Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: стритбол

Спорт

Хӗрлӗ Чутайра патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен XII спартакиади иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Асаилтеретпӗр, унта пурӗ 60 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ. Нумай пулмасть ҫак спорт ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тунӑ.

Стритбол выляса Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче руеспубликӑн вӑй-хал культурипе спорт министерствин спортсменӗсене ҫитекенни пулман иккен, «кӗмӗле» республика Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна вӗренӳ министерстви тухнӑ.

Баскетбол вӑййинче РФ Пенси фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем выляни палӑрнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн налук службин ӗҫченӗсем пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — айӑплавсене пурнӑҫлакан федераллӑ службӑн республикӑри Управленийӗн пӗрлештернӗ команди.

Хуласемпе район администрацийӗсен баскетболҫисем хушшинче Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — Канаш хулин тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн спортсменӗсем.

Бассейнра ишессипе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче республика Элтеперӗн администраци ӗҫченӗсем мала тухнӑ, иккӗмӗш вырӑна Вӑй-хал культурипе спорт министерстви тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗшсем — Экономика аталанӑвӗн министерстви.

Малалла...

 

Спорт

Таҫта тӗнче хӗрнех мар-ха. Хӗрлӗ Чутайне. Унти вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен XII спартакиади иртет иккен. Хальхи пӗтӗмлетӳллӗ тупӑшу темелле.

Унччен ҫулталӑк тӑршшӗпех тӳре-шара спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ. Кӑрлачра, сӑмахра, йӗлтӗр ҫине тӑрса тупӑшнӑ. Финалти ӑмӑртура дартс, ишес, ҫавӑн пекех волейболпа стритбол енӗпе ӑмӑртӗҫ. Спартакиадӑна ултӑ теҫеткене яхӑн ушкӑн хутшӑнмалла иккен.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 27

1911
115
Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1943
83
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2002
24
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть