Суйлав иртрӗӖнер, раштавӑн 2-мӗшӗнче, пурте пӗлетпӗр, ӗнтӗ, суйлав иртрӗ. Малтанлӑхи пӗтӗмленӳ (98% тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн) тӑрӑх Чӑваш Ен ҫапла суйланӑ: ытларах пайӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» сасӑланӑ (62,28%), РФКП-шӑн — 12,64%, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫейшӗн» — 10,32%, РЛДП-шӑн — 8,47%. Ытти партисемшӗн 2% каярах сасӑланӑ. Сасӑлама пурӗ халӑхӑн 70,6% пынӑ. Тӗп суйлав комиссийӗ ку малтанхинчен ытларах пулнине ҫирӗплетнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӑхсан вара ҫапла сасӑланӑ: * «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 64,1%; * РФКП — 11,6%; * РЛДП — 8,2%; * «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 7,8%; Суйлава пурӗ сйлама пултаракан 63% халӑх хутшӑннӑ.
| ||
Раштавӑн 8-мӗшӗнче Эрмитажӑн шалти картишӗнче «Раштав симфонийӗ 2008» ятлӑ пӑр ҫинчи театр-конкурс иртӗ. 11 сехетре хӑйсен пултарулӑхне ҫамрӑккисем кӑтартӗҫ, 16 сехетрен пуҫласа вара — аслӑраххисем. 24 сехет хушши ку мероприяти иртӗ — чӑнласах та интересли унта нумай пулӗ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче вара, каҫхи 17 сехетре жюри ӗҫсене пӑхса тухса ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ.
Ку конкурса Чӑвашран килнӗ А. Молоков скультурӑҫӑ та хутшӑнӗ. Скульптурӑҫ каласа панӑ тӑрӑх вӑл лира ӑҫталама хатӗрленнӗ. Лира ӑшӗнче вара, Раштав палли, пӗчӗк ача выртӗ .
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: ЧҪИУ | ||
Иртнӗ шӑмат кун, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Янӑш шкулӗ 100 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ турӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӗрентсе хӑйӗн ҫунатти айӗнчен кӑларса янисене, чаплӑ хӑнасене тепӗр хут хӑй ытамне илчӗ шкул. «Пӗр ӗмӗр пирӗн шкул ачасене пӗлӳ парать. Юбилей ҫулне лайӑх кӑтартусемпе кӗтсе илни савӑнтарать, паллах. Анчах та тавракурӑмлӑ вӗренекенсем, пултаруллӑ педагогсем пулмасан шкулӑн малашлӑх пулӗччӗ-ши. Иккӗмӗш килӗн тыткӑчи – ачасемпе учительсем», – тет шкул директорӗ В.Н.Димитриев. Янӑшсем вара, чӑнах та, вӗсемпе пуян! Юрӑ-ташӑ, ӑш сӑмах темччен пулчӗ ҫак кун.
| ||
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн тӗп конференц-пӳлӗменче «Чӑвашсен йывӑҫ эрешӗсем» ятлӑ кӗнекен кӑтармӑшӗ иртрӗ. Кӗнеке авторӗсем Геннадий Иванов-Орков тата Пётр Мазуркин ӑста. Кӑтартмӑшра Чӑваш кӗнеке издательсвин тӗп редакторӗ кӗнеке ҫинчен ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекепе паллашма килнӗ хӑнасем Пётр Мазуркина парнесем пачӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Кӗнеке "Халӑх ӑстисен опычӗ" ярӑмра тухнӑ. Маларах ку ярӑмра Е. Жачевӑн "Чӑваш тӗрри" кӗнеке тухнӑччӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫак ярӑмрах В. Минеевӑн кӗнеки те тухӗ. Паллах, кӗнекене кӗнеке лавккисенче туянма май пур.
| ||
Нумай пулмасть Википедин чӑваш уйрӑмӗнче пӗр ҫӗнӗлӗх кӗчӗ — тӗп страницӑра «Паянхи сӑн» пай уҫӑлчӗ. Ку Википедин пӗрлехи проекчӗ. Кашни кун валли уйрӑм ӳкерчӗк уйӑрса илеҫҫӗ. Ҫак ӳкерчӗке эсир куратӑр та ӗнтӗ.
Википеди пирки калаҫу пуҫланӑран унти ӗҫсем пирки пӗр-ик сӑмах каласа хӑварар: статьясен шучӗ 6800 иртрӗ, Ҫӗнӗ Ҫулччен 7 пине ҫитересшӗн. Сӑмах май пилӑшу ыйтатпӑр — эсир ҫрмасан 200 статья ҫыраймӑпӑр. | ||
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Онамастика ыйтӑвӗсем: йывӑрлӑхсемпе малашлӑх» ятлӑ конференци иртӗ.
Конференци темисем: * хальхи халӑх чӗлхин уҫлӑхӗнчи ономастика тӗпчевӗсен вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ; * Хӗвелтухӑҫ Европӑри ономастиконӑн топономика вӑхӑчӗпе генетика сийӗсем; * Уралпа Атӑлҫи тӑрӑхри халӑхсен антропосистеми; * Регионсем хушшинчи ономастикон валли пӗтӗмешле фонд йӗркелесси; * хальхи илемлӗ тата ӑслӑлӑх литературӑри онимсем; * таврапӗлӳҫӗ материалӗсем: шкулсем, аслӑ шкулсем тата культура учрежденийӗсем; | ||
Ҫеҫпӗлти тӗслӗх вулавӑшӗнче Ҫеҫпӗл вулавӗсен эрни пырать. Ӑна библиотека заведующийӗ Г.Шадрова тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.Сергеева хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче ялти шкулта 10 класра вӗренекенсем «Асран кайми Ҫеҫпӗл» ятпа йӗркеленӗ кӗнекесен куравне хутшӑнчӗҫ.
Галина Ивановна ачасене «Пирӗн Ҫеҫпӗл», «Чӗнет пире вӗри чӗре», «Ҫеҫпӗлсем хӑнасене яланах тарават» фотоальбомсемпе тата «Подснежник Чувашии», «Родина Михаила Сеспеля» буклетсемпе паллаштарчӗ. Чи интересли вӗсемшӗн «Сеспелиана» электроникӑллӑ ҫул кӗнеки пулчӗ.
| ||
Раштав уйӑхӗн 4-мӗшпе 6-мӗшӗ хушшинче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнче чӑваш наци шкулӗсенче Тӑван Ен культурине вӗрентекенсен семинарӗ иртӗ. Семинарта ӗҫ тетрачӗсене усӑ курса ТЕК (Тӑван Ен культури) предмета вӗрентмелли мелсене, вӗренекенсене олимпиадӑсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хатӗрлессине сӳтсе явӗҫ.
Семинар 10:00 сехетре пуҫланӗ, 216 пӳлӗмре регистрацилеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 45-07-44 | ||
Дискотека йӗркелесси пулсах каймасть пулас Мускавсен. Ҫапах та чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Прожектор» КК концерт пулӗ. Йӗркелекенӗсем — Федераллӑ тата Мускаври чӑваш наципе культура автономийӗ. Пуҫламӑшӗ — 18 сехетре. Концертра чӑваш эстрадин артисчӗсем арӑ-кӗвӗпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех эсир унта дисксемпе кассетӑсем, DVD-киносем, видео-0спектакльсем туянма пултараттӑр.
Чӑваш мероприятийӗсене татӑшах ҫӳрекенсем «Прожектор» ӑҫта вырнаҫнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, пӗлменнисене вара ҫырса хума сӗнетпӗр: Мускав хули, 1-мӗш Владимирски ур., 10B ҫурт. Епле ҫитмеллине кунта ӳкерсе кӑтартнӑ: http://dkprojector.ru/images/map.jpg | ||
Чӑваш этеплӗхне аталантаракансем эсир – ПУТЕНЕСЕМ!
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ульяновскри филармонире облаҫри чӑваш ачисен пӗрремӗш юрӑ фестивалӗ – “Путене” иртрӗ. Ӑна йӗркелекенсем – УОЧНКА тата облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ. Уява И.Я. Яковлев 160 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта тӗрлӗ районсенчен пурӗ 195 ача хутшӑнчӗ.
Пӗчӗк артистсене саламлама кӗпeрнаттӑра пулӑшаканӗ Т.В. Сергеева, вӗрентӳ департаменчӗн представителӗ Е.Н. Моргун, Хула Думин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ П.К. Столяров, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, вӗрентӳ департаменчӗн тӗп специалисчӗ Ф.Т. Улендеева пынӑ. Малтанах сӑмах Татьяна Сергеева илчӗ: - Паян сирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ман шутпа, сирӗн хушӑрта ҫӗнтерӳҫӗсем пулмалла мар. Туслӑх ҫӗнтерӳҫӗ пултӑр! Елена Моргун чӑваш ачисен уявӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл пултаруллӑ ачасемшӗн савӑнни пирки пӗлтерчӗ. "Эсир – халӑх культурине аталантаракансем", – терӗ вӑл ӑнӑҫусем сунса. Владимир Сваев чи малтан ачасемпе ырми-канми тӑрӑшакан вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. "Малашне те чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе ачасене явӑҫтармалла. Чӗлхе, культура сыхланса юласси—вӗсенче", – терӗ вӑл. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |