Администраци ӗҫченӗ ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. ШӖМ ку хӑш муниципалитетра пулнине пӗлтермен.
Палламан ҫын унӑн ашшӗ патне шӑнкӑравланӑ, килти счетчике улӑштармаллине каланӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре (вӑл пӗр округ администрацийӗнче ӗҫлет) вӗсемпе хӑй калаҫнӑ.
Ҫав ҫынна ӗненсе арҫын тӗрлӗ счет ҫине 500 пин тенкӗ куҫарнӑ, унтан ашшӗпе амӑшӗ пухнӑ укҫана та куҫарса панӑ. 2 млн тенкӗсӗр юлсан тин хайхи тӳре ултавҫӑсен аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.