Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Альберт Канаш ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ку куна халалласа Чӑваш наци музейӗнче «Павка сӑнарне умран нихҫан ямарӑм!» ятлӑ куҫса ҫӳрекен фотокурав уҫӑлчӗ.

Куравра эсир Альберт Канашӑн ӳкерчӗкӗсене, тӗрлӗ хутсене курма пултаратӑр. Кунтах унӑн кӗнекисем, тӗрлӗ япалисем вырнаҫнӑ. Куравра пӗрремӗш хут А. Канаш савнӑ хӗрӗн сӑнӳкерчӗкне курма пулать — С.А. Александрова сӑнӗ сӑвӑҫа самай сӑвӑ ҫырма хистенӗ.

 

Альберт Георгиевич Канаш (чӑн хушамачӗ Кожанов) 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьскинче ҫуралнӑ. 1968 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. 1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. Йывӑр чире пула вырӑн ҫинчен тӑма пултарайман, ҫапах та парӑнман — сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырнӑ.

1960 ҫулта унӑн «Сӑвӑсем» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Каярах тата тепӗр икӗ сӑвӑсен пуххи тухнӑ: «Иккӗмӗш утӑм» (1965), «Шӑпчӑксем, сире итлесе» (1978). Савӑҫӑн вырӑсла тухнӑ кӗнеке те пур — 1972 ҫулта «На наковальне сердца» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ.

Малалла...

 

Канаш районне кӗрекен Сител ял вулавӑшӗ ҫулла та пушанмасть. «Ҫулла та кӗнекепе» конкурс малалла тӑсӑлать — пӗчӗк вулавҫӑсем кӗнеке вуласах тӑраҫҫӗ.

Ял ҫыннисемсӗр пуҫне вулавӑша тӑванӗсем патне килнисем те ҫӳреҫҫӗ — пурӗ 24-ӑн ҫырӑннӑ.

Вулавӑшра ачасем кӗнекепе хаҫатсем вуланисӗр пуҫне шашкӑлла та выляма пултараҫҫӗ. Кунта вӗсем валли ятарлӑ пӗчӗк турнирсем иртеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

2003 ҫултан пирӗн республикӑра тата тепӗр журнал тухма пуҫларӗ. Унӑн ячӗ - «Сӑмах». Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫулталӑкне 4 хут ҫутӑ кун кураканскере пирӗн ентеш, педагогика наукисен кандидачӗ К.Овчинникова тӗп редактор тытса пырать.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче черетлӗ (шучӗпе 10-мӗш) номер 100 экземплярпа пичетленсе тухрӗ. Вӑл номере Ксения Петровна пӗтӗмӗшле Шоркка ялне халалланӑ. «Шоркка таврашӗ - историпе культура йӗркеленӗвӗ» темӑна пур енлӗн уҫса пама тӑрӑшни сисӗнет. 41 страницӑллӑ журналта 1854, 1856 ҫулсенчи картта та пур. Ял уявне хутшӑннисем журнала пысӑка хурса хакланӑ. «Хамӑрӑн историе пӗлмелле, журнал пурне те ҫитмерӗ те. Кирлӗ ӗҫ тӑвать Ксения Петровна», - ҫапла каларӗҫ парнеллӗ-журналлӑ пулнисем.

 

А.АРДАЛИОНОВА, «Тӑван Ен»

 

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче районти «Ҫын тата ҫут ҫанталӑк» халӑх музейӗнче «Тӗнчери лӗпӗшсем тата нӑрӑсем» курав ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак кун тӗлӗнмелле хурт-кӑпшанкӑсен тӗнчипе район пуҫлӑхӗ А.И.Криков тата райадминистраци ӗҫӗсен управляющийӗ А.В.Башкиров паллашрӗҫ, куравпа кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Районти «Ҫын тата ҫут ҫанталӑк» музейра курмалли, ӑша хывмалли чылай. Кунта районти халӑх историйӗн тӗрлӗ тапхӑрӗнчи пурнӑҫӗпе, йӑли-йӗркипе, чаплӑ ывӑл-хӗрӗсен пултарулӑхӗ ҫинчен калакан информаципе паллашма пулать. Музейра вӗрентӳпе культура мероприятийӗсем те иртеҫҫӗ. Реконструкци ӗҫӗсем хыҫҫӑн музейӑн пӗлтерӗшӗ ӳссе пырать. Унта вырӑн тупнӑ экспонатсем республикӑра, ҫавӑн пекех вырӑнта пурӑнакансене те чӑннипех кӑсӑклантараҫҫӗ. Акӑ, Чӑваш Енри лӗпӗшсем пухакан паллӑ энтомолог Виссарион Петрович Лосманов хӑйӗн ӗҫӗсене районти музее тӑратнӑ. Куравра пурӗ 4 пине яхӑн тӗлӗнтермӗш лӗпӗшсемпе нӑрӑсем. Вӗсене Раҫҫейӗн, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пухнӑ, тропик ҫӗршывӗсенчи хурт-кӑпшанкӑсен тӗсӗсем те чылай.

Лӗпӗш-нӑрӑсен пуххине курсан ҫутҫанталӑкӑн чӑн-чӑн илемлӗхне, тӗлӗнтермӗшне туятӑн.

Малалла...

 

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Туктамӑшра (Хӗрлӗ Чутай районӗ) ял кунӗ иртӗ.

 

Хӑнасемпе ял ҫыннисене хаваслӑ кану программи кӗтет: куравсем йӗркелӗҫ спорт ӑмартӑвӗсем иртӗҫ, чаплӑн канма май пулӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ!

 

Ку ялта ҫитӗннисене пурте те ҫак чаплӑ уява кайса курма сӗнетпӗр!

 

2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳпе ӑслӑлӑх Министерстви 197№ хушу кӑларнӑ — чи лайӑх вӗрентевҫӗсене палӑртнӑ. Вӗсене пурне те ҫӗр пин тенкӗ парӗҫ.

 

Вӗсен хушшинче Патӑрьел районӗнчи вӗрентевҫӗсем те пур:

* Карягина Эвелина Арсентьевна (Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкул вӗрентевҫи);

* Михайлова Алевтина Валерьевна (Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкул вӗрентевҫи);

* Ишмуратова Сания Мевлетовна (Шӑнкӑртамри тӗп пӗлӳ паракан шкул вӗрентевҫи)

 

Сумлӑ ята тивӗҫнӗшӗн вӗсене пурне те саламлатпӑр, ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

С.Т.Аксаков ячӗллӗ Чӗмпӗр обаҫӗнчи ҫамрӑксемпе ачасен вулавӑшӗ «Хӗрлӗ чечек» («Аленький цветочек») ятлӑ конкурс ирттерме палӑртнӑ.

Шӑнкӑртамти шкул вӗренекенӗсем ку ӑмӑртӑва сиктерсе хӑварас темерӗҫ, хутшӑнма шутларӗҫ.

Пурӗ виҫӗ номинаци:

* Юмах вулатпӑр;

* Юмах ҫыратпӑр;

* Юмаха илемлететпӗр.

Конкурса 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Хальхи вӑхӑт тӗнле пӗрремеш номинацине хӑйсен ӗҫӗсене пурӗ 5 ача ярса панӑ. 6 вӗренекен юмах ҫырнӑ. 8-мӗш класра вӗренекен Лейсен Ильясова «Планерка в лесу» ятпа юмаха эрешленӗ. Шӑнкӑртамри ача-пӑча вулавӑшне ҫӗнӗ ӗҫсем килсех тӑраҫҫӗ — вӗсене пурне те ӑмартӑва ярса параҫҫӗ.

 

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр, пӗрремӗш вырӑнсене ҫӗнсе илессе шанатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Михайловкӑри вӑтам шкула хупнӑ, тӗп шкул ҫеҫ хӑварнӑ. Директорӗ ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Педканаш ӗҫлесси те, чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ пуласлӑхӗ те хӑрушлӑхра. Тӗрлӗрен интернет одимпиадӑсем, интернет конкурссем пирки те ним калама аптрамалла.

Ҫӗрпӳ районӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Юрий Михайлович Николаев (zivil@cap.ru) ҫакӑн пек йӑнӑш туни питех те тӗлӗнтерет.

 

Ку ҫул Улатӑрта ҫӗнӗ лутра кӗпер хывма пуҫлӗҫ. Ӑна малтан сӗтел-пукан фабрики ларнӑ вырӑнта тума пуҫлӗҫ. Кӗпере хатӗрлеме 77 млн тенкӗ кирлӗ.

 

Хальхи вӑхӑтра проектпа смета хучӗсене хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗпере тендерпа хываканне шырама пуҫлӗҫ.

«Гипростроймост-Ульяновск» ХАО — тендера хутшӑнма шутлаканскерсенчен пӗри. Вӗсем унччен те хулара кӗперсем хывнӑ. Сӑмахран, нумай пулмасть «Улатӑр» станци патӗнчи чукун ҫулсем ҫийӗн питӗ чаплӑ кӗпер ӗҫе кӗртрӗҫ.

Ӗнер ХАО ертӳҫисем Уларӑра ҫитсе пуҫлӑхсемпе калаҫу ирттерчӗҫ. Енчер те тендерта ҫӗнтес пулсан кӗпере 8 уйӑх хушшинче туса лартма шантарчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑрӑшкассинчи «Теремок» ача садӗнче икӗ эрне шӑпӑрлансен сасси илтӗнменччӗ. «Тасатса тирпейлеме, тӗссӗр вырӑнсене сӑрӑпа тӗксе илме тата йӑтӑнса пуҫланӑ картана юсамалла пулнӑран хупӑнтӑмӑр» — ӑнлантарчӗ садик заведующийӗ Е.А. Маркова.

Кӗҫӗн ушкӑн пӳлӗмӗнчи стенасене пушар хӑрушлӑхӗн правилисене пӑхӑнса ҫеҫ сӑрлама юрать. Ӗҫченсем хальхинче ҫутӑ симӗс, персик тӗссемпе усӑ курнӑран ӗнтӗ ҫӳрекенсем: «Хӗвелӗ ача садӗнчен туха пуҫларӗ», — теҫҫӗ.

Тунсӑхласа ҫитнӗ ачасене «Теремок» тунтикун хаваспах кӗтсе илчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Таван Ен» хаҫат

 

Страницӑсем: 1 ... 3858, 3859, 3860, 3861, 3862, 3863, 3864, 3865, 3866, 3867, [3868], 3869, 3870, 3871, 3872, 3873, 3874, 3875, 3876, 3877, 3878, ... 3913
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 10

1923
102
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тихонов Вячеслав Архипович, хӑрушлӑхсӑр министрӗ пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1985
40
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1994
31
Куславккара Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей уҫӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...