Чӑваш Ен правительствин юлашки ларӑвӗнче «В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство перлешӗвӗнчи» лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Предприятири ӗҫсем япӑх пыни пирки пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчех предприяти панкрута тухма пуҫланӑ, анчах та ун чухне лару-тӑрӑва лайӑхлатма май тупса панкрута тухассинчен ҫӑлнӑ. Халӗ вара завод каллех ҫав шая ҫитме пуҫланӑ — палартнӑ правительство ларӑвӗнче. Предприятири ӗҫ укҫи Шупашкартинчен те, ун йышши ытти предприятинчен те каярах, 2006 ҫулхи тупӑшлӑхӗ палӑртнӑ 12% вырӑнне 2% ҫеҫ ӳснӗ, пӗр хушӑ эрнере 4 кун кӑна ӗҫленӗ. Фёдорова предприятири ытти ӗҫсем те пӑшӑрхантарнӑ. Предприяти ертӳҫи Михаил Резников каласа панӑ тӑрӑх вара предприятин ӗҫӗсем япӑх пулни Раҫҫее 500 вакун Китай пиротехникине илсе килни, вӗсене 2 хут йӳнӗрех хакпа сутни, самай укҫа производствӑна ҫӗнетнӗ ҫӗре янипе ҫыхӑннӑ. Вӑл калашле 2007 ҫулта предприятири ӗҫ укҫи 21% ӳсмелле, тупӑшлӑхӗ — 16%. Предприятири лару-тӑрӑва ҫӑлма ыйтса Н. Фёдоров Фрадков патне ҫыру янӑ.
| ||
Кӑҫал Раҫҫейре Китай ҫулталӑкне палӑртнӑ май Шупашкарта «Восток» (Хӗвелтухӑҫ) ятлӑ Китай патшалӑх ташӑпа юрӑ ансамблӗ хӑйен пултарулӑхне кӑтартӗ. Вӗсен пултарулӑхне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх опарӑпа балет театрӗнче курма пулать. Ку ушкӑн Китайри пур провинцире те пулса курнӑ, ҫавӑн пекех тӗнчери 80 патшалӑха ҫитнӗ. Ушкӑнри 100 ытла хутшӑнаканӑн ӳнер шайӗнчи патшалӑх чаплӑ ячӗсем пур. Ушкӑн репертуарӗнче 100 ытла Китай халӑх тата ытти ҫӗрсенчи ташӑсем, юрӑсемпе инструментлӑ пьесӑсен шучӗ — пин ытла.
| ||
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ валли халалласа пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пуканесен куравӗ уҫӑлнӑ. Кунта Татьяна Шарковӑпа Галина Изратовӑн ӗҫӗсене курма пулать. Татьяна Шаркова хӑйӗн пуканисене пластикпа тӑмран хатӗрленӗ, Галина Изратова вара — фольгана тӗпе хурса пластикпа тӑма хутӑштарса. Вӑл каланӑ тӑрӑх тӑмпа ӗҫлеме ҫӑмӑл, анчах та пуканесем ытла йывӑр пулаҫҫӗ. КУравта ҫавӑн пекех йывӑҫран хатӗрленисем те ҫыхса тунисем те пур. | ||
Мускавра каллех дискотека йӗркелеҫҫӗ. Пирӗн сайт вара Мускавра пурӑнакан пӗтӗм чӑвашсене унта чӗнет! Дискотека 2007 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Ку каҫ сире хӑйӗн пултарулӑхӗпе Шупашкарти «Туслӑх» ушкӑн савӑнтарӗ. Ҫавӑн пекех сире унта шоу-программа, чӑваш юрӑҫисен паллӑ юррисем, тӗрлӗ вӑйӑсемпе парнесем кӗтеҫҫҫӗ!
Дискотека ҫакӑнта иртӗ: Мускав хули, Аслӑ Тула урамӗ, 44 ҫурт, «КОММУНА» каҫхи клуб.
