Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ку сезонра туристсен теплохочӗ пӗрремӗш хут чарӑнӗ. Вӑл – «Алдан».
Теплоход паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн Чулхуларан тухнӑ. Ыран ирхи 8 сехетре вӑл Шупашкарта чарӑнӗ. Кунта вӑл 4 сехет тӑрӗ те каялла кайӗ, ҫула май Козьмодемьянск хулинче 2 сехетлӗхе чарӑнӗ. Чулхулана теплоход вырсарникун ирхи 10 сехетре таврӑнӗ. Тепрехинче «Алдан» Костромаран тухса Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чарӑнӗ.