Раҫҫейре
![]() newsland.com сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин ӗҫ, социаллӑ политика тата ветерансен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн пайташӗ Андрей Алехин амӑшӗн капиталне хваттер туянмалӑх ҫитмешкӗн индексацилеме сӗнет. Кун пирки вӑл «Лента.ру» портала пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, амӑшӗн капиталӗн хваттер туянма ҫитмелле. Ҫурт-йӗр вара юлашки вӑхӑтра самай хакланнӑ. «Паян ку укҫапа хваттер патне ан пыр. Амӑшӗн капиталне ӳстермеллех», - тет депутат. Вӑл тӗслӗх те илсе кӑтартнӑ: миллионник-хуласенче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер вӑтамран 4 пин тенкӗ тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Тӳрӗ линири видео скринӗ Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Радио родных дорог» хумӗсем ҫинче тӳрӗ эфир ирттернӗ. Ӑна итлекенсем Олег Алексеевича мӗнле юрӑ килӗшнине пӗлеҫҫӗ. Константин Донской телеертӳҫӗ Элтепертен мӗнле юрӑ килешни пирки ыйтнӑ. «Пурте тенӗ пекех мана «Есть только миг в этом мире будущем» юрра килӗштернине пӗлеҫҫӗ. Ӑна ман валли тӑтӑшах саккас параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне паллӑ ушкӑнсем юрлакан юрӑсем те килӗшеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Любэ». Питӗ лайӑх репертуар. Ку репертуартан ытларах килӗшекен юрӑсем пур. Тӗслӗхрен, «Там за туманами». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mirtesen.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре юлашки эрнере 2 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Кун пирки объясняем.рф сайт пӗлтерет. Раҫҫейӗпе вара ку чире 76 ҫын парӑнтарайман. Чӑваш Енре чӳкӗн 6-12-мӗшӗсенче 434 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 42 ҫынна стационара илсе ҫитернӗ. Танлаштарма: чӳк пуҫламашӗнче 48 ҫын тухтӑрсем патне лекнӗ. Палӑртмалла: пӗр эрнере икӗ пациент кӑшӑлвирусран вилни ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш пукане театрӗнче шкул театрӗсен «Асам» республикӑри конкурсӗн республика шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Фестивале ирттерме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева сӗннӗ. Ӗнер хӑйсен ӗҫӗсемпе Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи Чулкассинчи тата Шупашкарти 53-мӗш вӑтам шкулсем паллаштарнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Финалистсен ячӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 11 сехетре СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923-2021) вил тӑпри ҫинче палӑк уҫӗҫ. Аса илтерер: пултаруллӑ сцена ӑстине Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинчи паллӑ ҫынсен аллейинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ. Палӑк уҫнӑ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗнче Вера Кузьмина ҫинчен ӳкернӗ фильма хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче актриса пурӑннӑ Шупашкарти Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне Анна Ивановӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Анна Иванова асӑннӑ должноҫре пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ. Юридици, педагогика, журналистика пӗлӗвӗллӗ хӗрарӑм унччен уголовлӑ исполнительнӑй тытӑмра 16 ҫӳл тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Чуракасси ялӗнчи Совет урамӗнче чӳкӗн 11-мӗшӗнче кирпӗч ҫурт ҫунса кайнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫулӑм мӗнрен тухнине палӑртман. Инкек вӑхатӗнче пӳртре икӗ ҫын пулнӑ: 1953 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи тата 1956 ҫулхи хӑна. Пушара сӳнтерсен вӗсен виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Лавккасенче ӗҫлекенсене пӗри улталаса ҫӳренӗ. Вӑл Канаш тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче улталама ӗлкӗрнӗ. Ҫамрӑк мар арҫын суту-илӳ точкисене кӗрсе хаклӑ мар япала туяннӑ. Уншӑн вӑл 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Кайран тавара тӗрлӗ сӑлтав тупса каялла пырса панӑ, ҫав вӑхӑтра банкнотӑсенчен пӗр пайне вӑрласа юлнӑ. Суту-илӳ точкисене вӑл 8 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Сӑнпа пӑхсан арҫын 50-55 ҫулсенче, 175-180 сантиметр ҫӳллӗш. Арҫынна паллакансене йӗрке хуралҫисене 8 937 959 79 99 е 102 телефонпа шӑнкӑравласа пӗтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() carsweek.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва кӑҫалхи 10 уйӑхпа тишкернӗ те, вӑл кӑткӑссине палӑртнӑ. Паян ҫак ыйтӑва Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Инкексен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 12,1 процент, аманнисен шучӗ 11,1 процент чакнӑ пулин те вилекенсен йышӗ нумайланнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владмир Романов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкексен тӗп сӑлтавӗсен шутӗнче машинӑсем хӑвӑртлӑха ӳстернипе, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнипе, пӗр машинӑран тепри иртсе кайнӑ чух йӗркене пӑхӑнманнипе, ҫул хӗресленнӗ тата ҫуран каҫмалли вырӑнсенче асӑрханманнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхран пухакан сӗтӗн вӑтам хакӗ 20 тенке ҫитнӗ. Нумаях пулмасть ведомство ялсенчи хаксене тишкернӗ. Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 1 литр сӗте вӑтамран 20 тенкӗ те 30 пуспа пухнӑ. Кунашкал хак юлашкинчен кӑҫал пуш уйӑхӗнче пулнӑ. Кайран хак самаях чакса ларнӑ. Утӑ уйӑхӗнче чи пӗчӗк хак пулнине палӑртнӑ: 14 тенкӗ те 60 пус. Сӗте халӑхран чи пысӑк хакпа пухакан округ – Элӗк. Унта 1 литрне 24 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенче 1 литрӗ 22 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |