Информаци ятне ҫапла патӑм та, хам вара: «Ҫапла пулмалла та», — тесе ҫийӗнчех шухӑшласа илтӗм. Ара, Филипп Лукин пек ҫынсем ӗмӗрте пӗрре ҫуралаҫҫӗ тесен те пысӑк йӑнӑшах мар-тӑр. Филипп Миронович кӗвӗленӗ юрӑсене халӑх паян та пӗлет-юрлать. Вӑл пӗтӗмпе 800-е яхӑн юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫынсем халӑх юрри тесе те шухӑшлаҫҫӗ пулӗ.
Ҫак уйӑхӑн 1-мӗш кунӗнче паллӑ композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ку куна халалласа унта та кунта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти иртнӗ. Культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсем коцертсем, музыка каҫӗсем, куравсем, фестивлаьсемпе конкурссем, «ҫавра сӗтелсем» йӗркеленӗ. Ыран вара композиторӑн тӑван ялӗнче, Красноармейски районӗнчи Чатуккассинче пысӑк уяв иртмелле.