
Пӑрачкав округӗнчи Анастасово ялӗнче вӑрҫӑра вилнӗ салтаксене халалласа Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫутнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кӳршӗ Коровино тата Бахмутово ялӗсенчен 900 ытла ҫын фронта кайнӑ, вӗсенчен 437-шӗ каялла таврӑнайман.
Ку проекта «Ниме – халӑх бюджечӗ» программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма Шупашкар хулинчен, Мухтав Монументӗнчен, илсе килнӗ. Пӑрачкав округӗнчи Анастасово ялӗнче ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр» акципе килӗшӳллӗн ҫутнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Пӑрачкав округӗнче «Ниме – халӑх бюджечӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 70 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ, пӗтӗмпе – 163,6 миллион тенкӗлӗх. Пилӗк проекчӗ вӑрҫӑ астӑвӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Кожевенное, Семеновское, Никулино ялӗсенче палӑксене юсанӑ, Напольное, Анастасово ялӗсенче вара Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма ҫутма мемориасем патне газ илсе пынӑ.

Юлашки талӑкра Чӑваш Енре ейӳ тӗлӗшпе лару-тӑру лайӑхланнӑ. Патӑрьел, Канаш тата Ҫӗрпӳ округӗсенче ейӳ шывӗ чакнине палӑртнӑ, 32 кил хуҫалӑхӗнчен шыв кайнӑ.
Ҫапах лару-тӑру ҫивӗч: Комсомольскинчи, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗнчи, Пӑрачкав округӗнчи Кожевенное ялӗнчи 18 кил хуҫалӑхне ейӳ шывӗ илме пултарас хӑрушлӑх пур.
Республикӑн кӑнтӑр енче те лару-тӑру йӑлтах лайӑхланман: Сӑр шывӗ ҫыранран тухнӑ. Улатӑр хули патӗнче вӑл кӗҫӗр 20 сантиметр хӑпарнӑ. Ҫапах хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан кӑтарту мар ку.
Мӑн Ҫавал шывӗ вара чакма тытӑннӑ: пӗр талӑкра унӑн шывӗ 4 сантиметр аннӑ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав округӗнчи Кожевенное ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 3 гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» часах парӑнтарнӑ. Инкекре ҫынсем шар курман.
Инекеклӗ лару-тӑру министерстви вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулни пирки аса илтерет.

Республика тӗп хулинче пурӑнакан Александр Пеньков нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ датӑпа юбиляра Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем килне кайсах саламланӑ. Ватӑ ҫынна асӑннӑ учрежденин социллӑ ӗҫченӗ пӑхать.
Пӑрачкав районӗнчи Кожевенное ялӗнче ҫуралнӑ арҫын Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫулталӑк хушши Чита облаҫӗнче МТС директорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑна таврӑннӑ. Вӑйпитти ҫулӗсенче Шупашкарти пӗр строительство организацийӗнче директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Мӑшӑрӗпе, вырӑс чӗлхи учителӗпе Галина Александровнӑпа, пӗр ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Ывӑлӗ авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ – запасри майор. Хӗрӗ планпа экономика техникумӗнче бухгалтер специальноҫне алла илнӗ, ҫав енӗпе тимлет. Юбилярӑн – 3 мӑнук, мӑнукӗсенчен пӗрин 1 ача пур.
