Шупашкарта «Чӑваш Ен мисне» суйланӑ. Кӑҫал 30-мӗш хут иртнӗ конкурсра тӗп хулари 4-мӗш гимназине ӑс пухакан Влада Комарова ҫӗнтернӗ.
Ӑна коронӑна пӗлтӗр «Чӑваш Ен мисӗ» ята тивӗҫнӗ Алла Кадеева панӑ. Конкурса курма тата унта хутшӑнакансене хавхалантарма 2023 ҫулти «Чӑваш Ен мисӗ» тата пӗлтӗр «Тӗнче уҫлӑхӗн мисӗ» ята тивӗҫнӗ Валентина Алексеева та килнӗ.