Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Украинӑра Ленин палӑкне туртса антарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.12.2013 15:31 | 1472 хут пӑхнӑ
Тӗнчере Ӳпӗннӗ палӑк
Ӳпӗннӗ палӑк

Украинӑра пӑлхав пыни пирки чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ. Виктор Янукович президент Европӑпа туслашас вырӑнне Раҫҫей ертсе пыракан Таможня пӗрлӗхне суйланӑ хыҫҫӑн чӳкӗн 24-мӗшӗнче Кейӳ тата ытти хуласенче халӑх майдана пухӑнма пуҫланӑ. Чӳкӗн 30-мӗшӗнче Кейӳ хулинче пӑлхавсем самаях хӗрнӗ — вӑл кун «Беркут» текет спецназ пухӑннӑ халӑха вӑйпа салатма тытӑннӑ. Хайхи раштавӑн 1-мӗшӗнче вара халӑх тата та ытларах тухнӑ, хӑш-пӗр правительство ҫурчӗсене йышӑннӑ. Ӗнер митинга халӑх ҫӗнӗрен пухӑнма тытӑннӑ — Кейӳре пӗрисем 200, теприсем 300 пин пуҫтарӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Чи малтанах вӗсем Украина правительствине отставкӑна яма ыйтаҫҫӗ.

Пӑлхав вӑхӑтӗнче ӗнер Кейӳри Бессараби тӳремӗнче вырнаҫнӑ Ленин палӑкне те персе антарнӑ. Ку ӗҫе «Свобода» нацилле пӗрлӗх ҫыннисем тунӑ теҫҫӗ. Ленина раштавӑн 1-мӗшӗнчех персе антарасшӑн пулнӑ, анчах та ун чухне милици чӑрмантарнӑ. Хальхинче вара, милици ӗҫченӗсем ҫывӑхра пулнӑ пулин те палӑка ҫӗмӗрекенсене хирӗҫ кайман.

Палӑка 1946 ҫулта вырнаҫтарнӑ иккен. Постамент ҫӳллӗшӗ 6,8 метр, хӑй палӑкӗ вара — 3,45 метр.

#тӗнчере, #палӑксем, #пӑлхавсем, #Украина, #Кейӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/12/08/lenin/
 

Кейӳре Ленин палӑкне ҫӗмӗрнине ырлаттӑр-и?

Ырлатӑп
Ҫӗмӗрекенсене явап тыттармалла
Унашкал хӑтланӑва хирӗҫ
Палӑксене тӗкӗнмелле мар
Шупашкарти палӑка та Республика тӳремӗнчен куҫармалла

Комментари:

Agabazar // 3167.08.2272
2013.12.10 00:42
Agabazar
ку Киеври юлашки Ленин палăкĕ. Ыттисене унчченех катартнĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем