Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Инна Тражукова
Инна Тражукова

Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел хӗрӗ Инна Тражукова Германири Дортмунде хулинче ирӗклӗ кӗрешӳпе иртнӗ Европа Чемпионатне хутшӑнса бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ӑмӑртура пурӗ 21 награда выляттарнӑ. Чемпионатӑн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейӗн пӗрлӗх команди пӗртен-пӗр медаль илнӗ. Инна Тражукова иртнӗ ҫулхи Европа Чемпионачӗн бронза призёрне — Марианна Шастинана — ҫӗнтернӗ.

Чемпионатра пурӗ виҫӗ бронза медаль ҫӗнсе илсе Раҫҫей команди пӗтӗмӗшле саккӑрмӗш вырӑна тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su/8.html
 

Республикӑри районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районӗнчи вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх ушкӑнӗ йышӑннипе ирттернӗ. Ушкӑн ертӳҫи — З.П.Михайлова. Вӑйӑ конкурс авторӗ тата ӑна пуҫарса йӗркелесе пыраканӗ — В.М. Михайлов.

Конкурс акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен пычӗ. Унта хутшӑнакансен «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс сайтӗнче 35 ыйтуран тӑракан тест ыйтӑвӗсем ҫине онлайн (тӳрӗ ҫыхӑнура) хуравламаллаччӗ. Сайта пурӗ 382 ача кӗрсе ӗҫе пурнӑҫлама ҫырӑннӑ. Вӗсенчен 262-шӗ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Тулли хурав памашкӑн 230 ача ҫеҫ пултарнӑ. Вӗсенчен вӑйӑ конкурсӑн куҫӑм (иккӗмӗш) турне хутшӑнма 68 ача ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен ятлӑхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уҫласа илме пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvsite.ucoz.ru/
 

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Турцире иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Пин сывлав пӗр сас» (Bin Nefes Bir Ses) IV-мӗш фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Паян Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльпе фестивале чӑваш артисчӗсем уҫӗҫ.

Чӑваш ушкӑнӗсӗр пуҫне, театр пухӑвне Казахстан, Молдова, Тутарстан, Башкортостан, Украина, Кипр, Македони тата Турци ушкӑнӗсем пырӗҫ.

Спектакльсене Турккӑ Республикин Конья (Konya) хулинчи патшалӑх театрӗнче тата Дилек Сабанджи (Dilek Sabancı) патшалӑх филармонийӗнче лартӗҫ.

Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Шупашкара ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче таврӑнӗҫ.

 

Паян, акан 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен регионти 45-мӗш ӑслӑлӑх конференцийӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче пурӗ 5 секципе 21 хушма секци ӗҫлерӗҫ. Студентсем литература пелӗвӗпе фольклоритсика, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ, культурологи, чӗлхепе литературӑна верентессин меслетлӗхӗ ӑслӑлӑхӗсемпе хатӗрленӗ доклачӗсемпе паллаштарчӗҫ, юлташӗсен тӗпчевӗсене хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗҫ. Мала тухнӑ студентсене чӑваш чӗлхи эрнинче дипломсем парса чыслама палӑртнӑ.

Пирӗн пата Удмурт, Хусан, Марий-Эл патшалӑх университечӗсенчен, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗнчен хӑнасем килчӗҫ. Ыранхи кун вара факультета республикӑри шкул ачисем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем те ӑслӑлӑх конференцине хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.

Студентсен ӑслӑлӑх ҫуркунни малалла пырать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 13-мӗшӗнче, «Атӑлҫи Пӑлхар: этнокультура лару-тӑрӑвӗ тата общество аталанӑвӗ» ятлӑ ӑслӑх конференцийӗ иртрӗ, унта вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталанма пултарнӑ, пирӗн асаттесен никама пӑхӑнман патшалӑхӑн кун-ҫулне тата унпа ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.

Конференцие институт директорӗ Ю.Н. Исаев уҫрӗ. Вӑл пухӑннӑ ӑҫчахсене мероприятие пуҫланӑ ятпа саламларӗ, хӑнасене (Тутарстанран чылайччӗ) канашлӑва хутшӑннӑшӑн тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл нумай пулмасть Чӑваш Енпе Тутарстан президенчӗсем тунӑ килӗшӗве те асӑнчӗ. Конференцие унчченех хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те ӑна ирттерни пирӗн республикӑсем хушшинчи ҫыхӑнусем чӑннипех ҫирӗпленнине кӑтартни пирки каларӗ.

Ун хыҫҫӑн конференцие пухӑннисем доклад калакансене итлерӗҫ. Темӑсем тӗрлӗрен пулчӗҫ: чӗлхине те сӳтсе яврӗҫ, патшалахӑн юрри-кӗввине те тишкерчӗҫ.

Малалла...

 

Паян, акан 13-мӗшӗнче, К. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Юхма Мишши 75 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртет. Музей ӗҫченӗсем мероприяти валли ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен «Эп хам сӑмахӑн ялавҫи» кӗнекепе документ куравӗ йӗркеленӗ.

Михаил Николаевич Юхма — Чӑваш халӑх ҫыравҫи, курӑмлӑ писатель, историк, поэт, драматург. Вӑл 200 ытла ӑста историлле романпа повесть, тӗрлӗрен халап, калав, очерк пуххисен, драмапа сӑвӑ кӗнекисен, аваллӑх тата вӑтам ӗмӗрӗн, унсӑр пуҫне чӑваш фольклорӗпе сӑмахлӑхӗн тарӑн тӗпчевӗсен авторӗ: «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» (1965), «Мускав ҫулӗ» (1966), «Элпи чечекӗсем» (1969), «Кӑвак ҫӗмрен», (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне ҫӑкӑрӗ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чӑвашсем» (1996), «Авалхи чӑваш туррисемпе паттӑрӗсем» (1996).

Юхма Мишшин хайлавӗсем ҫӗршыв тулашӗнче те паллӑ, вӗсене 100 ытла чӗлхене куҫарнӑ. Юхма драматурги жанрне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать. Нумай ҫӗршывра (Азербайджана, Литвы, Украины, Казахстана, Австрии, Кореи) вӑл ҫырнӑ вӑтӑр ытла пьесӑна вылянӑ.

Малалла...

 

Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ. Анатолий Данилов ӳкерчӗкӗ
Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ. Анатолий Данилов ӳкерчӗкӗ

Regnum ИА пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫветтуй Матрона юлашкийӗсене акан 16-мӗшӗчченех Шупашкарта хӑварӗҫ. Чиркӗве ҫӳрекенсем ҫветтуй юлашкийӗсене ҫакӑнта пуҫ ҫапма пултарӗҫ:

акан 11-13-мӗшӗсенче — Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче (Воскресения Христова)

акан 14-16-мешсенче — Введенски соборта

Таса Матронӑн сӑваплӑ юлашкийӗсене Чӑваш Ене малтанах пушӑн 13-мӗшӗнче кӳрсе килнӗ, Аслӑ типӗн 3-мӗш эрниччен кӑна тытса тӑмалла пулнӑ. Кунсерен халӑх нумайланса килнине пула, ҫынсем иртенпе черет йышӑнса тӑнине пула ӗненекенсем ыйтнипе ҫветтуй юлашкийӗсене ӑсатма тӑхтанӑ.

 

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхи эрни ирттереҫҫӗ — пӗр-пӗр чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсене суйласа спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл уйӑх патнелле, акан 29-мӗшӗччен, тӑсӑлӗ — ӑна Юхма Мишши 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Виҫӗмкун театрта куракансем Ева Лисина хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» спектакльпе паллашнӑччӗ. Акан 13-мӗшӗнчен пуҫласа театр ҫулҫӳреве тухӗ — Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине» малтан Хусанта («Кольцо» гипермаркетӑн сцени ҫинче; акан 13-мӗшӗ), кайран Кӳкеҫре (акан 15-мӗшӗ), Зеленодольскра (Тутарстан; акан 20-мӗшӗ), Етӗрнере (акан 21-мӗшӗ), Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) ачасене савӑнтарӗҫ.

Акан 19-мӗшӗнче «Театр кунӗ» Вӑрмарта иртмелле — вӑл кун куракансем «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» тата Э.Э. Шмиттӑн «14 писем к Богу» спектакльсемпе паллашма пултарӗҫ. Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) те «Театр кунне» ирттерме палӑртнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхин грамматикине лайӑх пӗлекенсен «Ҫамрӑк ӑсчах-2011» вӑйӑ-конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ малалла пырать. Хальлӗхе унта 100 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ытларах Вӑрмар, Элӗк, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Комсомольски, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчи шкул ачисем хастар. Шупашкар хулинчен те пур вӗсем. Тутар Республикинчи чӑваш шкулӗсенчен те хутшӑнакан пур. Асӑрхаттаратпӑр: вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш турӗ акан 14-мӗшӗнче вӗҫленет. Унта чи нумай балл пухнӑ 15 ача иккӗмӗш куҫӑмлӑ тура хутшӑнма ирӗк илет. Вӑл Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче пулать. Кун пирки ятарлӑ ҫыру пулать.

 

кӗнеке хуплашки
кӗнеке хуплашки

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Эстонири шкулсем валли «Чӑвашсем» пособи (эстонла) кӑларнӑ. Ӑна Ираида Захарова тата Ита Серман хатӗрленӗ.

Нумай ярӑмлӑ кӑларӑм Эстонире пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа, унӑн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Вӑл Эстони Республикин Вӗренӳ тата наука министерстви пулӑшнипе кун ҫути курнӑ.

Кӗнекере Чӑваш Ен ӑҫтарах вырнаҫни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех унӑн историйӗпе, обществӑпа политика тытӑмӗпе, тӑван чӗлхен, наци ҫи-пуҫӗн, апат-ҫимӗҫӗн, йӑла-йӗркин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне наукӑпа культура, вӗренӳ, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки кунти ятарлӑ уйрӑмра вуласа пӗлме пулать. Кӑларӑмра чӑваш диаспорипе Эстонири ентешӗмӗрсем ҫинчен те информаци пур.

Пособие Ираида Захаровӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3861, 3862, 3863, 3864, 3865, 3866, 3867, 3868, 3869, 3870, [3871], 3872, 3873, 3874, 3875, 3876, 3877, 3878, 3879, 3880, 3881, ... 4001
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 07

1905
120
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
71
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
39
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...