Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ыран, юпан 18-мӗшӗнче, Мускаври «Прожектор» Культура ҫуртӗнче «Раҫҫей чӑваш пики — 2008» ӑмӑрту иртӗ.

Пикесем хӑйсен пултарулӑхӗпе илемне «Конкурса хутшӑнакансен парачӗ», «Визит карточки», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Физически культура», «Творчество конкурсӗ» пайсенче кӑтартӗҫ.

Илем уявӗнче Вячеслав Христофоров, Михаил Никифоров, Ольга Зайцева тата ытти халӑх юратакан чӑваш эстрада артисчӗсем юрлӗҫ.

Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса мӗнле хатӗрленине ҫаксем пӑхса сӑнаса тӑрӗҫ: Федерацири Чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата РФ Оборона министерствинчи подразделенисенчен пӗрин уйрӑмӗн начальникӗ, Федерацин Чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗн Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Селивестров.

 

Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӑваш пики – 2008» наци конкурсне ирттерме Вячеслав Оринов режиссер-постановщик сценари планне хатӗрленӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

ЮПА
16

Пирӗнпе Одюков калаҫать
 Ирина Дегтярева | 16.10.2008 22:54 |

Халь пурте тенӗ пекех Адюков юрӑҫа пӗлеҫҫӗ. ХХ ӗмӗрти чӑваш культуринче ун евӗрлӗ хушаматлӑ тата тепӗр пултаруллӑ ҫын пурччӗ. Вӑл — халӑх сӑмахлӑхӗн хастар тӗпчевҫи тата ӑста преподаватель Иван Ильич Одюков профессорччӗ. Чунӗпе-сӑнӗпе илемлӗ те килӗшӳллӗ ҫынччӗ. Унра ыр кӑмӑллӑх тапса тӑратчӗ. Вӑл 40-мӗш ҫулсенче вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ, Ленинграда хӳтӗлесе йывӑр аманнӑ, Тухӑҫ Европӑна фашизмран хӑтарма хутшӑннӑ. Ҫӗнетӳ хумӗпе университетра чӑваш филологийӗпе культурин факультечӗ ҫуралсан Иван Ильич ун сӑпкине сиктерекенсенчен пӗри пулчӗ.

Мӗн тӑвӑн, пӗр шелсӗр вилӗм никама та хӗрхенмест – 1995 ҫулта вӑл пирӗн юратнӑ вӗрентекенӗмӗре, ӑсчахӑмӑра ӗмӗрлӗхех уйӑрса кайрӗ...

Тӗлӗнмелле, ҫак эрнере эп унпа калаҫнӑнах, ун сӑмахне илтнӗнех туйрӑм. Мӗн тери савӑнӑҫ! И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн издательствинче И.И.Одюковӑн «Суйласа илнӗ ӗҫсем» хулӑн кӗнеки (648 стр.) пичетленсе тухрӗ. Ӑна ӑсчах ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Малалла...

 

Юпан 1-мӗшпе 4-мӗшӗнче Питӗрте Тӗнче шайӗнчи «Interfolk in Russia» халӑх пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва Норвеги, Испани, Швеци, Греции, Филиппин, Латви, Литва, Украина, Раҫҫей регионӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Паллах, Раҫҫей ушкӑнӗсен шучӗ чылай пулчӗ. Вӗсен шутӗнче Пушкӑртстанри «Нарспи» ансамбль (ертӳҫи – Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г. Кириллова) те хутшӑнчӗ. Вӗсен юррипе ташши жюрине кӑмӑла кайрӗ — ушкӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ номинацире диплома тивӗҫрӗ.

Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннипе эпир те пултарулӑх ушкӑна саламлатпӑр, ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш Республикин официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, юпан 15-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Дмитрий Медведев Николай Фёдорова Хисеп орденӗпе наградӑланӑ. Ку палла Чӑваш Ен президентне пирӗн республикӑри социаллӑ тата экономика ҫитӗнӳсем пысӑк пулнӑран, нумай ҫул хӑй ӗҫне тӑрӑшуллӑ туса пынишӗн панӑ.

 

Чӑваш чӗлхин 17 томлӑ словарӗн авторне, тӑван чӗлхе пӗлӗвӗн ӑслӑлӑх никӗсне хывнӑ Н.И. Ашмарина (1870 – 1933) халалласа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче VΙ хут «Ашмарин вулавӗ» иртрӗ. Маларах вӑл ҫулленех пулатчӗ, халӗ ӑна икӗ ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ. Шайӗ сумлӑ — Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ. Чӑнах та, республика тулашӗнчен килнӗ ӑсчахсем вулавра сахал мар пулчӗҫ. Пӗрлехи лару хыҫҫӑн ҫакӑн пек секцисемпе ҫум секцисене пайланса

ӗҫлерӗҫ:

- «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен литература теорийӗпе историйӗ»;

- «Пӗтӗмӗшле чӗлхе пӗлӗвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем»;

- «Чӗлхепе литературӑна вӗрентмелли меслетлӗх»;

- «Философин, культурологин тата общество историйӗн ыйтӑвӗсем» т.ыт.те.

Студентсемпе шкул ачисен доклачӗ-хыпарне итлеме ятарлӑ секци йӗркеленӗ.

 

Конференцире интересли, усӑлли, чуна пӑлхатаканни сахал мар пулчӗ. «Ашмарин вулавӗн» черетлӗ VΙΙ конференцийӗ 2010 ҫулхи юпара пулӗ. Унта сирӗн доклада та хапӑл тӑвӗҫ.

Малалла...

 

Чӳкӗн 17-мӗшпе 21-мӗш хушшинче Мускавра «Раҫҫей Федерацийӗн чӗлхисем — халӑхпа патшалӑх пурлӑхӗ» пӗтӗм Раҫҫей канашлӑвӗ иртӗ. Ӑна иртерекенни — Раҫҫей вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗн министерствин федераллӑ вӗрентӳ аталанӑвӗн институчӗ.

Мероприятире тӑван чӗлхене вӗрентекен вӗрентӳҫӗсен пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи конкурсӑн иккӗмӗш (курӑмлӑ пайӗ) турӗ тата «Вӗрентӳ системинчи икчӗлхеллӗхпе культурӑсен калаҫӑвӗ — Раҫҫей халӑхне чӑмӑртаканнисем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.

Тӑван чӗлхине вӗрентекенсен ӑмӑртӑвне пирӗн республикӑран Анисия Павловна Игнатьева кайӗ. Вӑл Шупашкарти 12 шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет, республикӑри «Ҫулталӑк вӗрентевҫи — 2008» конкурс лауреачӗ, 2008 ҫулта чи лайӑх вӗрентӳҫӗсен хушшинчи ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи ятне илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӑваш Ен вӗрентӳ министерстви

 

«Нарспи» кун-ҫути курнӑранпа ҫӗр ҫул ҫитрӗ. Ҫак хушӑра нумай япала пирӗн пурнӑҫран тухса ӳкрӗ. Вӑл вара ватӑлмасть, кивелмест, малтанхи пекех пирӗн чун-чӗрене хумхантарать: хурлантарать, савӑнтарать, тунсӑх кӳрет, кӑмӑла ҫӗклет. Ӑна халалласа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫуралаҫҫӗ, тарӑнрах та тарӑнрах тӗпчевсем ҫырӑнаҫҫӗ.

 

«Нарспи» 100 ҫулне халалласа кӑҫал Чӑваш патшалӑх университетӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ӗҫлӗ уявсем иртрӗҫ. Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэми – чӑваш литературин чаплӑ хайлавӗ» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Малтанхи пӗрлехи ларура Ю.Артемьев, В.Родионов, Г.Федоров профессорсем тухса калаҫрӗҫ. Конференци ӗҫне культурӑпа вӗренӳ элчисем, ӑсчахсемпе студентсем, поэтсемпе вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ кӗнеке кӑларчӗ — «Ҫӑлаканӑмар ҫинчен» ятлине, авторӗ Зиновья Душкова.

Зиновья Душкова хӑйен хайлавӗсене асамлӑ юмах евӗр ҫырать, хӑйӗн шухӑшне вӑл ырӑлӑх уҫлӑхне йӗркелесе ҫирӗплетет.

Кӗнеке вулакана юрату туйӑмӗсене хисеплеме, чӑтӑмлӑха вӗрентет. Ҫыравҫӑ хайлавӗсенче пурнӑҫра сиксе тухма пултаракан тӗрлӗ йывӑрлӑха палӑртать, вӗсене ҫӗнмелли ҫулсене кӑтартать.

Кӗнекене Шупашкарти кӗнеке лавккисенчем тупма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӑваш Ен культура министерстви

 

Иртнӗ вырсарникун, юпан 12-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Олимпийски» стадионӗнче «Тӑван ен» парнисемшӗн йӗркеленӗ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртрӗ. Пурӗ 500 спортсмен хутшӑнчӗ унта!

Чи малтан, чупакансене хавхалантарса Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, хаҫат тӗп редакторӗ Валерий Сорокин, Шупашкар районӗн прокурор ҫумӗ Анатолий Иванов тата ыттисем ӑшӑ сӑмах каларӗҫ.

 

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетне хыҫҫӑн пӗрремеш вырӑнсене ҫаксем тухрӗҫ:

* ача пахчисен ушкӑнӗсен хушшинче: «Золушка» ача пахчи (Атлаш ял тӑрӑхӗ);

* вӑтам шкул хушшинче: Атайкасси вӑтам шкулӗ;

* пӗтӗмешле пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче: МВУ «Ҫатра-Лапсар ПППШ»;

* ветерансен хушшинче: Шупашкар районӗн тӗп пульници ӗҫченӗсем;

Прокуратура ӗҫченӗсем, Атайкассипе Шемшер ял тӑрӑхӗнчи администрацинче ӗҫлекенсем те эстафетӑна хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Куҫакан кубок хальхинче Шупашкар район администрацийӗн УКСпа ЖКХ ушкӑнне лекрӗ.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӗнер, юпан 13-мӗшӗнче, Валерий Иовлев актёр тата режиссёр 50 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа Трактор тӑвакансен культура керменӗнче уяв каҫӗ иртрӗ. В. Иовлев пултарулӑхӗ анлӑ та пулӑхлӑ. Вӑл театр сцени ҫинче вуншар роль калӑпланӑ, чӑваш телевиденийӗнче ҫӗршер кӑларӑм хатӗрленӗ. Ачасем валли «Ҫывӑр аптраман тавраш», «Ҫӑлтӑрчӑк», «Шевле» передачӑсене эфира кӑларни хӑех тем пек тава тивӗҫлӗ ӗҫ. Валерий Иовлева чӑннипех те ҫӗнӗ чӑваш киновӗн «ашшӗ» теме пулать пулӗ. Пултаруллӑ режиссер ӳкернӗ фильмсен шучӗ ҫирӗмрен те иртрӗ. Унӑн чи паха енӗ — хӑйӗн ӗҫне чунтан юратни. Апла юбиляра чӑваш кино ӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунар!

 

Страницӑсем: 1 ... 3847, 3848, 3849, 3850, 3851, 3852, 3853, 3854, 3855, 3856, [3857], 3858, 3859, 3860, 3861, 3862, 3863, 3864, 3865, 3866, 3867, ... 3905
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 30

1913
112
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ.
1942
83
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...