Чи малтан ҫитнӗ 10 ҫын тепӗр дискотекӑна ТӲЛЕВСӖР лекӗ. Студентсемпе курсантсем кирлӗ документа кӑтартсан ҫурма хакпа кӗме пултараҫҫӗ.
Дискотекӑна йӗркелекенӗ: Чӑвашсен наципе культура федераллӑ автономийӗн ҫумӗнчи Ҫамрӑксен Обществӑллӑ юхӑмӗ. | ||
Chuvash.Org пӗрлӗх пур хӗрсене, хӗрарӑмсене ҫак уяв ячӗпе саламлать! Ырлӑх, телей сирӗнпе яланах пӗрле пултӑр! | ||
Chuvash.ruУлтӑ уйӑх иртнӗ хыҫҫӑн тетеле Chuvash.Ru сайт каялла таврӑнчӗ. Сайт малашне канашлӑва усӑ курмасӑр аналитикӑллӑ публицистика енӗпе ӗҫлӗ.
| ||
300-мӗш ачаШупашкарти Калинин районӗн ЗАГСӗ 2007 ҫулта ҫуралнӑ 300-мӗш ачана регистрациленӗ. 300-мӗш ача шутӗнче кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ҫӳралнӑ Серафима ятлӑ хӗреча. Хӑйӗн ҫемьинче вӑл виҫҫӗмӗш ача — унсӑр пуҫсӑр аслӑраххисем Веня (3 ҫулта) тата Маша (ҫулталӑк ҫурӑра) пур. Ерофей Федотовичпа Лия Николаевна Илларионовӑсен кил-йышӗнче ӳсӗ пӗчӗк хӗрача. Виҫӗ ача ашшӗ вӗсене пӑхса ӳҫтерме ҫӑмӑл мар пулин те ҫапах ӳстерӗпӗр тесе калать.
| ||
Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ача ҫулталӑкне тата Чӑваш Ен балетне йеркеленӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 12 сехетре «Айболит тухтӑрӑн ҫулҫӳревӗ» балетӑн премьери иртӗ. Пурне те, ашшӗ-амӑшӗсене, ачисене тата асламӑшӗсемпе аслашшӗсене ҫак икӗ пайлӑ балете чӗнетпӗр! Кӗввине Петр Изотов ҫырнӑ, хореографипе либретти Юрий Пузаковӑн.
Ан манса кайӑр, 12 сехетре пуҫланӗ!
| ||
Малтанхи информаци тӑрӑх «Мускав Пики-2007» конкурса Мускавра ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттересшӗн. Мероприяти «Прожектор» КК иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре!!!
Хисеплӗ пикесем! Енчен те эсир ку конкурса хутшӑнасшӑн пулсан, сирӗн ҫак анкетӑна тултарса o.a.borisova@gmail.com адрес ҫине ямалла. Васкӑр, конкурс вӑхӑчӗ ҫитсех пырать!!!
«Прожектор» КК адресӗ: 1-мӗш Владимирски ур., 10 "в" ҫурт. Епле ҫитмелле: Перово е Энтузиастсен шоссе м. ст. хуть те хӑш транспортпа «Слава» кинотеатр таран ҫитмелле. Унта «Прожектор» КК вырнаҫнӑ. (схема кунта). | ||
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫитес шӑматкун, Мускавра Валентин кунне халалласа дискотека, ятарлӑ «Юрату каҫӗ» ятлӑ мероприяти иртӗ. Пуҫламӑшӗ 17 сехет ҫурӑра. Мероприяти Чӑваш наципе культурин Федереллӑ автономийӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен обществеллӑ юхӑмӗ ирттерӗ.
Ку каҫра сире кӗтет: - Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ ҫӑлтӑрӗн концерчӗ; - конкурссем; - интереслӗ тӗлпулусем; - популярлӑ чӑваш ташӑ юррисем; - тата ытти.
Сире пурне те ҫак адреспа чӗнеҫҫӗ: Мускав, Аслӑ Тула урамӗ (Большая Тульская), 44 ҫурт, «Коммуна» КК. Вӑл «Тульскай» метро патӗнче вырнаҫнӑ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |