Апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳсни Чӑваша та пӑшӑрхантарать иккен. Сӑмахран, ӗнер Ҫӗмӗрде хула администрацийенче те кун пирки калаҫу пулнӑ. Калаҫӑва суту-илӳ лавккасен, апатлану вырӑнӗсен хуҫисем, оптлӑ майпа туянакансем тата апат-ҫимӗҫ промышленносҫӗн ертӳҫисем хутшӑннӑ. Калаҫура Министрсен кабинечӗ кӑларнӑ 266 №-лӗ «Тавар хакӗсене чарса лартасси пирки» постановленине пӑхса тухнӑ, ӑна пурнӑҫламалли майсене сӳтсе явнӑ. Ҫӑнӑх, сӗт, ӗҫнӗ сӗтрен пулнӑ апат-ҫимӗҫ, ҫу, ҫӗрулми хакӗсене шӑнтса (вырӑсла каласа «заморозили») лартнӑ
|
Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн хыпарҫи пӗлтернӗ тӑрӑх ку ялти «Штанар» ҫырминче ҫӗнӗ пӗве йӗркеленӗ. Пӗви Анаткас Уҫырман Уйкас (Полевая) урамӗнче вырнаҫнӑ иккен. Пӗвене кӗске вӑхӑтра Кириллов Сергей тракторҫӑ туса лартнӑ. Пӗви хальхи вӑхӑтра шывпа тулать.
|
|
- Паян пирӗн паллӑ кун: литпӗрлешӳ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ, — пуҫларӗ калаҫӑвне унӑн ертӳҫи Н.Н. Ларионов. Пурне те уявпа саламланӑ хыҫҫӑн вӑл малашнехи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пӗрремӗшӗ — “Шевле ҫути” иккӗмӗш кӗнекине кӑларасси. Ӑна тума малтанах материал пухмалла, укҫа-тенкӗ шырамалла, пулӑшу ыйтса ҫырупа тухмалла — йышӑнчӗҫ шевлеҫӗсем. Редколлеги членӗсене суйласа хӑварчӗҫ. Унтан А.Ф. Ермилов (Юман) Шупашкарти ҫыравҫӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, ӗмӗт-шухӑшне уҫса пачӗ. Шевлеҫӗсем “Канаш” хаҫатӑн литература страници пирки те сӑмах хускатрӗҫ. “Унта ҫӗнӗрен сӑвӑ-калав пичетлеме пулать. Унччен пичет управленийӗ пире ирӗк паман. Вулакансен ӑс-хакӑлне ӳстерес тесен хаҫатра тӗрлӗ енлӗ хайлавсем пулмалла, – терӗ Николай Николаевич.-Пирӗн ытти хаҫат-журналпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме май пур, хайлавӑрсене ярса пама ан вӑтанӑр”. Анатолий Дмитриев–Ырьята ҫырулӑх ӑҫне ҫамрӑксем хутшӑнманни канӑҫсӑрлантарать. - Кампа ӗҫлемелле пирӗн? Кама вӗрентмелле?-терӗ вӑл пӑшӑрханса. - Ҫыравҫӑсемшӗн паян ку чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Чӑваш чӗлхине вӗренекен ҫамрӑк хунавсене явӑҫтарма тӑрӑшмалла. |
Чӑвашсен наципе культура федераци шайӗнчи автономийӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен юхӑмӗ дискотекӑсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлни пирки пӗлтерет!!! Пӗрремӗш дискотека Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Коммуна» клубра иртӗ. 18 сехет ҫурӑра пуҫланать!
Дискотека программинче эсир интереслӗ конкурссене хутшӑнма, вӗсенче парнесем ҫӗнсе илме пултаратӑр! Дискотекӑра Мускав чӑваш пикисем те пулӗҫ. Дискотека хыҫҫӑн укҫа тӳлесе каҫхи пайне юлма пулать.
Адрес: Тула метро, Ман Тула урамӗ, 44 ҫурт. Ытларах ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать – o.a.borisova@mail.ru
Клуба мӗнле ҫитмеллине кунта ӳкерсе кӑтартнӑ — http://kommunaclub.ru/where.page
Хӑвӑр та килӗр, юлташсене те чӗнме ан манса кайӑр! Дискотекӑна йеркелекенсем сирӗнпе хаваспах тӗл пулӗҫ! |
Пушкӑрт ҫӗрӗнчи чӑвашсем кӑҫал авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Авӑркас районӗнче пурӑнакан, "Шуратӑл" литпӗрлешевӗн ертӲҫин Александр Савельев-Сасӑн юбилейӗ иртни пирки пӗлтереҫҫӗ. 75 ҫул тултарнӑ ятпа ӑна саламлаҫҫӗ. Пирӗн пӗрлӗх те ӑна саламлать, ӗҫӗнче ӑнӑҫу, пурнӑҫӗнче телей сунать! |
Шупашкар хулинче ултӑ пин ача валли ача сачӗсенче вырӑн ҫитмест. Кун пирки Шупашкар хула Администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗн ертӳҫи Сергей Кудряшов нумай пулмасть пӗлтерчӗ. Хулари ача сачӗсем пурӗ 20 пин ачана йышӑнма пултараҫҫӗ, вӗсене вара халӗ 21 пине яхӑн ача ҫӳрет. Лару-тӑрӑва лайӑхлатмашкӑн хулари ача-сачӗсене каялла тавӑрма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех пуррисене ҫӗнетсе ача вырӑнӗсене ӳстереҫҫӗ. Хулара ҫавӑн пекех 2009 ҫул валли икӗ ҫӗнӗ ача сачӗ йӗркелеме палӑртнӑ.
|
Ҫитес ҫулхи Республика Кунӗнчи мероприятисем Шупашкарта тата Республикӑн Муркашпа Йӗпреҫ районӗсенче иртӗҫ. Кун пирки нумай пулмасть Н.В. Фёдоров Хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Муркашпа Йӗпреҫ районӗсене ыттисенчен лайӑхрах аталаннӑ пирки суйласа илнӗ.
|
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх вӗрентӳ институтӗнче Тӑван ен культурине вӗрентекен вӗрентӳҫӗсем валли курс пуҫланать. Икӗ эрне тӑсӑлӗ. Курсра ҫак предмета вӗрентмелли методикӑна сӳтсе явӗҫ, каласа парӗҫ. Курс пирки вӗрентӳ институчӗн 216 пӳлӗмне кӗрсе пӗлме пулать. |
Иртнӗ кану кунӗсенче Пӑрачкавӑн тӗп лапамӗнче спортсменсем «Пӑрачкав хыпарӗ» («Порецкие вести») хаҫат парнишӗн тупӑшма пухӑнчӗҫ. Ку ӑмӑртӑва авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех ирттерме палӑртнӑ пулин те халӗ тин пурнӑҫлама май тупӑннӑ. Ҫанталӑкӗ те ку канмалли кунсенче ӑшӑ та уяр тӑчӗ. Пухӑннӑ спортсменсене район пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене туса пыракан Е. Лебедев, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ С. Галкин, Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Барыкин, хаҫатӑн тӗп редакторӗ Г. Карпов ӑшӑ сӑмахсемпе саламларӗҫ. Малти вырӑна йышӑннӑ ӑмӑртуҫӑсене хаҫат ҫине тӳллевсӗр ҫырӑнтарчӗҫ, партесемпе тивӗҫтерчӗҫ.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |