварлӑ тата ҫуллӑ апат-ҫимӗҫ сахалтарах ҫимелле, шыв нумайрах ӗҫмелле, улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ ҫимелле. Ҫӗтӗлекен тата кутӑнлашакан, пули-пулмишӗн тарӑхакан, ҫын йӑнӑшне шырама юратакан, ыттисене тиркесе те хурлакан, япӑххине ҫеҫ асӑрхакан ҫынсен ку тапхӑрта уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, хӑйсене май килнӗ таран лӑпкӑ тытма тӑрӑшмалла, тулашса ҫӳремелле мар, пурнӑҫпа киленсе те савӑнса пурӑнма май тупмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлӗ. Музейра тата уйрӑм ҫын коллекцийӗнче упранакан 70-е яхӑн графика, живопись тата скульптура прозведенийӗсем пулӗҫ унта. Чӑваш алфавитне йӗркелесе янӑ мухтавлӑ ҫыннӑн, пултаруллӑ вӗрентекенӗн, ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ӗмӗрне ирттернӗскерӗн сӑнарне нумай художник кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Петр Сизов, Элли Юрьев, Иван Дмитриев, Николай Овчинников, Виталий Петров (Праски Витти), Юрий Ксенофонтов, Георгий Кузнецов тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
big-rostov.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ пухнӑ укҫине ултавҫӑсене тыттарса янӑ. Вӑл полицие пырса кун пирки пӗлтернӗ. Ун патне ирхине палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм экстремистла организацие укҫа куҫарнӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна ултавҫӑсем хӑтланнӑ-имӗш. Вӗсен хура ӗҫне чарса лартма хайхи «йӗрке хуралҫи» укҫа-тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм 1 миллион та 667 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӗҫех Чӑваш Ен делегацийӗ Турцие каймалла. Кун пирки Раҫҫейри посолӗ Мехмет Самсар ТАСС агентствӑна пӗлтернӗ. Самсар Раҫҫейпе хутшӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ иккенне, кунта Чӑваш Ен ҫак ҫыхӑнӑвӑн пӗр компоненчӗ пулнине палӑртнӑ. Хальлӗхе делегаци хӑҫан каясси паллӑ мар. Ку, посол каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, вӑл хӑҫан кайма пултарассинчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Филипп Лукин. Композитор и дирижер» (чӑв. Филипп Лукин. Композитор тата дирижёр) курав ӗҫлет. Ӑна виҫӗмкун, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, уҫнӑ. Курава РСФСР халӑх артисчӗ тата паллӑ композитор Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Паллӑ композитора портрет урлӑ В.М. Макаров, П.Г. Григорьев-Савушкин тата А.Н. Алимасов художниксем сӑнласа панӑ ӗҫсем музейра упранаҫҫӗ. Филипп Миронович Лукин (1913-1994) – композитор, хор дирижерӗ, педагог. Чӑваш Енре музыка культурине професси шайӗнче аталантарни ун ячӗпе те тӳрремӗн ҫыхӑннӑ. Сӑмах май каласан, Филипп Лукин — Мускаври консерваторире аслӑ пӗлӳ илнӗ малтанхи чӑваш музыканчӗсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче ҫулталӑкри пӗр ача мӗн ҫут тӗнчене килнӗренпех сипленет иккен. Ӳпке чирне пула вӑл хӑй тӗллӗн сывлаймасть. Кунне темиҫе хутчен те ӑна ятарлӑ аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Пӗчӗкскере темиҫе хут та операци тунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр операци тума тивӗ. Черетлӗ хутчен реабилитаци витӗр тухнӑ чухне ачана хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ йышши аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Нумаях пулмасть ача ҫулталӑк тултарнӑ. Ҫав ятпа Валентина Чумакова анестезиолог-реаниматолог килӗнчен торт пӗҫерсе килнӗ. Тухтӑрсем пӗчӗкскерпе питех те ҫывӑхланса кайнине палӑртаҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа ӑна вӗсем савӑнтарас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи 176-мӗш ача пахчи умӗнчи тротуар ҫине ҫынсем хӑйсен машинисене лартма тытӑнса кайнӑ. «Шупашкарти 176-мӗш ача пахчи умӗнчи тротуар ҫинче парковка туса хучӗҫ. Кӳмепе унтан иртсе кайма май ҫук, айккинчен пӑрӑнса ҫӳреме тивет, питӗ мелсӗр. Машинӑсене лартма юрамасть текен паллӑ вырнаҫтарма май ҫук-шим унта?» — тесе ҫырнӑ Телеграми каналсенчен пӗринче. Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек хыпара Телеграмра ҫырса лармалла мар, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцине систермелле, ун пек тусан транспорт хуҫисене явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хуралтӑ таврашӗ, пӳрт тӑрри ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 238 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушарнӑйсем унпа пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ. Ҫулӑм вӑйлӑ алхаснине кура вӗсем тепӗр икӗ бригада чӗннӗ. Ҫавна кура пушар 1-БИС рангри пулнине палӑртнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ. Пӑтӑрмах Хусанкай урамӗнче пулса иртнӗ. Пӗчӗкскер тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Арҫын ача чӳрече янаххи ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӑл шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ та урама персе аннӑ. Шӑпӑрлан вилнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн вырӑна правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем пырса ҫитнӗ. Вӗсем тӗпчев ирттереҫҫӗ. Усал хыпар пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явакансенчен чылайӑшӗ чӳрече ҫине ятарлӑ ҫӑра вырнаҫтармалла, вӑл хаклӑ та мар тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пурӑнакансем пусма картлашкине такам вӑрлать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки вӗсем Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта хыпарланӑ. Хулан Восточнӑй поселокӗнче ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна тимӗр картлашкасенчен йӗркеленӗ. Хитре, пысӑк картлашкасенчен. Анчах пусма картлашкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалма тытӑннӑ. Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, пусма картлашкине малтан такамсем хускатаҫҫӗ, унтан пӗр виҫӗ кун иртсен ҫав тимӗр таҫта кайса ҫухалать. «Те тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ, те такам хӑйӗн дачине йӑтса каять», — пуҫ ватаҫҫӗ хула ҫыннисем. Тимӗр картлашка ҫук вырӑнпа анса ҫӳреме йывӑр, йӗпе-сапара ҫав вырӑн нӳрелсе каять те урана шуҫтарать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |