Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсенчен пӗрне «РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята панӑ. Сӑмахӑмӑр Надежда Соловьёва пирки пырать. Унпа «Рувики» интернет-энциклопедин чӑвашла пайӗнче те паллаштарнӑ.
Надежда Соловьёва 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мари АССРӗнчи Туҫи Мари районӗнчи Коротни ялӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулта Н. К. Крупская ячӗллӗ Мари патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1977 ҫултан пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӑй хурать. 2002 ҫултанпа Ходяшевсен ячӗллӗ Шупашкарти ачасен 4-мӗш музыка шкулӗнче те тӑрӑшать.
2014 ҫулта I Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче тӗрлӗ номинацире I степеньлӗ лауреат тата II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. 2016 ҫулта III Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ («Вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗ» номинацире).
2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви ирттерекен «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ, унӑн вӗренекенӗ Степан Николаев ҫак конкурсӑн дипломне ҫӗнсе илнӗ.