Чӑвашлӑх
![]() Алексей Козловӑн джаз-клубӑн «DIVA ETHNO FUTURE SOUND» этнопроектне куракансем юратса йышӑнаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи кунӗнче иртнӗ концерта нумаях пулмасть CD-диск ҫине куҫарнӑ. Асӑннӑ концерт ун чухне Алексей Козлов клубӗнче иртнӗ. Пластинкӑна Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн Праски Витти ӳкерчӗксем илемлетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ку хыпара эпир каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те сире те пӗлтересех килет. Йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн Питӗрти ҫӑмӑл атлетка, 95-ри Надежда Игнатьева (Платонова) пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Надежда Михайловна аслӑ шкултан пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухнех ҫӑмӑл атлетика енӗпе РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Николай Зайцев патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Секцинче СССРӑн пулас чемпионӗсем вӗреннӗ. 1951 ҫул вӗҫӗнче унта малашлӑхлӑ чӑваш спортсменӗ Ардалион Игнатьев вӗренме пуҫланӑ. 1953 ҫулта вӗсем Надежда Михайловнӑпа пӗрлешнӗ. Алексей Макаревский тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ардалион Васильевичӑн спортри тата пурнӑҫӗнчи ӑнӑҫӑвӗ Надежда Михайловнӑпа тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Мӑшӑрӗшӗн вӑл шанчӑклӑ юлташ, хавхалантарса пыракан мӑшӑр пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Вӑрманкас-Асламас ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку - ял ҫыннисемшӗн пысӑк савӑнӑҫ. Вӑрманкас-Асламас ялӗнче унччен ФАП пулнӑ. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хута янӑ. Кивӗскер хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑман. Ялта 200 ытла ҫын пурӑнать. Вӗсен йышӗнче ваттисемпе сусӑрсем пур. Район пульницине ҫитме инҫе - 30 ҫухрӑм. Ҫӗнӗ ФАПа ҫуркунне тума пуҫланӑ. Ӗҫе темиҫе уйӑхра вӗҫленӗ. Таврари территорие хӑтлӑлатма ҫынсем те пулӑшнӑ. Ҫӗнӗ ФАПра пӗтӗм услови пур. Вӑл - Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи 15-мӗш фельдшерпа акушер пункчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Надежда Колебановӑна ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗнертенпе, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, асӑннӑ ведомствӑна ертсе пыма Алина Елисеевӑна шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Ҫӗнӗ ертӳҫӗне ҫирӗплетиччен. Вӑл хӗрарӑм ҫав савӑнта Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мария Мамаева куҫ курманнисен хушшинче ишессипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура 8 медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Мускав ҫывӑхӗнчи Раменское хулинче иртнӗ. Мария 50 тата 100 метрлӑ дистанцисене ишсе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл 50 метра ирӗклӗ ишсе тата 100 метра комплекслӑ ишсе мала тухнӑ. Ку кӑна мар. Мария ҫурӑм ҫинче ишсе тата 200 метра комплекслӑ ишсе кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: Мария Олимп резервӗсен 9-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн куҫӗ 90 процент курмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Канаш муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна йывӑҫ каснӑшӑн суд туна. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул. Ҫак арҫын кӑҫал утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче бензопӑчкӑпа усӑ курса вӑрманта темиҫе йывӑҫ каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 113 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Ҫапах унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр текех ирӗлмӗ, хӗл ларнӑ. Паян ҫил-тӑман вӗҫтеркелет, ҫил кастарать, ҫавна май тата сивӗ пек туйӑнать. Ҫитес икӗ кунра сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле 14-16 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче вара ӑшӑтӗ, 0 градус пулӗ, ҫил лӑпланӗ. Тунтикун термометр «плюс» кӑтартӗ, кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫул ҫинче юр ҫӑрӑлма пултарӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Ӑшӑ нумайлӑха тытӑнса тӑмӗ, часах сивӗтӗ. Ытларикун ҫулсем пӑрлакланӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ. Уйӑх вӗҫӗнче 6-8 градус сивӗ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав сивӗ те типӗ ҫантанлӑкран пуҫланӗ. Пӗрремӗш декадӑра термометр 20-25 градус кӑтартма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() letsgophotos.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа чирлекен нумайлансах пырать. Чӳкӗн 13-19-мӗшӗсенче республикӑра унпа 495 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнере вара - 434 ҫын. Иртнӗ эрнере 1 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫак тапхӑрта 52 ҫынна пульницӑна сипленме вырттарнӑ. Раҫҫейӗпе илес пулсан та, кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Иртнӗ эрнере ҫӗршывра 93 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнине палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку таранччен ҫак амак 4747 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансен халӗ таса та паха шыв ҫителӗклех. Нумаях пулмасть унта «ЖКХ сферине ҫӗнетесси тата аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн шыв башни вырнаҫтарнӑ. Таса шыв ыйтӑвӗ чӗчкенсене 10 ҫул ытла канӑҫсӑрлантарнӑ. Ялта нумайӑшӗ выльӑх-чӗрлӗх усрать. Вӗсене пусӑран, юханшыв-пӗверен ӑсса шӑварнӑ. Анчах 10 ҫул хыҫҫӑн шыв ыйтӑвӗ тата ҫивӗчленнӗ. Халӗ чӗчкенсем шывпа перекетлемесӗрех усӑ кураҫҫӗ. Башньӑри шыв ҫынсем валли те, выльӑх валли те ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Анастасия Степанова архивӗнчи сӑн Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Анастасия Степанова «Санкт-Петербург вице-мисӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. Анастасия - 37 ҫулта. Вӑл Шупашкарта ӳснӗ, кунтах пӗлӳ илнӗ. Пирӗн ентеш нумай ҫул ӗнтӗ Питӗрте пурӑнать. Вӑл - 3 ача амӑшӗ. Анастасия - косметолог, перманент макияжӗ тӑвакан специалист. Хӗрарӑмсене илемлӗ тата телейлӗ пулма пулӑшать вӑл. Малтан Анастасия Питӗрти Красногвардейск районӗнче иртнӗ илем конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӑл иккӗмӗш вице-мисс пулнӑ. Кӗр пуҫламӑшӗнче вара пирӗн ентеш Питӗрти илем конкурсне хутшӑнма шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |